Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Н. Салюкин — районта фермер ĕçĕпе аппаланма тытăннă малтанхи çынсенчен пĕри. Вăл хăйĕн хуçалăхне 1992 çултах йĕркеленĕ.
-1990 çулта пирĕн çĕршывра мĕн те пулсан тара (аренда) илсе ĕçлеме ирĕк паракан саккун тухрĕ. Эп ун чухне вырăнти колхозра спорт методистĕнче ĕçлеттĕм, маларах икĕ çул клуб заведующинче вăй хутăм. Çапла вара юлташсемпе сысна фермине тара илме шутларăмăр. Пирĕн 67 амаччĕ. Пĕрремĕш çулах виçĕ пин тенкĕ тупăш илтĕмĕр – ун чухне хозрасчётпа ĕçлеттĕмĕрччĕ. 1991 çулта вара фермерсен çинчен саккун тухрĕ. Ман хамăн çĕр çинче ĕçлес килетчĕ. Çавăнпа тепĕр çултан эпĕ колхозран заявлени парса тухрăм, хама тивĕçекен çĕр пайне – 3 гектар та 69 сотăй – илтĕм, «единоличник» пулса тăтăм. Хамла паттăрла ĕç тунă пек туйăнатчĕ. Ман çине вара колхозниксем тĕнчен тепĕр вĕçĕнчен килнĕ çын çине пăхнă пек пăхатчĕç. Çĕрне илтĕм-ха – ĕçлеме вара нимĕнле техника та çук, лаша кăна. Ял çыннисем те: «Ун патне тарçа каймастпăр», - тетчĕç. Мĕн тумалла? Колхозран пай вырăнне илнĕ вăрлăха ĕлĕкхи пек алăпа сапса акрăмăр вĕт. Мăшăрăм, аннепе апай, тăвансем, ялти пенсионеркăсем пулăшма пычĕç. Çапла фермер ĕçне пуçарса ятăмăр. Тĕлĕнекенсем те, йĕкĕлтешекенсем те тупăнчĕç. Ман чунра вара савăнăç: эпĕ хам çĕр çинче ĕçлетĕп, хам çĕре – хам хуçа! – каласа парать Николай Иванович.
Çитĕннĕ тыр-пула колхоз комбайнĕсемпе пуçтарса кĕртнĕ. Тухăçĕ аптраман. Урпа 40 центнер панă, пăрçапа тулă та ăнса пулнă. Иккĕмĕш çул фермер çĕр лаптăкне 19 гектара çитерет. Кредит илсе икĕ трактор туянать. «Икĕ ывăл пур-ха, вĕсем хăçан та пулин ĕçлесе татĕç тесе шутларăм ун чух. Анчах çулталăкранах тӳлесе татма пултартăмăр», - тет халь ун пирки кил хуçи.
Тыр-пул сутнă укçапа Салюкинсем кашни çул çийĕнчех усă курнă: ангар, нӳхреп тата ыттине тунă. Укçине йăлтах вăхăтлă вырнаçтарса пынă. Хăй калашле, çавăнпа инфляци текен япала (укçа йӳнелсе кайни) çемьене пырса тивмен. Салюкинсем укçа тунă та — çав куннех е тепĕр кун кирлĕ япала туяннă.
Кун пирки çемье пуçĕ çапла калать: «Пуйни мĕнле пулать-ши? Арчара нумай укçа пухни-и е çав укçапа кирлине туса хуни-и? Эпир ятарласа укçа пуçтарассишĕн çеç ĕçлемен».
Пĕлтĕр Салюкинсен аслă ывăлĕ те – 27 çулхи Павел – фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ пулса тăнă. Салюкинсем çĕр лаптăкне 150 гектара çитереççĕ. Кăçал Павел Николаевича хуçалăхне аталантарма облаçран 1 миллион та 200 пин тенкĕ грант панă. Унпа çĕнĕ трактор, Саратов облаçне кайса 15 пуç вăкăр туяннă. Килти вăкăрĕ те пур. Вĕсене хĕл каçарасшăн, кашнине 400 килограма çитересшĕн – унтан аша пама пулать. Халĕ вăкăрсем хирте. Пĕрре пăхсан – вĕсем ирĕклĕн çӳреççĕ пек курăнать. Çывăха пырсан куратăн: выльăхсене электрокĕтӳçĕ сыхлать. Çапла, хальхи саманара ун пекки те пур. Тăватă гектар çарана чĕркуççи çӳллĕшĕнче хурçă пралукпа карса илнĕ те ун тăрăх аккумулятортан ток янă. Пралукне çырмари шыв таранах тăснă, унта анса шыв ĕçме пулать. Пĕр вырăнти курăка çисе ярсан пралукне тепĕр çĕре карса хураççĕ.
-Аккумулятор вăйĕ икĕ эрнене çитет. Вăкăрсене пĕр-икĕ хут ток çапрĕ те – халь пралука курсанах каялла чакаççĕ. Йытăсем те пыраймаççĕ выльăхсем патне. Питĕ меллĕ, 16 пуçшăн çынна кĕтӳçе тытаймастăн вĕт. Тупаймастăн та халь вĕсене, - тет Николай Иванович.
Акă Павел Николаевич ялтан урапаллă тракторĕпе çăнăх, çĕрулми илсе килет. Вăкăрсем трактора курсанах хирĕç каяççĕ, çырмана анса кĕтсе тăраççĕ. Хуçи выльăхсене хӳтлĕхе апат хурса парать.
-Кунта сементалка тата шурă пуçлă казах ăрачĕсем. Куратăр-и, çăмланса кайрĕç ĕнтĕ. Вĕсене хĕлле те вите кирлĕ мар, хӳтĕ вырăн пулни те çителĕклĕ. Вăкăрсене лайăх ӳсме протеин кирлĕ, вăл пăрçа йышши культурăсенче нумай. Тепĕр çул пăрçапа хутăш урпа акма шутлатпăр, ун пек тусан пăрçа выртмасть, пуçтарма меллĕ,- ăнлантарать Николай Иванович.
Хальлĕхе вара Салюкинсем ытларах ир пулакан çĕр улми акса тупăшне кураççĕ. Тăватă гектар çинчи сĕлĕ те 30 центнершар панă. Тракторĕсемпе, комбайнĕсемпе Салюкинсем хăйсемех ĕçлеççĕ – çынсене тара тытма йывăр теççĕ.
-Кунне пĕр пин тенкĕ тӳлетпĕр, укçине кашни кун паратпăр. Анчах 1-2 кун ĕçлесе пăхаççĕ те — виççĕмĕш кунне килмеççĕ, лавкка умне сăра ĕçме каяççĕ. Укçа сахал тӳлетĕн тесе те каламаççĕ – ĕçлес килмест. Çавăн пек çынсемех районти социаллă хӳтлĕх комитетне, район пуçлăхĕ патне пулăшу ыйтма çӳреççĕ, - тет çемье пуçлăхĕ.
Кăçал Николай Иванович хăй хуçалăхне хут çинче пĕтересшĕн те пĕтĕм çĕрне ывăлĕ çине куçарасшăн.
-Икĕ хуçалăх валли икĕ бухгалтери илсе пыма йывăр. Мĕн тума нушаланмалла-ха ун пек? Эпир пурпĕр пĕрле вăй хуратпăр вĕт, пĕр ĕç тăватпăр,- тет вăл.
 
 
Чăнлă районĕ,
Пухтел ялĕ.
 
: 906, Хаçат: 48 (1244), Категори: самана cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: