Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Лидия Семёнова пенсие кайсан та-ха виçĕ çул тăван Вăта Тимĕрçен шкулĕнче ĕçленĕ. Ачасенчен уйрăлма çăмăл пулман ăна.
1955 çултанпах пĕр шкултах ĕçленĕскере тивĕçлĕ канури шăплăх илĕртсех кайман. Лидия Леонтьевна канма майĕпен вĕреннĕ – малтанласа тăрсан-тăрсан шкула кайкаласа килнĕ, юратнă педколлективпа курнăçнă, каярах çулла пахчара, хĕлле кил хушшинче вăй хурассине тимлĕх уйăрма пуçланă. Питĕ кăсăк, хăйнеевĕр самантсене аса илме юратнă. Аса илмелли вара педагогика ĕçĕн ветеранĕн, вăрçă ачин туллиех. Çитес çулхи çу (май) уйăхĕнче вăл 80 çул тултарать.
Лидия Леонтьевна Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнче çуралнă. Упипе Хурăнвар шкулĕсенче, Ульяновскри патшалăх педагогика институтĕнчи физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. Пулас мăшăрĕпе – химипе биологи вĕрентӳçипе Николай Кузьмич Семёновпа – Вăта Тимĕрçен шкулĕнче паллашнă.
— Эп ĕçлеме пуçласанах кунти шкул çырма хĕрринче вырнаçнăччĕ. Кайран шкула кунта куçарчĕç. Паян, хăвăр куратăр, капмар, хăтлă шкул. Эп çĕннинче те ĕçлесе курнă, пенсие кунтан кайнă, – каласа парать хĕрарăм. – Малтанласа физика, кайран математика вĕрентрĕм. Кивĕ пĕлӳ çуртĕнче ачасем нумайран икĕ сменăпа тăрăшнă. Пĕр çулхине пилĕк 9-мĕш класра 40-шер ачаччĕ. Кашни вĕренӳ çулĕнчех класс ертсе пама шанатчĕç. Районти мĕнпур ялсенчен килетчĕç-çке. Кунта вăтам шкул пулнă. Вĕренекенсемпе эпĕ питĕ килĕштереттĕм. Мана та юратни куçкĕретчĕ. Çакă савăнтарать: эп вĕрентнĕ мал ĕмĕтлĕ çамрăксем паян Чăнлă районĕнчи, область, Раççей шкулĕсенче математикăпа физика вĕрентеççĕ. Вĕсен хушшинче математика ăслăлăхĕсен кандидачĕсем те пур: Йошкар-Олапа Ульяновскри аслă шкулсенче ĕçлеççĕ.
Пĕррехинче Лидия Леонтьевна шкулти чи кахал ачасене пăртак намăслантарас шутпа хăйĕн йывăр ачалăхĕ пирки каласа кăтартать.
— Вăрçă пуçланнă çул эпĕ çиччĕри ача пулнă. Вĕçленнĕ чух – вун пĕрте. Пире аслисем – хĕрарăмсем, ватă мучисемпе кинемейсем – вир çумлама, пучах пуçтарма илсе каятчĕç. Пĕр çулхине тыркас пуçтарма илсе кайнăччĕ – вĕсен шăтăкĕсене витрепе шыв яраттăмăр. Хăш-пĕр тантăшсен пĕчĕкскер аллисем суранланса, пӳрленсе тăратчĕç. Йĕме ирĕк пулман, вăрттăн çеç. Пурне те йывăр пулнине ăнланнă эпир, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Кĕçĕн ӳсĕмри маттур ачасем тăрăшнипе нумай ĕç пурнăçланă, - терĕ Лидия Леонтьевна. - Тĕлĕнмелле, эп вĕрентнĕ ачасем малалла хастартарах ĕçлеме пуçларĕç. «Аслă вăрçăра тыр-пул çумланă, кĕлтесем йăтнă – эпир мĕн пултараймастпăр-им? » - терĕç пулмалла.
Раççей Федерацийĕпе Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ паян килте канать. Мăшăрĕпе çитĕнтернĕ виçĕ ывăлĕн çемйисем тăтăш хăнана килеççĕ. Пĕри ашшĕ-амăшне пулăшса тăма тăван ялта тĕпленнĕ. Тĕпренчĕкĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупни савăнтарать Семёновсене.
 
: 566, Хаçат: 48 (1244), Категори: Вăрçă ачисем

Комментарисем:

Infinity (2016-06-30 11:23:38):
NoĔ it encapsulates Abba Eban line about the “/Palestinians never missing an opportunity to miss an opportunity’/ Now Shas inoegestinrlyentugh Ĕ was one of those who pushed Netanyahu to give up HebronĔ that worked out wellĔ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: