Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ватлăх çывхарса пынă май сывлăх та хăй пирки аса илтерме пуçлать. Эмелсем ĕçме пулĕ-ха. Çапах та юн тымарĕсене тасатма пулăшакан халăх мелĕсемпе те ăнăçлах усă курма пулать. Ку ыйтура пире Чăнлă районĕнче пурăнакан пенсионер Антонина Иванова пулăшрĕ, темиçе ансат рецепт çырса кăтартма пулчĕ.
•Вăтам пуç ыхрана нимĕрлемелле, кĕленче савăтри 1 стакан тасатман (нерафинированное) хĕвел çаврăнăш çăвне ямалла. Сивĕтмĕше аялти çӳлĕк çине лартмалла. Тепĕр кунне 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенне 1 чей кашăкĕ ыхра çăвĕпе хутăштарса апатчен 30 минут маларах ĕçмелле. Çапла кунне виçĕ хут. Сиплев курсĕ – пĕр уйăхран пуçласа виçĕ уйăх таран. Пĕр уйăх тăхтанă хыççăн тепĕр сиплев курсĕ ирттермелле. Шĕвек пуç мимин, чĕре юн тымарĕсем пĕрĕннине, сывлăш пӳлĕннине ирттерме пулăшать.
•Вĕтĕ тёркăпа пуçлă сухана хырмалла, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла, пылпа çурмалла хутăштармалла. Пылĕ хытнă пулсан шыв мунчине лартса ирĕлтермелле. Кунне 3 хут апатчен 1 сехет маларах е ун хыççăн 2-3 сехетрен 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Çак хутăш пуç мимин юн тымарĕсен склерозĕ чухне уйрăмах усăллă.
•Клеверăн 3 апат кашăкĕ типĕтнĕ чечек пуххине çӳлти çулçисемпе пĕрле çур литр çутă эрехе ярса 2 эрне лартмалла, сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Кăнтăрлахи апатчен е каçхине çывăрма выртас умĕн 20-шер миллилитр ĕçмелле. Сиплев курсĕ – 3 уйăх. Кашни 30 кун ĕçнĕ хыççăн 10 кун тăхтав тумалла. 6 уйăхран тепĕр сиплев курсĕ ирттерме юрать. Шĕвеке юн пусăмĕ йĕркеллĕ чухнехи, пуç ыратнипе, хăлха шавланипе палăрса тăракан атеросклероз аптратсан ĕçеççĕ.
 
: 825, Хаçат: 48 (1244), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: