Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ман юратнă асаннене Людмила Прокопьевна тесе чĕнеççĕ. Вăл Димитровград хулинче пурăнать. Вăл ман — чи ăслă, чи хӳхĕм, чи ырă кăмăллă, чи пултаруллă хĕрарăм. Тата еплерех маçтăр ал ĕç ăсти вăл. Эсир курсанччĕ мĕнлерех хитре тĕрлет, хăвăрт çыхать, тăрăшса çăм арлать асаннеçĕм. Тĕлĕннĕ те савăннă пулăттăр. Пĕчĕк чухне сăпка юрри юрласа çывăрттарса яратчĕ. Çепĕç сассипе чăваш юррисем юрлатчĕ, çемçе те кăпăшка аллипе пуçран çупăрлатчĕ. Асанне паян, уйрăмах хĕллехи вăрăм каçсенче, ал ĕç тунă чух юрлать. Сасси уçă ун. Мана чăвашла калаçма вĕрентет. Пĕрле шăрантаракан илемлĕ чăваш юррипе эп «Путене» конкурсра хутшăнасшăн.
Тăванăрсене упрăр. Мĕнле телей вăл – кăлкан çӳçлĕ ытарайми асаннесемпе асаттесем, куштăрханă алăллă çывăх юлташсем юнашар пурри!
 
Редакцирен. Салам сана, кĕçĕн çул-ӳсĕмри хисеплĕ тусăм, шел, эс хăвăн çырăвунта адресна та, асаннĕрпе пĕрле ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕкне те ярса паман. Санран çывăх вăхăтра вĕсене ярса пама ыйтатпăр, малашне çĕнĕ хыпарсем кĕтетпĕр.
 
: 700, Хаçат: 48 (1244), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: