Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2013 çулхи раштав (декабрь) уйăхĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинче совет влаçĕшĕн кĕрешнĕ хастарçă, Покровски вулăсĕн ĕç тăвакан комитетне пуçласа ертсе пынă çын, чухăнлăх комитечĕн председателĕ Степан Антонович Кашеваров çуралнă-ранпа 130 çул пулать.
Степан Кашеваров 1883 çулта Чĕмпĕр уесне кĕрекен Покровски ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере ултă ача пулнă. Вĕсенчен асли Степан. Ача пĕчĕкрен хресчен ĕçĕн тути-масине тутанса курнă. Ялти виçĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан çулсерен ашшĕпе пĕрле Атăлçи хулисене çăкăрлăх укçа ĕçлесе илме çӳренĕ. 1911 çулта Степан Кашеваров Дон тăрăхне кайнă. Шахтăна вырнаçнă. Унтан Степан Антонович ашшĕ килне таврăннă. 1914 çулта ăна патша çарне илеççĕ. Империализм вăрçин фрончĕсенче çапăçнă хушăра революци тума шухăш тытнă çынсене тĕл пулать.
С.А.Кашеваров – питĕ кăсăк шăпаллă çын. «Ульяновскри КПСС организацийĕн историйĕ –очерксем» кĕнекен пĕрремĕш томĕнче ун хушаматне икĕ хутчен асăннă. 1917 çулхи çуркунне вăл, фронтран таврăннăскер, «большевиксен ретне пуянлатнă, полк комитечĕн председателĕ вырăнне тивĕçнĕ, çар ячĕпе вахмистр пулнă». Кĕçех çĕртме (июнь) уйăхĕнче Кашеваров юлташа Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи салтак депутатсен канашĕн председателĕн çумĕ пулма суйланă.
Аслă Октябрь революцийĕн кунĕсенче Степан Антонович большевиксемшĕн шанчăклă тĕрев пулса тăнă çар отрячĕн йышĕнче палăрнă. Вăл тăнă отряд вулăс ĕçченĕсене вырăнта Канашсем йĕркелеме, чухăнсене çăкăрпа тивĕçтерме пулăшнă. 1917 çулхи раштав уйăхĕнче Степан Антонович Чĕмпĕр уесĕн ĕçтăвкомĕн членĕ пулса тăнă, 1918 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕнче кĕпĕрнери хресченсен съездĕнче ăна кĕпĕрнери укçа-тенкĕ комиссийĕн йышне суйланă.
1918 çулхи çу уйăхĕсем уйрăмах йывăр килнĕ. Ун чухне Чĕмпĕр кĕпĕрнин хăш-пĕр пайĕ çĕнĕрен шуррисен аллине лекнĕ. Çав хушăра С.А.Кашеваров та тыткăна çакланнă. Çурлан иккĕмĕш çурринче Покровскинче тăватă вулăсран халăх пуçтарса çамрăксене çара илесси пирки анлă пуху ирттернĕ. Степан Антонович хресченсен умĕнче пит çивĕч тăракан ыйтуран пăрăнса юлайман, пухăва темиçе салтакпа килсе çитнĕ.Тухса калаçнă. Ытларахăшĕ шухăш-туйăмĕпе хĕрлисен енче пулни палăрнă. Сасартăк пăшал пени илтĕнсе каять. Пухури çынсене шурă гвардеецсем хупăрласа илеççĕ. Степан Антоновича тарса хăтăлма май килмест. Хуралçăсем ăна Чĕмпĕре илсе çитерсе контрразведка аллине параççĕ. Темиçе кунтан Кашеварова персе вĕлермелле тăваççĕ. Телее, авăнăн 12-мĕшĕнче ăна тĕрмерен кăлараççĕ.
1919 çулта Кашеварова Ульяновск хули канашĕн ĕçтăвкомĕн председательне суйлаççĕ. 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнчен тытăнса унăн ĕçĕ-хĕлĕ ял хуçалăхĕпе тачă çыхăнса тăрать.
1964 çулта Покровскинчи вăтам шкулти пионерсен организацине С.А.Кашеваров ятне параççĕ. Çак мероприятие Степан Антонович хăй хутшăннă, ачасене хăйĕн çăмăл мар шăпи çинчен каласа панă. Нумай çул хушши пионерсемпе ватă большевик пĕр-пĕрин патне çыру çӳретнĕ.
Шкул паян та область историне кĕрсе юлнă паллă ентешне асра тытать: вĕренекенсем ун вил тăприне тирпейлесе тăраççĕ. Кăçал авăнăн 16-мĕшĕнче С.А.Кашеварова халалланă астăвăм аллейине пуçласа çамрăк хунавсем лартнă. Ăна çулсерен çĕнĕ йывăçсемпе пуянлатма йышăннă. Паттăр ячĕ ĕмĕрлĕхе пирĕн асра юлĕ.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 5338, Хаçат: 48 (1244), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: