Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн çĕршывра харăсах Совет Союзĕн Геройĕн тата Раççей Геройĕн ятне тивĕçнисем миçен? Раççей Паттăрĕ пулса тăнă хĕрарăмсем пур-и?
В. Скворцова,
Чартаклă районĕ.
1992 çултанпа Раççей Геройĕн ячĕпе 15 хĕрарăма чысланă.
М.Плотникова (1974-1991), шывра путакан ачасене çăлнă чухне вилнĕ;
Е.Буданова (1916-1943) лётчик-истребитель;
Л.Шулайкина (1915-1995) лётчик-штурмовик;
А.Акимова (1922-2012) лётчик, хĕрарăмсен авиаци полкĕн штурманĕ, ветерансен юхăмĕн хастар ĕçченĕ;
В.Волошина (1919-1941) совет подпольщикĕ тата партизанĕ;
Л.Егорова (1966) йĕлтĕрçĕ;
Е.Кондакова (1957) космонавт;
В.Савицкая (1917-2000) лётчик, штурман;
Т.Сумарокова (1922-1997) лётчик, штурман;
Л.Коэн (1913-1992) совет разведчикĕ;
Н.Качуевская (1922-1942) санинструктор;
Л.Лазутина (1965) йĕлтĕрçĕ;
И.Янина (1966-1999) медицина службин сержанчĕ;
М.Арапханова (1963-2002) тăван ялне боевиксенчен çăлнă хĕрарăм;
Н.Брусникова (1960) ăратлă выльăх ĕрчетекен «Аврора» колхоз-заводра ĕне сăвакан.
Раççейĕн Геройĕсенчен 4-шĕ пĕр вăхăтрах – Совет Союзĕн Геройĕ: СССР тата РФ космонавт лётчикĕсем С. Крикалевпа В.Поляков, Н.Майданов вертолётчик, А.Чилингаров полярник. Хĕç-пăшал ăсти тата конструктор М.Калашников – РФ Геройĕ тата Социализм Ĕçĕн Геройĕ. Т.Мусабаев тата Ю.Маленченко космонавтсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Б.Бейскбаев – Раççей тата Казахстан Халăх Геройĕсем. С.Шарипов космонавт-лётчик – Раççей тата Кăркăсстан Геройĕ.
 
: 834, Хаçат: 48 (1244), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: