Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«2000 çултанпа пирĕн ялта пĕр çамрăк та çурт лартман. 107 пушă çурт. Çамрăксем юлмаççĕ? Ĕç çукки пуль тĕп сăлтавĕ. Пурăнаканнисем те пирĕн пеккисем кăна», - терĕ ял ватăлса пынăшăн кулянса Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашран килнĕ Пётр Долгов.
Çакăн пек лару-тăру пĕр Çĕнĕ Улхашра кăна мар. Çĕршывĕпех ялсем кивелсе те пĕтсе пыраççĕ. Паянхи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хуланалла туртăнать. Унта пурăнмалли çук пулин те ĕçĕ пур. Ялта пысăк çурт пур çĕртен хулара хваттере тара илсе, пысăк укçа тӳлесе пурăнаççĕ, çапах тăван йăвана таврăнма васкамаççĕ.
Çамрăксене яла илĕртес тесе патшалăх тĕрлĕ программăсем шутласа кăларнă. Çамрăк специалистсене – вĕрентӳçĕсемпе тухтăрсене, ял ĕçченĕсене – яла ĕçлеме кайсан миллион тенкĕ укçа парса хавхалантарать. Анчах пурĕпĕр яла кайса пурăнассишĕн черет тăракан çамрăксем курăнмаççĕ-ха.
Мĕнле илĕртмелле вĕсене яла?
Дмитрий, 36 çулта.
-Каччăсен ял хĕрне качча илмелле. Ун чухне мăшăр тăван килтех тĕпленĕ. Хула майрисене яла илсе каймашкăн йывăр. Унта ĕç вырăнĕ çукки те самаях ура хурать. Пĕр-пĕр фермер 20-шер пин тенкĕ тӳлесен эпĕ хам та ялта трактористра ĕçлеме хирĕç мар. Арăм дояркăна вырнаçĕччĕ. Ульяновскра пурăнатăп пулин те чун яланах яла туртать. Аттепе анне те тăван киле чĕнеççĕ. Ялта хуçалăхсем аталансан, ĕç вырăнĕсем пулсан çамрăксем юлаççех.
Наталья, 46 çулта.
-Ман шутпа, ялта пурăнмашкăн çамрăксене условисем çителĕклĕ. Кашни киле газпа хутса ăшăтаççĕ, шыв кĕрет, тăкма та тухмалла мар. Патшалăх май килнĕ таран çамрăксене пулăшать, тĕрлĕ программăсене кĕрсе пурăнмалли вырăн ыйтăвне те татса пама пулать. Кăмăл пулсан таçта та ĕç тупаятăн. Пуçарулăх кăна кирлĕ.
Паллах, çамрăксене ирĕксĕрлесе ялта хăварма çук. Анчах патшалăхăн тĕрлĕ программисемпе илĕртме пулать.
Максим, 29 çулта.
-Çамрăксене яла илĕртме питĕ йывăр. Йĕркеллĕ ĕç вырăнĕ çук. Çакна эп хам та туйрăм. Малтан клубра ĕçлерĕм. Ертӳçĕ пулсан та уйăхне 5-6 пинрен ытларах илмен. Унтан район центрне ĕçе çӳрерĕм, выльăх пусакан цехра иртен пуçласа каçчен тар тăкрăм. Вăхăтра пулмасан та ĕç укçине тӳлетчĕç. Анчах та ĕç йывăрăшĕ шалупа пĕртте шайлашмастчĕ. Çавăнпах хулана тухса кайрăм. Ĕç укçи 20 пин тенкĕ тӳлесен эпĕ яла таврăнма хирĕç мар. Анчах ун пекки пулас çук.
Алина, 50 çулта.
-Çамрăксене яла илĕртес тесен ĕç укçи 10 пин тенкĕрен кая пулмалла мар. Патшалăхăн çамрăксене пурăнмалли кĕтес ыйтăвне татса пама пулăшмалла. Ун чухне, тен, ялта пушă çурт сахалланĕ.
Анна, 21 çулта.
-Мана ял пурнăçĕ килĕшмест. Унта ĕç çук, пуç çĕклемесĕр тăрăшсан та шалăвĕ пĕчĕк. Унсăр пуçне - ялта кичем. Культура çурчĕсенче мероприятисем ирттерменпе пĕрех. Шăматкун та пулин ташă каçĕ йĕркелеменни çамрăксене ялтан пистерет. Спорт комплексĕсемпе шкулĕсем те район центрĕсенче кăна. Аякрисем унта çӳреймеççĕ. Ман шутпа, ялта чи малтан канупа культура шайне çĕклемелле.
 
: 988, Хаçат: 48 (1244), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: