Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Инза хули. Пысăках мар пулин те çĕршывĕпех паллă хула. Кунта чăвашсемпе килĕштерсе пурăннă, чăваш çыравçисен сăввисене пĕрремĕш хут чăвашла куçарнă çын – Дмитрий Ознобишин — çуралса ӳснĕ. Ку хулара халĕ те ăслă-тăнлă, чипер пит-куçлă ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Ача çуратса ӳстерсе çĕршыва юрăхлă тăваççĕ.
Икĕ çамрăк чăваш çемье çавăрса телейлĕн пурăнас шухăшпа ачаран ĕмĕтленнĕ. Ӳссе çитĕннĕ Ванюк салтакра пулнă хыççăн юратнă хĕрĕпе çемье çавăрать. Ашшĕ-амăшĕ çамрăксемшĕн савăнса пурăнать. Вăй çитнĕ таран пулăшать.
Çамрăк арăмăн ача çуратма вăхăчĕ çитет. Унăн темшĕн кăмăлĕ хуçăлать, шавах йĕресси килет. Упăшки лăплантарать. Тухтăрсем пулас аннене пульницана хураççĕ.
Вальăн амăшĕ ăшĕ çуннипе нушаланать. Каçсерен теме сиссе çутă çутмасăр урамалла пăхса ларать. Хĕрĕн паянччен пурăннă кун-çулне миçе хутчен пăхса тухмарĕ-ши?! Пĕрремĕш хут ура çине тăни, пĕрремĕш хут «анне» тесе калани, пĕрремĕш хут утса кайни – веçех амăшĕн куçĕ умĕнче.
Ырă мара чун сисет. Аслă çул-ӳсĕмри хĕрарăма мĕнпур сас-чӳ — алăкран шаккани, телефон шăнкăравĕ — хăратма тытăнать.
—Мĕн кĕтен – çавă пулать,- теççĕ чăвашсем.
Вальăн ача çуратас кунĕ çитет. Çак хушăра çамрăк мăшăрĕ пульницаран тухмасть тесен те юрать. Ашшĕ-амăшĕ те Валя патне пырсах тăрать.
Тем амакĕ пулать: ача çуратнă чух тухтăрсем пепкене пурнăç парнеленĕ амăшне çăлса хăвараймаççĕ. Валя вилет.
Тăванĕсем тăлăха юлнă хĕрачана Улька ят параççĕ. Мăшăрне ĕмĕрлĕхех çухатнă хыççăн Ванюк урăх пĕр самант та ку хулара пурăнаймасть. Унăн шавах масар çине савнă арăмĕн вилтăпри çине каяс килет.
Пĕчĕк Улькана малтанласа кукамăш пăхать. Ванюк урăх вырăна куçса каять. Арçын тепĕр хут авланать, Улькана хăй патне илет. Кукамăшĕ хирĕçлесе тăмасть. Хăй ватăлса килнине те сисет, хĕрĕ вилни те сывлăхне хавшатса хăварать. Çапах та мăнукĕн шăпипе кăсăклансах тăрать ырă кăмăллă хĕрарăм. Улька институтра вĕреннĕ чух та ăна пулăшсах тăрать. Кукамăшне мăнукĕн пуласлăхĕ питĕ пăшăрхантарать.
Хĕр вĕренсе тухса шкулта ĕçлеме тытăнать. Питĕ ăслă, алă ĕçне маттур, çынпа сăпайлă тыткалама пĕлекен çын вăл. Тăван мар аннепе пурăннă пикен çемье шухăшĕ ыттисенчен пач уйрăлса тăрать. Амаçури амăшĕнчен çуралнă йăмăкĕпе шăллĕ те аккăшĕ çине урăхларах куçпа пăхаççĕ. Çакна сисекен ашшĕн чунĕ ыратать, анчах та аслă хĕрне хальлĕхе нимĕнпе те пулăшаймасть.
Улька хăйĕнпе пĕр класра вĕреннĕ качча кăмăллать. Йĕкĕчĕ пит тирпейлĕ. Çемйи те аван, сăпайлă, ашшĕ-амăшĕ Турра ĕненет. Анчах та Улькан çемье çавăрса пурăнас шухăш çук иккен. Вăл хăйне валли пĕр ача çуратса çав тĕпренчĕке пĕччен ӳстересшĕн. Пĕлтерсен –савнине ку шухăш пĕртте килĕшмест.
Пике ашшĕ килĕнчен уйрăлса тухать – çемьесĕр пурăнакан çулланнă арçынран, ĕçтешĕнчен ача çуратать. Шкулти педколлектив çамрăкскере ятламасть. Кукамăшĕ те пулăшкаласах тăрать.
Мăнукĕн хĕрачи Елюк ултă çул тултарать ĕнтĕ. Кĕçех шкула кайма вăхăт. Амăшĕ хĕрне шкул çулне çитнĕ ятпа парне – компьютер илсе парать. Ку телейлĕ вăхăт тĕлне Улькан кукамăшĕ, шел, çĕре кĕнĕ пулнă.
Апайне пытарма кайсан кĕрĕвĕ, Улькан ашшĕ, асăнмалăх хăш-пĕр япалине пĕрле илсе килме шутлать, картишĕнче çакăнса тăракан кивĕ пальтона машина кузовĕ çине хурать. Килне çитсен ăна пăтаран çакать. Чылайччен çакăнса тăрать вăл унта.
Елюк каçпа кукашшĕ патне компьютер сĕтелне илсе пама ыйтма пырать. Арçын мăнукне укçа пама тесе аллине тăсать, анчах çакна сиснĕ арăмĕ, тăван мар кукамăшĕ, хамăра та кирлĕ тесе кăшкăрса пăрахать.
Чунĕ хурланнăскер пикене ăсатма тухать те пыл сутсан сĕтел илсе пама шантарать.
Кукашшĕ пĕчĕк йытă çури илсе килнĕ пулнă. Сивĕпе вăл ырă хуçин ури çумне йăпшăнать. Елюкпа кукашшĕ çăмламас тусне шеллесе ун валли пăтара çакăнса тăракан кивĕ пальтона пăрахса параççĕ. Сывпуллашсан та арçын чĕри ыратать – сĕтел илсе парайманшăн кулянать вăл.
Тепĕр кун ĕçрен килекен Ванюка çивĕч арăмĕ алчăранă куç-пуçпа кĕтсе илет, аллипе кил картиш еннелле кăтартать. Тамаша, алăка уçсан урайĕнче пилĕк пинлĕх хут укçасем выртнине курах каять вăл. Пĕрин çине йытă çури пуçне хунă та тутлăн çывăрать. Ванюк пальтона илсе силлесе пăхать, çуркаланнă çуха ăшĕнчен тата темиçе хут укçа кăларса илет.
Эх, кукамăш чĕри. Чи кирлине каласа ĕлкĕреймен çав вăл. Улька валли кирлĕ кунра усă курма укçа пухса пынине никам та пĕлмен. Ванюк хăюллансах пилĕк пинлĕх укçасене пуçтарать те Елюк мăнукĕпе юратнă хĕрне леçсе парать. Килне ырă туйăмпа таврăнать.
 
 
Майна районĕ,
Чӳрекел шкулĕ.
 
: 567, Хаçат: 48 (1244), Категори: Cамрaксен страници

Комментарисем:

aspibxrr7k (2016-05-22 04:54:52):
http,ӲӲbuyinderalĕa ccountantӲ - buy inderal http,ӲӲdiflucanĕsit eӲ - diflucan http,ӲӲazithromycin ĕeuӲ - zithromax azithromycin http,ӲӲbuybaclofenĕ inĕnetӲ - buy baclofen http,ӲӲstratteraonl ineĕinĕnetӲ - strattera

aspiqf59b6 (2016-06-03 17:52:46):
azithromycin 500<Ӳa> motrin medication<Ӳa> site here<Ӳa> buy antabuse<Ӳa>

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: