Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Пуçламăшĕ 46-мĕш номерте.)
 
Ирхине отельтен тухса çур сехет те каймарăмăр – Германи чикки. Одер юхан шывĕ урлă каçрăмăр. Чикĕре никам та çук, автобус мĕнле хăвăртлăхпа пынă – çавăн пекех каçса каять. Мĕншĕн тесен Германи Шенген зонине кĕрет, унта вара патшалăх чиккисенче пограничниксем те, таможенниксем те çук. Сылтăмра инçех мар Франкфурт хули курăнса ларать.
Германи территорийĕ 357 пин ытла тăваткал çухрăм, унта 81 миллион ытла çын пурăнать. Вĕсенчен 67 проценчĕ – христиан тĕнне ĕненет (католиксем, протестантсем, реформаторсем). Православие ĕненекенсем 1 миллион та 300 пин çын. Ислам çĕршывĕсенчен (уйрăмах Турцирен) килнисем те нумайланса пыраççĕ. Чи пысăк юханшыв – Рейн.
Эпир Берлина çул тытатпăр. Çилпе ĕçлекен генераторсем – темĕн чухлех. Вĕсен çӳллĕшĕ 100 метр ытла, пĕр çунатти вара – 30. Германири электро-энергийĕн 20 процентне çак «армансем» параççĕ. Çаплах хирте хĕвел çутипе ĕçлекен батарейсем те пур. Çулсем чаплă вара, пĕр енне темиçе йĕр каять, ăна кунта автобан теççĕ. Автобус ялан пĕр хăвăртлăхпа пырать, никама та иртсе каймалла мар. Анчах автобанпа пынăшăн укçа тӳлемелле.
Чи малтан эпир хула хĕрринчи Трептов-паркри совет салта-кĕсене асăнса тунă комплекса кĕтĕмĕр. Ăна Берлина илнĕ чух вилнĕ 75 пин салтакпа офицера асăнса 1949 çулхи майăн 8-мĕшĕнче уçнă. Çичĕ пин салтакне çакăнтах пытарнă. Малтан кунта совет салтакĕсем хуралта тăнă, 1994 çулта вара комплекса Берлин хулине панă. Раççейпе Германи комплекса пăхса-йĕркелесе тăрасси пирки килĕшсе татăлнă.
Пысăк тĕм çинче çăлавçă салтак аллинче нимĕç хĕрачине тытса тăрать, ку тĕп палăк. Ун çӳллĕшĕ – 12 метр, йывăрăшĕ — 70 тонна. Кунта хурăнсем те хурлăхлă ӳсеççĕ, шереписене çĕрелле усса лараççĕ – калăн, салтак вил тăприсем çинче пуçĕсене усса йĕреççĕ. Вĕсене пăхса тăракан çынсем йывăç тăррисене, айккисене касса çапла сăн кĕртеççĕ иккен.
Берлин Шпрее юхан шывĕ çинче ларать, унта 3,3 млн çын пурăнать. Ку енĕпе вăл Евросоюзра 2-мĕш вырăн йышăнать – Лондон хыççăн. Германи тĕп хулине музейсем, соборсем, крепоçсем, палăксем тата ытти илем пуянлăхĕ нумаййипе Шпрее çинчи Афин теççĕ. Кунта 55 театр. Хула питĕ илемлĕ, кивĕ стильпе тунă çуртсем хальхи йăлтăр-ялтăр материалсенчен тунă нумай хутлисен хушшинче çухалса каймаççĕ. Кĕперсен шучĕ Венециринчен те нумайрах иккен – ку тĕлĕнтерет. Юхан шыв тăрăх пăрахутсем çӳреççĕ. Хула территорийĕн 42 проценчĕ – вăрмансемпе парксем, кӳлĕсем. Берлин йĕри-тавра ункăллă çул тунă (Мускаври пек), ун тăршшĕ 235 çухрăм.
Ангела Меркель канцлер çурчĕ патĕнчен иртсе кайрăмăр (канцлер резиденцире пурăнмасть, ун çурчĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть). Гид каланă тăрăх, ун умĕнче ялан икĕ хуралçă утса çӳрет. Туристсем ку çурт патне нумай пыраççĕ, вĕсене никам та чармасть. Ангела малтан качча кайнă пулнă, упăшки те (вăл учёнăй) авланнă пулнă. Вĕсем халĕ питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ, хăнасем килсен кил хуçи хĕрарăмĕ хăех плита умне тăрса апат-çимĕç пĕçерет теççĕ.
Эпир Хĕвелтухăç Берлинăн тĕп урамĕнче — Унтер ден Линден — автобусран тухрăмăр та Бранденбург Хапхи патне çуран утрăмăр. Хапхаран тухсанах Хĕвеланăç Берлин пуçланать, вĕсене уйăракан стена вырăнне халĕ паллă пултăр тесе кирпĕчпе йĕр туса хăварнă. Ку йĕр автомобильсем çӳрекен çул çинче, çула полосасем çине уйăрать. Ун урлă каçсанах сылтăмра – Рейхстаг. Мĕн чухлĕ илтнĕ, вуланă, кино курнă ун çинчен… Чун пăлханать.
Рейхстаг тăррине хăпарса курни нумайлăха асра юлĕ. Унта 20 çын ытла кĕрекен лифт çӳрет. Халĕ эпир ку çурта курма çеç каятпăр, пирĕн асаттесен-кукаçейсе н вара Берлина çитсе ун çине хăпарасси чи пысăк ĕмĕчĕ пулнă. Анчах çак ĕмĕте пурнăçлассишĕн вĕсем миллион-миллионĕпе вилнĕ…
Ку çуртра халĕ Германи парламенчĕ – бундестаг – хăйĕн ларăвĕсене ирттерет. Çурт тăрринче вăрçă ахрăмĕ халĕ те пур. Тăррин сăмси çинче шал енче: «Макаров Астрахань», - тесе çырса хунине пăсман, юриех хăварнă. Тепĕр енчи стена çинче миномёт хăварнă шăтăксене курма пулать. Çурт тăрринче халь кĕленчерен 40 метрлă çаврака купол туса хунă. Унта спираль евĕр çулпа хăпармалла, çӳлтен пĕтĕм Берлин курăннă пек туйăнать.
Хулари кашни йывăçăн паспорчĕ пурри те тĕлĕнтерчĕ, унта хăçан лартнине, турачĕсене каснине е çĕнĕрен улăштарнине йăлтах çырса пыраççĕ. Метро çĕр айĕнче те, çĕр çийĕнче те çӳрет. Бензин пирĕн укçа çине куçарсан – 60-65 тенкĕ.
1-мĕш Вильгельм кайзер (патша) ячĕпе лартнă чиркĕве вăрçă вăхăтĕнче снаряд лекнĕ, тăррине çурмаран ишнĕ. Ăна çавăн пекех хăварнă, ун çумне ултă кĕтеслĕ чан вырăнĕ (колокольня) тата сакăр кĕтеслĕ çурт туса хунă. Халăх вĕсене помада тата пудреница тет.
Автобус зоопарк умĕнче ларать. Ку зоопарк Европăра чи пысăкки, унта 1500 тĕслĕ чĕр чун пурăнать. Самантпа усă курса тимĕр решетке хĕррипе утрăм, кунта слонсене, носорогсене, ламăсене тата ыттисене сăнаса тăма пулать. Шел, шала кĕрсе çӳреме вăхăт юлмарĕ ĕнтĕ.
Автобус чӳречинчен Берлин стенин татăкĕ курăнать, ăна 1 çухрăм ытларах ятарласа хăварнă – музей вырăнне. Стена çине тем те тепĕр ӳкерсе пĕтернĕ. Йĕкĕлтешсе ӳкернисем нумай. Брежневпа Хонекер чуптуса тăнине те курма пулать. Ку стена 1961-1989 çулсенче Берлина икĕ пая пайласа ларнă. Нимĕçсен икĕ патшалăхĕ – ФРГ тата ГДР — пĕрлешни 20 çул ытла ĕнтĕ, анчах уйрăмлăхĕсем халĕ те палăраççĕ-ха. Хĕвелтухăç енчи пайĕнче чылай чухăн пурăнаççĕ, çынсен шухăшлавĕ те урăхларах теççĕ. Кун пирки нимĕçсем çапларах калаççĕ: «Малтан пирĕн икĕ çĕршыв — пĕр халăхчĕ, халĕ пĕр çĕршыв — икĕ халăх».
Эпир Амстердам еннелле çул тытрăмăр. Германири Магдебург, Ганновер хулисен çумĕпе иртрĕмĕр, Эльба юхан шывĕ урлă каçса кайрăмăр. Каçпа Нидерланды çĕршывне çитрĕмĕр, пысăках мар Амерсфорт хулинче çĕр каçрăмăр.
 
(Малалли пулать.)
 
: 621, Хаçат: 48 (1244), Категори: Çулçӳрев

Комментарисем:

Шанчак (2013-12-19 12:13:58):
Питĕ интереслĕ çырса кăтартнă автор çулçÿреве. Уйрăмах историпе çыхăннă вырансене тĕплĕн çырса кăтартма май тупнă. Интересле вуланать.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: