Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри вăрман хуçалăхĕсенче Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне чăрăшсем хатĕрлеме тытăннă. План тăрăх, 60 пин капăр чăрăш касмалла.
-Чăрăшсене эпир маларах касатпăр та пахалăхне ан çухатчăр тесе сивĕ складсене хуратпăр,- тенĕ ял тата вăрман хуçалăхĕсен министрĕн çумĕ, вăрман хуçалăх департаменчĕн директорĕ Любовь Кублик.
Чăрăшсене уяв валли ятарлă пахчара ӳстереççĕ, çавăнпа та вĕсене касни вăрман хуçалăхне сиен кӳмест. Специалистсем чăрăша хăйсен ирĕкĕпе касма хушмаççĕ. Унсăрăн 3 500 тенкĕ штраф тӳлеме тивет: должноçри çынсен – 30  пин тенкĕ, учрежденисемпе организацисен – 1 миллиона çити. Уголовлă ĕç те пуçарма пултараççĕ: судпа айăпласа 6 çула ирĕкрен хăтараççĕ.
Ултавшăн штраф тӳлемелле тунă
Ульяновск облаçĕнче çурта ертсе пыракан компанисене хаксене ӳстернĕшĕн штрафланă.
Регионăн экономика министерстви иртнĕ эрнен тĕп ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. 2013 çулхи утă-юпа уйăхĕсенче Ульяновск хулинчи нумай хваттерлĕ çуртсенче вĕри шыв хакне ӳстерсе илнĕшĕн «Домоуправляющая компания Засвияжского района № 1» тата «Управляющая компания «Содружество» обществăсене 100-шер пин тенкĕ штраф тӳлеттернĕ. Пушкарёв урамĕнче пĕр çуртра пурăнакансене тĕрĕс мар шутласа панă пулнă.
Олег Асмус министр пĕлтернĕ тăрăх, тарифсемпе хаксене йĕркелесе тăракан департамент кашни юнкун 9 сехетрен пуçласа 13 сехетчен «хĕрӳ лини» ирттерет. Енчен те çивĕч ыйтусем сиксе тухсан пĕр хăрамасăрах çак телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать: (8422) 79-18-97 (электроэнерги тĕлĕшпе), (8422) 79-18-90 (ăшă энергийĕпе газ), (8422) 79-18-61 (эмел, çункăç хатĕрĕсем, автотранспорт).
 
: 918, Хаçат: 48 (1244), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: