Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вунпĕр уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем Ульяновск облаçĕнчи экономика кăтартăвĕсен ӳсĕмĕ Раççейри вăтам аталануран пысăкраххине кăтартаççĕ.
Кăрлач-чӳк уйăхĕсенче региона хывнă инвестици калăпăшĕ 54,6 млрд тенкĕ (102 процент) шайĕнче тытăнса тăни паллă. Пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме шухăшлаççĕ: Раççейри çĕнĕ технологиллĕ медицина центрне, çăмăл атлетика манежне, пăр керменне, «Хилтон» хăна çуртне, пурăнмалли «Премьера», «Запад-1», «Запад-2», «Симбирские высотки» комплекссене çĕклеççĕ. Хăтлă çурт-йĕре палăртнинчен 520 пин тăваткал метр ирттерсе пурнăçлĕç. Пурĕ Ульяновск облаçĕнче нумай хваттерлĕ 69 çурт çĕкленĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ – 42 çурт – регион центрĕнче.
Экспертсем калашле, кăçалхи промышленность производствин индексĕ 101,6 пинпе танлашĕ (Раççейри вăтам кăтарту шайĕ – 100 процент).
Ĕçсĕрлĕх шайĕ регионта 0,49 процент тесе йышăннă.Çак цифра Раççейри вăтам кăтартăва çывăх.
Ентешсем тĕлпулу ирттернĕ
Ульяновскри 6-мĕш шкулта пирĕн ентешсем – саппасри 2-мĕш рангри капитан Александр Емелькин тата граждан авиацин аслă авиаци училищин преподавателĕ Алексей Мордовкин – 5-8-мĕш класс ачисемпе тĕлпулу ирттернĕ.
Тĕлпулăва Раççей Федерацийĕн Конституци кунне халалланă. Пирĕн ентешсем тинĕс çар флочĕн историйĕпе çыхăннă пулăмсем çинчен каласа панă, иллюстрацисем кăтартнă, ачасен ыйтăвĕсене хуравланă. Çакăн пек тĕлпулу çу уйăхĕнче 68-мĕш шкулта иртнĕ.
Ентешĕмĕрсен ырă ĕçне область кĕпĕрнаттăрĕ асăрханă.
Чӳкĕн 7-мĕшĕнче мемцентрта Килĕшӳпе çураçу кунне халалланă уявра вăл Александр Емелькина «Раççей патриочĕ» медаль панă.
Хула пуçлăхĕ çĕнтерӳçĕсемпе тĕл пулнă
Марина Беспалова 87-мĕш интернат шкулта пулса «Утренняя звезда» фестиваль призёрĕсене саламланă.
Ăмăртăва Раççейĕн 40 регионĕнчен хутшăннă 400 ачаран интернат шкул хастарĕсем – «Хрусталики» ташă ушкăнĕ – иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Ульяновск хула Думин Тав хучĕсене пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ конкурса хутшăннă ачасен ашшĕ-амăшĕ, «Гнёздышко» ача çурчĕн директорĕ Ирина Явкина, пĕтĕм Раççейри илтменнисен пĕрлĕхĕн Ульяновск регионĕнчи уйрăмĕн председателĕ Маргарита Васина, «Специальная общеобразовательная школа-интернат №87 I вида» учреждени директорĕ Нина Полина тата «Хрусталики» ташă ушкăнĕн хореографĕ Людмила Лазенкова тивĕçнĕ.
Федераллă бюджетран – 200 миллион тенкĕ
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Раççей Федерацийĕн 45 çĕнтерӳçĕ регионсен шутне пирĕн область та кĕнĕ.
«Целевая программа развития профессионального образования на 2011-2015 годы» проекта пурнăçлама вĕсем валли çĕршыв бюджетĕнчен 200-шер миллион тенкĕ уйăрмалла.
Конкурса хутшăнма регионăн вĕрентӳпе ăслăлăх министерствипе «Авиастар-СП» пĕрлĕх хушшинче килĕшӳ çирĕплетни çул уçнă. Çав укçа-тенкĕ професси паракан техника училищисем валли компьютерсем, вĕрентӳпе лаборатори тата производство оборудованийĕ туянма, вĕрентӳ ĕçченĕсен пĕлĕвне ӳстерме кайĕ.
 
: 958, Хаçат: 49 (1245), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: