Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар теме юратать «Канаш» хаçатăн хастар обществăлла корреспонденчĕ Пётр Рахманов. Пурнăçĕнчи кашни самантне, тĕлпулăвне маларах палăртса хума юратать. Паян хăйĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне тата чăвашлăх ĕçĕнче тĕрĕслет, ăнăçлă утăмсем тăвать: Ульяновск облаçĕнчи аякри районсенче пулса чăваш ялĕсен пурнăçĕпе, сумлă çыннисемпе паллашать, сăнĕсене ӳкерет, хаçат çырăнтарать.
Çулçӳреврен тĕрленчĕксем çырса килсе "Канаш" хаçата пуянлатать Пётр Андреевич. Чи кăмăлли тата – ăна хăйне те хаçатçă ĕçĕ кăсăклантарни, хавхалантарни, киленĕç кӳни. Чăвашсемпе тĕл пулса калаçни аллă тăхăр çулхи арçынна çĕнĕ юлташсем тупма пулăшать. Калаçма чăнах та юратать вăл, ырă çынсене кăмăллать.
Ульяновск облаçĕн хисеплĕ мелиораторĕ, пултаруллă строителĕ Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. Ульяновскри строительство техникумĕнче, политехника инситутĕнче вĕреннĕ. Пурнăçĕнче хăйĕн специаль-ноçĕпе çанă тавăрса, тар кăларса ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ.
Строитель ĕçне мĕнле майпа кӳлĕнсе кайни пирки ыйтсан Петр Андреевич йăвашшăн кулчĕ.
—Кукка, Иван Петрович Ассонов, ялти чаплă платник. Вĕсем мăшăрĕпе Кивĕ Улхашра чиркĕве хирĕç пурăнаççĕ. Ĕç тумалла чухне кукка патне каяттăм. Вăл веçех вĕрентетчĕ, кăтартатчĕ. Платникăн ĕç хатĕрĕсем, пуртти-качки – ун пурте пурччĕ. Кукка вĕрентнине ик хăлхана тăратса итлеттĕм, хусканăвĕсене тĕрĕс пурнăçлама тăрăшаттăм. Строитель ĕçне алă пыни, вĕрентекен пулни мана кайран пурнăçра нумай пулăшрĕ, - терĕ Пётр Андреевич. - 1972 çулта çара илчĕç. Чулхула облаçĕнчи сержант шкулне лекрĕм. Пиртен строитель отрячĕсене ертсе пыракансем хатĕрлесе тĕрлĕ хуласене ăсатрĕç, взвод командирĕн çумне хатĕрлерĕç. Эпĕ Красноярск хулине çитрĕм. Мана 28 çамрăкран тăракан взвод шанса пачĕç. Хулара çуртсем хăпартнă, тайгара ракетăсем валли шахтăсем тунă. Красноярск хулинче офицерсен çуртне тĕпрен юсанă. Çарта чухне пĕтĕм Красноярск крайĕ тăрăх строительство ĕçĕсем пурнăçланă: Норильск, Дудинка, Минуссинск, Дивногорск, Аботон, Кызыл, Конск хулисенче эпир çĕкленĕ çуртсем тăраççĕ. Кунта илемлĕ çут çанталăк: куçа йăмăхтаракан туллă-сăртлă тĕлĕнтермĕш вăрмансем. Эпир çак вырăнсенче вăрттăн объектсем тунă.
1974 çулта çĕртме уйăхĕнче Петр Рахманов çартан таврăнать, кĕркунне Ульяновскри строительство техникумĕнче вĕренме пуçлать.
—Шел, лётчик пулас ĕмĕт пурнăçланаймарĕ. Шкул хыççăн икĕ сыпăкри шăллăмпа Ульяновскри вĕçев хатĕрлевĕн аслă шкулне (ШВЛП) кĕме тесе килнĕччĕ. Тăванăм медицина комиссине иртейменнипе эпĕ те, ун витĕр аванах тухнăскер, училищĕрен пăрахрăм та кайрăм, - ассăн сывларĕ вăл.
Техникум хыççăн Пётр Андреевича Аслă Нагаткинри ял хуçалăх управленине ĕçлеме яраççĕ. Вăл капиталлă строительство пайĕн пуçлăхĕ пулса тăрать. Чăнлă районĕнчи ял хуçалăхĕсенче, колхозсемпе совхозсенче çуртсем хăпартнă.
— Пурнăçăн çак тапхăрĕ ман ĕç биографийĕнче ырă йĕр хăварчĕ темелле. Паян мĕнпур чăваш тĕнчи пĕлекен Владимир Сваев Чăнлă районĕнчи ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕн экономика ыйтăвĕсене илсе пыракан çумĕччĕ. Пăртак опыт пухсан хулана таврăнтăм. Ульяновскри «Сельхозводстрой» треста ĕçе вырнаçрăм. Вунă çултан «Илем» ятпа харпăр строительство фирмине йĕркелерĕм. Паян мунчасем тăватпăр тата ытти ĕçсем пурнăçлатпăр.
1979 çулта Пётр Рахманов авланать. Мăшăрĕ – Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Патирек пики. Икĕ хĕрача çитĕнтернĕ вĕсем. Мăнукĕ нумаях пулмасть пилĕк çул тултарнă. Пурнăçра çĕр тĕрлĕ кĕнчеле теççĕ.Темиçе çул каялла пĕр-пĕрне ăнланма пăрахсан Галинăпа Петр Рахмановсем уйрăлса юлташсем пулса юлма шутлаççĕ. Çак хушăра Петр Андреевичăн малтан çӳçĕ шуралать, унтан çаралса юлать. Вăхăт иртсен, суран туртăнсан хăйĕнчен 23 çул çамрăкрах Ларисăна качча илет. Вĕсен паян Мишша ятлă ывăл çитĕнет. Арçын ача Павловка шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренет. Ашшĕ тата кукашшĕ ачисемпе тата мăнукĕпе çыхăну тытма пăрахман.
Пурнăçра пуринчен ытла мĕне хаклатăр тесе ыйтсан арçын пĕр иккĕленсе тăмасăрах туслăха терĕ.
—Сутăнчăклăхпа икĕпитлĕхе тӳсме пултараймастăп. Шантарнине пурнăçламалла, сана ырă тунă çынна нихăçан та манмалла мар, - тет вăл. - Ачаран туслашнă, пĕр турилккерен çинĕ юлташсене илес пулсан чи шанчăклипе Юрий Владимирович Курайкинпа паян та çыхăну тытатпăр. Эп унпа пĕр сăмахсăрах разведкăна кайма пултаратăп. Вăл паян Ханты-Мансийскра пурăнать, Çĕнĕ çула мана хăй патне хăнана чĕнет. Шел, пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнисем те пур. Асанне, Анастасия Ивановна, чулпа перекене çăкăрпа пер тетчĕ. Мана вăл чиркĕве илсе çӳретчĕ. Çавăншăнах мана шкулта малтан октябрёнока, унтан пионера, комсомол ретне ыттисенчен каярах илетчĕç. Асанне вăрмана мăйăра, çырла-кăмпана илсе каятчĕ, пĕрле хăмла татнă, тутарла калаçма вĕрентрĕ. Вăл çĕр çынна тăрантарать, ĕçлекен çын вилмест тетчĕ. Çемьере хутшăнусем çывăх пулнă пирĕн. 1-мĕш класра вĕреннĕ чухне аттепе пахчара ĕçленĕ, лаша кӳлсе армана кайнă, утă тиенĕ. Анне, Ольга Петровна, хулана хур тушки, çăм сутма яратчĕ. Кăмăлĕ уçă, ырă унăн. Паян вăл 85 çулта.
Тĕрленчĕксем çырма Пётр Рахманов строительсен компанийĕнче ĕçленĕ чухне пуçланă. «За качество!» ятлă стена хаçатне кăларнă, фото ӳкернĕ.Ача чухнех кăмăлласа пăрахнă ĕçсем тата пур унăн: шахматла вылять (спорт маçтăрĕн кандидачĕ), йĕлтĕрпе, çуран чупать, сунара тата пулла çӳреме юратать. «Пурнăçра шахматла вылякан çын тумалли ĕçсене çĕр утăм маларах шутласа хурать, нихăçан та йăнăшмасть. Эпĕ те çапла!»,- терĕ ĕçтеш кăмăллăн кулса.
—Çырас пултарулăхăм ĕлĕкех пурччĕ. Халĕ «Канаш» хаçат редакцийĕ тĕрленчĕкĕмсене, çулçӳрев очеркĕсене пичетлени мана хавхалантарать, килĕшет: çынсемпе ĕçлетĕп, калаçатăп, паллашатăп, çыратăп. Нумаях пулмасть фотоаппарат туянтăм. Тĕрлĕ шăпаллă чăвашсемпе тĕл пулатăп та тĕлĕнетĕп. Тӳсĕмлĕ халăх эпир, каçарма, юратма пĕлетпĕр. Чăвашăн йăли-йĕркипе культура шайĕ хăйнеевĕр, пуян. Камăн пуçĕ аллисемпе туслă – вĕсем ялта та вилмеççĕ тесе калатчĕ асатте. Эп асли пулнă – тĕнче касма хам ирĕкпе тухса кайнă. Патакĕ те, ĕçĕ те мана ытларах лекнĕ. Çавăнпа яваплă, шанчăклă, юрăхлă пулас тесе чун-чĕререн тăрăшнă.
 
: 801, Хаçат: 49 (1245), Категори: самана cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: