Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пухтелĕнче пурăнакан А.В.Калягин Аслă Нагаткинти пĕр предприятире автобуспа темиçе çул ĕçленĕ, анчах 1997 çулта штата чакарнипе ĕçсĕр юлнă. Мĕн тумалла? Çамрăк çын аптраса ӳкмест, хăйĕн ĕçне уçса фермер пулма шутлать. Ял çыннисенчен тăхăр гектар тара çĕр илет.
-Çĕрне илтĕм-ха, анчах техника çук. Çынсем пулăшнипе чĕкĕнтĕр, çĕр улми акрăм. Çаплах кĕркунне пуçтарса илтĕмĕр. Анчах чĕкĕнтĕрĕн усси пулмарĕ, тăкакĕ çеç. Çур гектар çинчи çĕр улми тупăш аванах панипе МТЗ-80 трактор туянма май пулчĕ. Тĕрлĕ çĕртен металлолома пăрахнă тимĕр-тамăра пуçтарса хам алăпа плуг, копалка, сеялка, сажалка турăм. Иккĕмĕш çул тырă та акрăм, тепĕр çул вара çĕр калăпăшне 86 гектара çитертĕм. Татьяна мăшăрăм та, Кивĕ Улхашри çĕвĕ цехĕнче вăй хунăскер, ман патăма куçрĕ. Çапла вара пĕрле ĕçлеме тытăнтăмăр. Предприяти ятне «АнТа» тесе патăмăр – Анатолий тата Татьяна ятсенчен. Тăвансем, юлташсем пулăшнипе йĕркеллех ĕçлесе кайрăмăр, - каласа парать Анатолий Васильевич.
Чăваш каччине Чернобыльти аварие сирсе янă çĕре хутшăнма та тӳрĕ килнĕ. Ку ĕçĕн ветеранĕсене ликвидатор теççĕ. Анатолий 1986 çулта çуркунне салтака каять. Астăватпăр ĕнтĕ, çак çул апрелĕн 26-мĕшĕнче Чернобыльти атомлă электростанцире авари пулчĕ. Октябрь уйăхĕнче унта ытти салтаксемпе пĕрле А. Калягин та çитет.
-Пире Житомир облаçĕнче пĕр ял çывăхне вырнаçтарчĕç. Палаткăра пурăнаттăмăр, буржуйка хутса ăшăнаттăмăр. Столовăй пысăк ангартаччĕ. Пирĕнпе пĕрле салтак хыççăн илсе килнисем те пурччĕ. Вĕсене партизансем тетчĕç. Кашни кун 50 çухрăмра вырнаçнă Чернобыле ĕçе каяттăмăр, çиелти çĕре, тăпрана машинăсем çине тиеттĕмĕр. Ĕçĕ темиçе минутлăха çеçчĕ – унтан ытла тăма юрамасть ку вырăнта. Вара хамăр пурăнакан çĕре таврăнаттăмăр. Çапла унта икĕ уйăх пурăнтăмăр, - тет вăл.
Паян А.В.Калягинăн 21 гектар çĕр, унта урпа, тулă, çĕр улми акса илет. Гусеницăллă тата урапаллă трактор, «Нива» комбайн пур. Ĕç нумай мар чухне хăй тата 1-2 çын аппаланаççĕ, акара тата тырçинче 15-20 çынна та чĕнме тӳрĕ килет. Ун чухне кашни сехечĕ хаклă.
-Хама тата кӳршĕре пурăнакан атте-аннене çитет. Хуллен аппаланатăп, нумай çĕр илсе, ытлашши нуша курса ĕçленинче те усси сахалтарах тесе шутлатăп. Мана кун пек килĕшет.Тĕрĕссипе, ӳркенмесен ман пек кашни çын ĕçлеме пултарать пулĕ тетĕп. Ун пек пулсан ялта ĕç çук тесе çӳрекенсем те сахалланĕç, акман çĕрсем те пулмĕç, - тет Анатолий Васильевич.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 851, Хаçат: 49 (1245), Категори: самана cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: