Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Наталья Александровна Самаркина арçын тĕрекне туйса унăн хӳттинче икĕ çул анчах пурăнма ĕлкĕрет. Мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлать. Çамрăк хĕрарăм тата икĕ пепке тăлăха юлаççĕ… Ентешĕмĕре тăван халăх хушшинче ĕçлесе, ăна юратса та хисеплесе пурăнни çеç синкер тамăкне кĕрсе ӳкесрен хăтарса хăварать.
 
Тереньга районĕнчи «Молвинский» совхозра Александр Павлович Верхнёв тимĕрç-сварщика пĕлмен çын та пулман (икĕ çул каялла çĕре кĕнĕ). Унăн аллинчи тимĕр пластилин пек çемçелсе тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсене, эрешлĕ япаласене çаврăннă. Мăшăрĕ – Валентина Петровна (Молвино станцийĕнче пурăнать) – базăра склад заведующийĕнче вăй хунă. Верхнёвсем ташă-юрă маçтăрĕсем, алăстисем пулнипе палăрса тăнă. Çак пултарулăх енĕсем пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хĕрне куçса пынă.
Наташа 1986 çулта Тереньгара вăтам шкул пĕтерет те Ульяновскри бухгалтерсен курсне вĕренме кĕрет. Качча кайиччен совхозра хăй специальноçĕпе вăй хурать. Мăшăрĕ сарăмсăр вилсе кайсан ачисем аталаниччен ĕçне пăрахма тӳр килет. Çак хушăра çемьене Верхнёвсем пулăшса тăраççĕ. 2004 çулта Наталья Александровна Патуелĕнчи Культура çуртне ертсе пыма тытăнать. Мĕн пĕчĕкрен чăваш юрри-ташшине кăмăлланăскер чи малтан ялти вун икĕ хĕрарăм юрăçран «Девчата» фольклор ушкăнĕ йĕркелет. Хăй те çак ушкăна кĕрет. Вĕсем чăваш тата вырăс халăх юррисене тĕрлĕ уявсенче, конкурссенче шăрантарса районта, облаçра палăрма ĕлкĕреççĕ. Ушкăнпа хăй тĕллĕн вĕреннĕ Виктор Алексеевич Воробьёв баянист ĕçлет. Культура çуртĕнче «Огоньки» ача-пăча юрă ушкăнĕ йĕркеленет.Ташă тата ӳкерӳ кружокĕсем уçăлаççĕ…
- Шел, совхоз панкрута тухсан ялти культура вучахĕ те сӳнме тытăнчĕ. «Девчата» ушкăнра паян тăватă пенсионер юрăç çеç тăрса юлчĕ. Шкул ачисем чăвашла вĕренменнипе кружоксене, юрă-ташă ушкăнĕсене çӳресшĕнех мар. Анчах ялта, районта, облаçра иртекен чăваш уявĕсене хутшăнма тăрăшатпăрах. Ял çыннисен хушшинче хавхаланчăк та хастар çынсем юлнă-ха: Геннадий Тимофеевич Антонов яланах пулăшать, пур мероприятисене те хутшăнать; Сергей Васильевич Косенко – харпăр усламçă, Тереньгаран, вырăс çынни, мероприятисене ирттерме яланах укçа-тенкĕ уйăрать; Иван Викторович Горшков усламçă та пулăшма яланах хатĕр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Пётр Андреевич Иванов, УОЧНКА вырăнти уйрăмĕн ертӳçи Виктор Дмитриевич Филиппов, культура пайĕн пуçлăхĕ Николай Александрович Кариков пирĕн чăн-чăн пулăшакансем тата туссем. Ирттерекен мероприятисене шкул коллективĕ хастар хутшăнать. Йывăрлăхсем тупăнсах пыраççĕ, анчах чăвашсем вĕсене хăраса ӳкмесĕрех парăнтараççĕ. Ĕçĕмре хастартарах вăй хума ывăлăмсем: Михаил (çемьеллĕ, усламçă) тата Виктор (авланман-ха, вахтăра тăракан) вăй-хал парса, хавхалантарса тăраççĕ. Чуна çунатлантараканнисе м вара – чăваш халăх юрри-кĕвви, йăла-йĕрки, литератури… Вĕсемсĕр пурнăçăмра ытла ир тĕл пулнă синкере çĕнтереймен те пулăттăм… - тет халăхран тухнă, Патуелĕн культура вучахне сӳнме паман Наталья Александровна Самаркина.
 
Тереньга районĕ,
Патуел ялĕ.
 
: 834, Хаçат: 49 (1245), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: