Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Унăн ячĕ питĕ интереслĕ – Рона! Сăр районĕнче те пĕр ят.
Чăваш Республикинчи Канаш районĕнчи Чиркӳллĕ Шăхаль ялĕнче çуралнă вăл. Хăйне çавăн пек илемлĕ ят панин историне кулса каласа парать:
- Пирĕн аннепе аттен сакăр ача çуралнă. Эп саккăрмĕш, мана анне 44 çулта çуратнă. Çие юлсанах ăна тухтăрсем вăрçма пуçланă. Ытларах акушеркăран лекнĕ. Мĕн ватлăхра ача çуратса выртан тесе канăç паман вăл. Анне хĕр çуралтăрах тесе кĕл тăваттăм тесе каласа паратчĕ. Акушеркăна вара вăл хĕр çуралсан сан ятна паратăп, ытлашши ан вăрç ĕнтĕ тесе лăплантарма тăрăшнă. Эп çуралсан вара акушерка ятне – Рона - панă. Эх, савăнчĕ тет вара акушерка. Кунне темиçе хут мана пыра-пыра пăхатчĕ тет. Интереслĕ, пирĕн çемьери сакăр ачан та ячĕсем «Р» саспаллирен тытăнаççĕ.
Ульяновск облаçĕнчи Сăр районĕнчи Сартунккана Рона Петровна Плечова Шупашкарти коопераци институтне пĕтернĕ хыççăн уйăрса янипе лекнĕ те яланлăхах çакăнта юлнă. Ялти сельпора Рона Петровна 30 çул экономист пулнă. Анчах 2009 çулта сельпона хупаççĕ те унта ĕçленĕ çынсене ĕçрен хăтараççĕ.
– Халь эп ирĕксĕрех килте ларатăп. Ялта вара урăх ĕç тупма çук. Районти ĕç шыракансен биржинче те нумай тытмаççĕ. Çур çултан пособи пама пăрахаççĕ. Çапла çур çул биржăра тăратпăр, çур çул килте ĕçсĕр ларатпăр. Куç чирĕпе аптăранине пула нумаях пулмасть инвалидность пачĕç. Йывăр ĕçлеме юраманнипе выльăх-чĕрлĕх ытлашши усраймастпăр. Пĕчĕккĕн чăх-чĕп, хур-кăвакал, кролик кăна тытатпăр, - каласа парать вăл.
Вырăс ялĕнче çемье çавăрни те Рона Петровнана çакăнтах тĕпленме хистет. Анчах пĕрремĕш мăшăр уншăн Турă çырни пулмасть. Хĕр çурални те çемьене çирĕплетеймест. Хĕрарăма мăшăрĕ кӳрентерме те именмест. Рона Петровна мăшкăла чăтса йăлăхсан уйрăлать.
-Шăпа пӳрни манăн иккĕмĕш мăшăр пулнă. Эп çакна кайран ăнлантăм. Упăшка ман, Александр, чăваш. Ашшĕ-амăшĕ Патăрьел районĕнчен. Питĕ пултаруллă, пур ĕçе те пултарать. Пушар чаçĕнче ĕçлет. Пирĕн 15 çулхи хĕр çитĕнет. Манăн пĕрремĕш пулăшакан, - тет вăл.
Рона Петровна Сăр районĕнче иртекен чăваш уявĕсене хаваспах хутшăнать. Юрăсем шăрантарать. Çакăн валли вăл ятарласа чăваш тумне çĕлеттернĕ. «Канаш» хаçат та çырăнса илеççĕ Плечовсем.
 
 
Сăр районĕ,
Сартункка ялĕ.
 
: 865, Хаçат: 49 (1245), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: