Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Алёшкин-Саплăк ялĕнчи вăтам шкула уçнăранпа 110 çул çитрĕ.
Паллă куна халалласа ялти Культура çуртĕнче уяв иртрĕ. Кунта хăнасем тата пĕтĕм ял халăхĕ пынă.
Чи малтан пурте шкул музейне пухăнтăмăр, унпа паллашрăмăр. Физика класне кĕрсен мĕн кăна курмарăмăр-ши! Класс çинчен Валерий Шадриков вĕрентекен каласа пачĕ, кунти япаласене вăл веçех хăй аллипе тунă иккен.
Шкул историйĕпе Валентин Макаров историк паллаштарчĕ. Шкулăн пĕрремĕш вĕрентӳçи Василий Степанович Дементьев пулнă. Вăл хресчен çемйинче 1885 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче Петровка ялĕнче çуралнă. В.Дементьев Алёшкин-Саплăк шкулĕнче 17 çул вăй хунă. Çĕнĕ Йĕлмел хĕрĕпе – Елена Герасимовапа – çемье çавăрнă. Вĕсен аслă ывăлĕ мухтава тивĕç пысăк çын – СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ, икĕ хутчен Ĕç Геройĕ, инженер, генерал-полковник.
Культура çуртĕнчи сцена çинчен хăнасем тухса калаçрĕç, шкул коллективне юбилей ячĕпе саламларĕç. Вĕсен хушшинче район администраци пуçлăхĕ Александр Валерьевич Шадриков тăван шкулне тав сăмахĕсемпе саламларĕ тата асăнмалăх парне – музыка центрĕ – парнелерĕ.
Вырăнти артистсем курма пынисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Эпĕ пире вĕрентсе кăларнă учительсене асăнса хăварасшăн: Михаил Поликарпович Палинов, Мария Николаевна Матросова, Николай Ильич Зайцев, Николай Александрович Кузнецов тата ыттисем. Халĕ вĕсем çут тĕнчерен уйрăлнă ĕнтĕ. Йывăр тăприсем çăмăл пулччăр! Чун-чĕререн тав вĕсене пире вĕрентсе ăс панăшăн.
Учитель ĕçĕ çăмăл мар: кашни ачана хăвăнни пекех юратмалла, унпа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Çавăнпа та вĕсене Турă тӳсĕмлĕх, вăй-хал, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх патăр.
Тăван шкул нихăçан та ан ватăлтăр, çамрăкланса çеç пытăр!
 
Тутарстан.
Çĕпрел районĕ.
 
: 773, Хаçат: 49 (1245), Категори: Кyршeсем патeнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: