Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иван Ильичёв Ирçелĕнчи «Родники» хуçалăхра ăста механизаторсенчен пĕри. Вăл вунă çул ытла водительте ĕçленĕ, ĕççи вăхă-тĕнче комбайн çине ларнă. Тивĕçлĕ канăва кайни икĕ çул, апла пулин те кăçал комбайнĕпе вырмара тар тăкнă.
-Пĕрремĕш хут эпĕ руль умне салтакран таврăнсан лартăм. Çавăнтан руле пăрахман,- тет сăмах ваклама юратман сăпайлă арçын. Вăл виçĕ ача ашшĕ. Мăшăрĕ Нина Николаевна ăна виçĕ хĕр парнеленĕ. Хĕрĕсем тĕрлĕ хуласене кайса тĕпленнĕ. Тĕрлĕ халăх çыннисемпе мăшăрланса ачаллă-пăчаллă пулнă. Асли – çар çынни – Самарта пурăнать.
-Çапла вăл пурнăç: ачасеме мăнуксен – малалла, пирĕн – каялла,- тет Иван Григорьевич шӳтлесе.
Утмăлтан иртнĕ арçын çирĕп курăнать-ха. Ял хуçалăх ĕçĕнче çирĕп арçынсем питех те кирлĕ, ăста механизаторсем пушшех те. «Родники» хуçалăх нумаях пулмасть-ха хĕвел çаврăнăша вырса пĕтерчĕ. Пайтах кĕтме тивнĕ комбайнёрсен çĕр шăнасса. Уяртсан, шăнтсан тин комбайнсем кăçал юлашки хут хире тухнă. Иван Ильичёвшăн та çакăнпа кĕрхи ĕçсем вĕçленчĕç темелле. «Дон» комбайнне килес çула хатĕрлемелли çеç юлать.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 904, Хаçат: 49 (1245), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: