Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейре салтаксемпе офицерсен 1917 çулччен «Георги кавалерĕ» хисеплĕ ят пулнă. Ку ята Георгий Победоносец орденĕпе (XVIII ĕмĕр вĕçĕнче йĕркеленĕ) наградăланă офицерсемпе генералсем кăна тивĕçме пултарнă.
1807 çулта салтаксен Çар орденĕн паллине туса хунă (1913 çултан вăл Георги Хĕресĕ орден ятлă, унăн 4 степень). Çак ордена тивĕçнĕ салтаксене Георги кавалерĕ тенĕ. Тăватă степеньне те илнисене Георги орденĕн тулли кавалерĕ тенĕ.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Чĕмпĕр кĕпĕрнин 272 çыннине Георги Хĕресĕпе наградăланă: вĕсенчен пĕр Хĕреспе – 134 çынна, иккĕпе – 90, виççĕпе – 46, тăваттăпа - 2. Унчченхи вăрçăсенче те орден илнисем пур.
Историре пурин ячĕ те сыхланса юлман.
Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Георги Хĕресĕн тулли кавалерĕсенчен пĕри Михаил Семёнович Илларионов. Вăл Çинкĕл хулинче 1888 çулта çуралнă.
Пирвайхи орденне Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Львов хулин çывăхĕнчи çапăçура (03.09.1914) илнĕ. Хăй пекех хăюллă салтаксемпе вăл вырăссен полк штабĕнчен вăрттăн документсене туртса илнĕ венгр гусарĕсен çур эскадронне (50 юланутран кая мар) хăваланă. Хаяр çапăçу хыççăн венгрсене парăнтарнă.
Харсăр юланутçă виççĕмĕш степеньлĕ орденне тепĕр виçĕ эрнеренех, Перемышль хулине илнĕ чухне, тивĕç пулать. Вăл тăшман штабĕнчи вăрттăн документсемпе ĕçлекен икĕ офицера тыткăна илет.
Иккĕмĕш степеньлĕ Георги Хĕресне Краков çывăхĕнчи çапăçушăн параççĕ. Унăн подразделенийĕ хулана чи малтан çапăçса кĕрсе тăшманăн 3 артиллери батарейине илет. Вырăс чаçĕсене малалла кайма çул уçать.
1916 çулта Илларионова Галицире пĕр-пĕччен тăшманăн 360 салтакне тыткăна илнĕшĕн А.А.Брусилов генерал хăй аллипе пĕрремĕш степеньлĕ орден тата ятран пăшал тыттарать.
М.С.Илларионов 1917 çулта Петроградра пуçне хунă.
•Орденăн тепĕр тулли кавалерĕ Дмитрий Андреевич Сильнов. Вăл Барăш районĕнчи Жадовка ялĕнче 1884 çулта хресчен çемйинче çуралнă, ăста платник пулнă. 1904-1905 çулсенче Япони вăрçине хутшăннă. Ăна Ляоян тата Мукден хулисен çывăхĕнчи çапăçусенче палăрнăшăн икĕ Георги Хĕресĕн орденĕпе тата «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. 1914 çулта Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Кăнтăр-Хĕвеланăç фрончĕпе пĕрле Австри çарĕсене хирĕç çапăçнă. Перемышль çумĕнчи çапăçусенче хастарлăх кăтартнăшăн тата икĕ хутчен Георги Хĕресĕн орденне парса палăртнă.
Д.А.Сильнов 1918 çулта килне таврăннă. 1954 çулта Жадовкăрах вилнĕ.
•Тулли кавалерсем хушшинче çаплах Сăр районĕнчи Шатăршан ялĕнче 1892 çулта çуралнă Иван Владимирович Тюленев. Ульяновскри пĕр проспекта тата Мускаври урама унăн ятне панă.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçи тапрансан И. Тюленева фронта яраççĕ. Вăл драгунсен Каргополь полкне лекет. Унăн йышĕнче хаяр çапăçусене кĕрет.
1915 çулхи çурлан 3-мĕшĕнче тăваттăмĕш степеньлĕ Георги медальне тивĕçет. Каярах çапăçусенчи паттăрлăхшăн ăна Георги орденĕн тăватă степенĕпе те наградăлаççĕ. Иван Тюленев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине те хутшăнать. Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçет.
Георги Хĕресĕн кавалерĕсем хушшинче - Н.И.Огородников, В.В.Баскаков, В.Н.Егоров, Г.В.Молчанов ентешĕмĕрсем.
 
: 907, Хаçат: 49 (1245), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: