Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Манри пур аван енсемшĕн те эп кĕнекене тав тума тивĕçлĕ.
Максим Горький.
Халь нумайăшĕ ытла та ĕçлĕ пирки кĕнеке вулассине вăхăт уйăрма пăрахрĕ. Паян çынсем телевизорпа компьютер умĕнче канма кăмăллаççĕ. Анчах та тухтăрсем тата психологсем кĕнеке тытса ларассине кашни кунхи ĕç йĕркине кĕртме сĕнеççĕ, ун нумай енлĕ уссине систереççĕ. Каç кӳлĕм ĕçрен таврăнса килти ĕçсене пĕтернĕ хыççăн, çывăрас умĕн аван, чуна пырса тивекен кĕнеке тытса ларни – чăн-чăн киленĕç çеç мар иккен. Ун пайти, сиплĕхĕ пур. Вулани – шухăшлава аталантарать (унта мĕн çырнине, тĕшшине ăнланас тесе пуçа шухăшлаттаратпăр), пăлханăва чакарать (кĕнекепе çывăрса кайни ыйха аванлатать, ирпе хăвăра хаваслă кăмăл-туйăмлă туятăр), пуç мимин ĕçне, пуçарулăхне аванлатать (пĕчĕк детальсене, пулăмсене асра хăварас тесе пуçа тата та лайăхрах ĕçлеттеретĕр), тимлĕхе, тинкерӳлĕхе самайлатать ( тĕрĕс йышăнусем тума вĕренетĕн, урăх япала çине куçса каймастăн), чĕлхери сăмахсен йышне пуянлатать ( çĕнĕ сăмахсене астуса юлатăн, халиччен пĕлнисен синонимĕсемпе тата антонимĕсемпе танлаштаратăн), пирте тĕрлĕ-енлĕ пултарулăхсем аталантарать ( пуçра çĕнĕрен çĕнĕ шухăш çуралать те — вĕсене чăн пурнăçра ĕçе кĕртетĕн), шанăçлă, иккĕленӳсĕр тăвать (хамăр вăй-хала, ăс-пуçа шанма вĕрентет), Альцгеймер чирĕнчен хӳтĕлет (пуç мимин хастăрлăхĕ ӳснипе пĕтĕмĕшле лару-тăрăва аван витĕм кӳрет).
Çынсен шухăшне тĕпчекен Раççейри центр ирттернĕ социологи тишкерĕвĕ кăтартнă тăрăх, паян ентешсем икĕ çул каяллинчен ытларах вулаççĕ иккен. Анчах та хальхи кăтарту иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсемпе танлаштарсан самай пĕчĕкрех. Кăçалхи юлашки виçĕ уйăх хушшинче пирĕн çĕршывра пурăнакан-сенчен кашни тăваттăмĕшĕ кĕнеке туяннă, пĕтĕмĕшле пĕрер пин тенкĕлĕх тăкакланнă.
Вăтамран Раççей çынни виçĕ уйăхра 4,23 кĕнеке вулать иккен. Литературăна пурин çинчен те манса кайса шĕкĕлчекенсем — ватăсем (вĕсем 4,48 кĕнекепе паллашма вăй çитереççĕ) тата Интернетпа хастар усă куракансем (4,56). Чи сахал вулакансем — 25 çултан пуçласа 34 çула çитмен çамрăксем (4,05).
Юлашки икĕ çул хушшинче харпăр вулавăшсем нумайланнă: килте çĕртен ытларах кĕнеке пуррисен шучĕ 31-тен пуçласа 37 процент таран ӳснĕ. Килте пач та кĕнеке çуккисен йышĕ чакса пырать. Ку паян пичет продукцине, 90-мĕш çулсемпе танлаштарсан, лавккасенче йышлă сутнипе çыхăннă. Мускавпа Санкт-Петербург тата ытти пысăк хуласенче электронлă кĕнекесемпе усă кураççĕ пулсан регионсенчи ялсенче чăн-чăн хут кĕнекисемпех туслă.
Кĕнеке вулассине пуринчен ытла тимлĕх уйăракансем тата юратса вулакансем – 45-59 çулти, мĕнпур хыпара унран илнĕ ăру çыннисем.
Тĕпчевçĕсемшĕн виçĕ уйăхра миçе кĕнеке вулани çеç мар, мĕн вулани пĕлтерĕшлĕ пулнă. Тишкерӳ вара Раççей çыннисем паян, шел, ытларах çăмăл жанрпа çырнă романсемпе калавсене кăмăлланине кăтартнă. Вĕсем ас-хакăлшăн хатĕр чăмлак евĕр – пурте пĕр евĕрлĕ, хайлав мĕнпе вĕçленессине пуçламăшĕнчех сисетĕн.
Халь кĕнеке вуласси çĕнĕрен модăна кĕрсе пыни савăнтарать. Интернетпа хастар усă куракансем те вулакан халăх шутнех кĕреççĕ. Вĕсем тата васкаса çеç вуласа тухакан йышшисем мар, кирлех пулсан критиклеме те, хурлама-мухтама та пултараççĕ.
Паян хăш-пĕр çĕре ĕçе илнĕ чухне те пуçлăхсем юлашки уйăхра мĕн вуланине ыйтаççĕ. «Вулакан çын – ăслă çын. Кун пек çынпа ĕç кăларма та пулать»,- теççĕ.
Кĕнекен сăвапĕ чăнах та пысăк. Сумĕ унăн паян та чакман, чакмĕ те. Ахальтен мар юлашки виçĕ уйăхра мĕн вуланă тесе ыйтсан ентешсем: «Кĕçтентин Иванов, Анатолий Юман, Петĕр Хусанкай, Анатолий Чебанов, Никифор Мранькка, Валентина Тарават, Сергей Павлов, Анатолий Ырьят, Александр Пушкин, Дейл Карнеги, Николай Гоголь, Борис Акунин, Михаил Веллер, Светлана Матлина, Светлана Асамат…» - тесе хуравлаççĕ.
 
: 780, Хаçат: 49 (1245), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: