Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Наталья Портнова Чăнлă районĕнчи Пухтел шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренет. Наталья — класс старости, класс ертӳçин пулăшаканĕ.
Чипер пике юрлама-ташлама ăста. Пĕлӳ çуртĕнчи пĕр уяв, концерт та çак илемпе тĕлĕнтерме пултаракан чăваш хĕрĕсĕр иртмест. Чĕлхи те çепĕç, япшар ун. Шкулти мероприятисен сценарийĕсене çырать, тантăшĕсене ташă хусканăвĕсене, сăвă-юрă сăмахĕсене вĕрентет.
Чи юратнă урокĕсем – чăваш чĕлхипе литератури тата вырăс чĕлхипе литератури. Шкул хыççăн юриста вĕренме каясшăн Наташа. Анчах та çак кăмăл-шухăш ăна чĕлхесене вĕренме чăрмантармасть, ĕмĕтне çывхартма пулăшать.
Хĕрача Пухтел шкулĕнчи хастар яшсемпе пикесен «САМиД» пĕрлĕхне ертсе пырать. Шкулта спорт ăмăртăвĕсем çеç мар, ăс-хакăл, юрă-ташă енĕпе те хăйнеевĕр интереслĕ конкурссем ирттереççĕ вĕсем. «Наянтараххисем тĕл пулаççĕ тепĕр чух,-шӳтлеççĕ кунта. – Анчах та çак сӳрĕклĕхе хăваласа кăларатпăр эпир, ыйхăран вăрататпăр».
— Кивĕ Улхаш тăрăхĕнчи пур шкул çамрăкĕсемпе те туслă çыхăну тытатпăр эпир, нумаях пулмасть баскетболла выляссипе хĕрӳ ăмăрту иртрĕ, çăмăл атлетикăпа эстафетăсем йĕркелетпĕр, - терĕ Наталья. - Шкулти музыка, чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçи Нина Кушты – харсăр та пуçаруллă çын. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем валли çĕннине, интереслине шутласа тупсах тăрать. Эпир ăна пур енĕпе те пулăшма тăрăшатпăр. Пирĕн шкулта тăхтав вăхăтĕнче Нина Николаевна тăрăшнипе çеç чăвашла калаçаççĕ. Урăхла майĕ çук. Асатте-асанне, кукаçей-кукамай чĕлхине манма юрамасть. Чăваш юррине юратма, культурипе йăли-йĕркине ăса хывма хăнăхтарать вĕрентӳçĕ».
Наташăн пуçарулăхĕпе тата хастар кăмăлĕпе вĕрентекенсем анчах мар, тантăшĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те питĕ кăмăллă. Маттур пике пур çĕрте те ĕлкĕрет: шкулта та, килте те. «Эпĕ пурнăçа хаклатăп, ахăлтатса кулма, ташлама юрататăп,- терĕ вăл.- Тантăшсем нумай пулни мана çунат хушать».
 
: 922, Хаçат: 49 (1245), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: