Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăл 1930 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче Мелекесс районĕнчи Слава посёло-кĕнче çуралнă. Афанасьевсен йăх-тымарĕ Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Пашьел ялĕнчен тухнă. Çемье ĕçченлĕхпе палăрнă. Ашшĕ – Василий Степанович – çирĕп хуçалăх тытнă. Ялта колхоз чăмăртанма тытăнсан çителĕклĕ пурăнакансене кулак тесе пурлăхĕсене туртса илмелле тенĕ хыпар сарăлсан Афанасьевсем Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Мелекесс районне куçса каяççĕ. Слава посёлокĕнче çемьен çĕнĕ çĕрсене алла илме тивет. Кунта «Красный шквал» пысăк колхоз йĕркеленнĕ.
Аслă вăрçă тытăнсан йывăр саманана пăхмасăрах Вениамин Афанасьев вĕренме тăрăшать. Шкула хир-вăрман урлă (хăш-пĕр чух пĕчченех) çӳреме тивнĕ ăна. 1941 çулта пуçламăш шкул пĕтерсен вăл малалла Зерносовхозри вăтам шкула вĕренме çӳрет. Кирек мĕнле çанталăкра та ир-ирех тăрса тăватă çухрăма çула тухнă. Хĕллехи кунсенче тарăн юра пута-пута çул туса пынă. Хăш-пĕр чух килте ăсталанă йĕлтĕр çине тăнă. Уйрăмах çумăрлă, тăманлă е шартлама сивĕ кунсенче хăрушă пулнă. Вăрçă çулĕсенче кашкăрсемпе тилĕсем ĕрчесе кайнă-çке. Анчах çынсене тапăнни пулман.
«Пĕррехинче хирпе пынă чух вăл сасартăк кашкăра курах каять. Ваня ним пулман пек малалла утать, кашкăрĕ те унпа пырать. Ваня çырма урлă каçать—кашкăр та унран юлмасть. Каçĕ тĕттĕм, таврара урăх никам та курăнмасть. Хăранине пусарас тесе Ваня хытă юрласа ярать, кашкăр хăнк та тумасть. Акă тинех ял курăнса каять. Çутăсене курсан кашкăр тăп чарăнса тăрать: малалла кайма хăяймасть. Ваня çырма урлă вĕçнĕ пек чупса каçать те каялла çаврăнса пăхать: çырма леш енче кашкăр сăнаса тăрать. Ваня тавтапуç сана, кашкăр, мана кӳрентерменшĕн тесе кăшкăрнă та килне чупса кĕнĕ»,- аса илет Вениамин Васильевичăн мăшăрĕ Галина Николаевна.
Вăрçă çулĕсенче мĕнпур çамрăк фронта пулăшнă, Çĕнтерĕве çывăхлатассишĕн тăрăшнă. Мĕнле кăна ĕçре тар тăкман пулĕ çамрăк Вениамин: кĕтӳçĕре те, конюхра та, трактористра та, учётчикра та, бригадирта та, пĕр вăхăт председательте те. Ĕçе пулах вĕренĕве вăхăтлăха пăрахма тивнĕ. Ĕç кĕнекине вăл 1943 çулта пуçланă. Парта хушшине çĕнĕрен 1945 çулта тин ларнă. Çичĕ класс пĕтерсен (1947 çулта) вăл И.Я. Яковлев никĕсленĕ чăваш педучилищине вĕренме кĕрет. Çакăнта тĕл пулать те вăл пулас арăмне — Галина Тимонинана. Галина Николаевна кунта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Педучилищĕне лайăх паллăсемпе пĕтерсен Вениамин Васильевич И.Н. Ульянов ячĕллĕ пединститута вĕренме кĕрет. Пĕтерсен ĕçе кӳлĕнет, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Кирек ăçта, кирек кампа ĕçлесен те вăл çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ, пулăшма тăрăшатчĕ. Ăна чăвашсен обществăлла Канашне суйласан та эпир унăн пулăшăвне туйса тăтăмăр. Тĕслĕхрен, вăл «Канаш» хаçатра ĕçлекенсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас ĕçе те хутшăнатчĕ. Вăл вăхăтра хваттер илме, телефон лартма çăмăл марччĕ.
Вениамин Афанасьев пиртен уйрăлса кайнăранпа 14 çул пулчĕ. Хăй хушса хăварнипе ăна Слава посёлокĕн масарĕ çине, амăшĕн вил тăприпе юнашар, пытарнă. Вилнĕ хыççăн ентешĕмĕре Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни ятне параççĕ, ятне облаçри Хисеп Кĕнекине кĕртеççĕ.
 
: 670, Хаçат: 49 (1245), Категори: Яковлев вулавесем

Комментарисем:

Linda (2016-06-30 11:09:17):
Women hunting for affairs Sunset Area TX Female loking boyfriend Fer incaarrtiel dating riday LA People today dating online Rancho Father christmas Margarita Mature lady want sex Kanawha IAĕ

Keys (2016-07-02 08:44:44):
Inlictegenle and simplicity - easy to understand how you thinkĕ http,ӲӲdhkswcjĕcom [urlçhttp,ӲӲviqpjvrm cĕcom]viqpjvrmc[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲnwdrvwr vĕcom]nwdrvwrv[Ӳlink]

Hester (2016-07-02 14:35:29):
I'm quite pleased with the inatimforon<Ӳa> in this oneĕ TY!

Parmelia (2016-07-04 20:47:25):
What a pluerase to find someone who thinks through the issues http,ӲӲclosfegxodĕc om [urlçhttp,ӲӲedwruqzg ĕcom]edwruqzg[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲfotztvj rekiĕcom]fotztvjreki[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: