Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕчĕк ачасем час-часах ашшĕ-амăшне çухалса каймалли ыйтусем парса аптăратаççĕ. Кун пек ыйтусене ачана суймасăр, ăнлантарса хуравлама мĕнле вĕренмелле? Çав вăхăтрах пепкене хăратмасăр, вăл миçе çултине манмасăр хуравламалла.
Пĕчĕк ача паракан ыйту питĕ çăмăл, анчах нумай чухне хуравне тупма йывăр.
Тĕнче мĕнле тытăнса тăни, мĕнрен тăни ачана интереслĕ. Çавăнпа вăл иртен пуçласа каçчен ыйтать. Шутласа пăхнă тăрăх, тăватă çулхи ача талăкне 400 ыйту парать. Интереслĕ, кашни ыйтăвĕ тепĕр ыйту çуратать. Çакна чăтса, ыйтусене лăпкă, ăнланмалла хуравлама çăмăл мар. Çитменнине, аслисенчен нумайăшĕ мĕншĕн курăк симĕс пулнине хăй те астумасть, пĕлменнине ачана палăртма аванах мар. Çавăнпа аслисем «чарăн», «пăрăн», «ӳссен пĕлен» сăмахсемпе ачасене пăрса яма тăрăшаççĕ.
Кун пек чухне ачасен ыйтăвĕсене хуравлама пулăшакан ятарлă энциклопеди туянмалла. Хăш-пĕр кĕнеке ачасен ыйтăвĕсемпе хуравсенчен кăна тăрать. Вĕсене пĕччен чухне вулăр, Интернетра, ытти кĕнекесенче хуравсем шырăр.
Ку ыйтăва хуравлаймастăп-ха тесе ачана тĕрĕссине каласан ун умĕнче хисепе çухататпăр тесе ан шутлăр. Кайран тупсăмне пĕрле шыраса тупăпăр тесен пушшех те.
Хăш-пĕр ача пĕр енлĕ хуравлама çук «мĕн вăл лайăх, мĕн вăл начар» ушкăнри ыйтусем пама юратать. Кун пек чухне ачапа пĕр-пĕр пулăма сӳтсе явмалла, унăн шухăшне ыйтса пĕлмелле.
Паллах, ача паракан хăш-пĕр ыйтăва эпир хуравлама пĕлетпĕр, анчах кун пирки сасăпа калаймастпăр. Ар çыхăнăвĕ е вилĕм пирки панă ыйтăва хуравлас мар тесе ашшĕ ачана нумай чухне амăшĕ е асламăшĕ патне ярать. Çакна асра тытмалла: кама ыйту парать, ача çав çынран хурав кĕтет. Çавăнпа та малтан ача ку ыйтупа мĕн пĕлнине тĕпчесе пĕлĕр, кайран хуравлăр. Хăш-пĕр чухне «çапла» е «çук» хурав та ачана çырлахтарать. Тĕслĕхрен, ача: «Эп сан варунта пулнă-и?» - тет. «Çапла» хурав илтсен ача савăнса малалла чупса каять.
Арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнусем пирки панă ыйтуран ашшĕ-амăшĕ пăрăнсан ача ку намăс япала тесе ӳсет, малашне унăн психологине начар витĕм кӳме пултарать.
Ача ар çыхăнăвĕ çинчен ыйту памасан вăл кунпа кăсăклан-маннине пĕлтермест. Хăш чухне вăл кушак е йытă çури ăçтан тупăннине тĕпчет. Вăл ĕнтĕ тахçанах ашшĕ-амăшне кун пек темăпа калаçма вăтаннине чухласа илнĕ. Кĕçех хăйне кăсăклантаракан ыйтăвăн хуравне вăл тантăшĕсенчен пĕлĕ.
Вилĕм пирки ачасем 4-6 çулта ыйтма тытăнаççĕ. Калаçăва çав тери асăрханса, йывăр сăмахсемсĕр, вак-тĕвек çинче чарăнса тăмасăр тытса пымалла. Анчах суймалла мар, тĕрĕслĕхе вăл пĕлетех.
Ача паракан ыйтусем хăш-пĕр чухне амăшĕн е ашшĕн чунне пырса тивеççĕ, ыраттараççĕ. Вĕсем çемье арканнипе, ачана усрава илнипе, ашшĕ çуккипе е ашшĕн тепĕр çемйипе çыхăннă.
Çак ыйтусене ачапа сӳтсе явмалла-и? Психологсем шухăшĕпе, ача хăйне пырса тивекен ыйтусем парать пулсан – хуравламалла. Ашшĕ ытти хĕрарăмсене юратнипе хăйсене пăрахса кайнă пирки, паллах, калама юрамасть. «Аçупа пĕрле пурăнма мана питĕ йывăрччĕ, çавăнпа вăл халь уйрăм пурăнать», - тесен тĕрĕсрех пулать. Хурав ачана савăнтармасан та – лăплантарать. Ку ыйту патне тата пĕрре кăна мар таврăнать-ха вăл. Кашнинче ача миçе çултине пăхса хуравламалла. Лару-тăрупа тĕпĕ-йĕрĕпе ача ӳссен паллаштармалла.
 
: 601, Хаçат: 49 (1245), Категори: cемье

Комментарисем:

Amine (2014-05-09 00:36:35):
Free knowledge like this doesn't just helpĔ it promote decaorcmyĕ Thank youĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: