Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ачасем çине паян шкулта та, килте те пысăк лав тиенет: уроксем нумай параççĕ, вĕсем хыççăн тата секцие, кружока (пĕрре çеç те мар), тренажёр залне, хушма занятисене… çӳремелле. Нумай чухне ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕн кăмăлне ыйтмасть те. Хушнă – тумалла, янă – каймалла. Сывлăхĕ пирки те шухăшламасть. Ачи ывăнса килсен виç-тăват сехет урок туни те канăçсăрлантармасть вĕсене. Тĕпренчĕкĕсен уçă сывлăшра канса çӳреме, аслисен вĕсемпе калаçса киленме, ыйтса пĕлме вăхăчĕ юлманни те тарăхтармасть. Мĕнле вăхăтра пурăнатпăр эпир? Ачамăрсем ывăннине наянланнинчен уйăраймастпăр. Çак тата ытти ыйтусемпе шкулти психологпа тата ашшĕ-амăшĕпе калаçрăмăр.
Анна Тарасова, пенсири хĕрарăм:
— Ачасем чăнах та питĕ ывăнаççĕ. Эпĕ пĕрремĕш класа çӳрекен мăнука куллен шкултан илетĕп, вара эрнере икĕ хутчен акăлчан чĕлхин шкулне, виçĕ хут ӳнер шкулне илсе каятăп. Фортепиано калама тата ташлама вăл виççĕмĕш çул çӳрет. Вĕрентекенпе кашнинчех виçшер сехет аппаланать. Вăл епле ан ывăнтăр – эпĕ ăна кĕтсе тара ӳкетĕп. Урамра уçăлса çӳремешкĕн, килте вылямашкăн ун валли, шел, вăхăт юлмасть. Çавăнпа час-час чирлеççĕ те ачасем.
Ангелина Портнова, ача-пăча психологĕ:
— Ачасем çине темĕн те пĕр тăрук тиенипе хăш-пĕринче вĕренӳ çулĕн пуçламăшĕнчех нерв тытăмĕн чирĕсем палăрма пуçлаççĕ. Пĕчĕкскерсем ним çук çĕртен йĕреççĕ, пӳрнине çăварне хыпаççĕ, чĕрнине кăшлаççĕ, куçкĕрет сăлтавсăрах тулхăрса-кăтăрса каяççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсем çамрăк чух çӳрес килнĕ, анчах теме пула каяйман пирки хăйсен ачисене, вĕсен кăмăлне ыйтмасăр, пур çĕре те çыраççĕ, йĕртсе-вăрçса та пулин çӳретеççĕ. Ачасем эрнере миçе сехет хушма занятисене çӳреме пултарайнине хăвăрах туйса илĕр. Калаçура ăна секцире е урокра кăмăла кайнине ыйтса пĕлме пулать.
Анфиса Долгова, социолог:
— Пăхатăп та: XXI ĕмĕр ачисен канасси пирки ĕмĕтленмелли анчах юлать. Уроксем хыççăн киле килсен виçĕ сехет вырăнне киле панă ĕçе пилĕк сехет тăвать. «Пирĕн вăхăтра шкулта интереслĕччĕ. Халь уроксене ĕлĕкхинчен нумайрах пама тытăннă-ши? - ыйтать паян манран ашшĕ-амăшĕ. - Е хальхи ачасен пуçĕсем хăвăртрах ывăнаççĕ-ши? Вĕрентӳçĕсем те, каçарăр та, чылайăшĕ хăйсен професси ăсталăхне мар, ытларах репетиторсен пултарулăхне шанаççĕ пулас». Паян хăш-пĕр пуçламăш класс вĕренекенĕсем репетиторсемпе ĕçлесе тантăшĕсене аран-аран хăваласа çитсе пыраççĕ. Урама уçăлса çӳреме тухас е юратнă теттесемпе выляс вырăнне кружока е секцие васкамалла. Санитари нормипе паян уçă сывлăшра 3 сехет пулмалла. 7-8-мĕш классенче таçта та çӳренипе урок тума та, урама тухма та вăхăчĕ çук. Каçхине тата компьютер умĕнче чылай вăхăт ирттереççĕ. Кирлĕ информаци шыраса мар, вăйă выляса, кино курса, çыру çырса.
Сергей Павлов, техника ăслăлăхĕсен тухтăрĕ:
— Эпĕ ачаранах йăрă та ăслăччĕ. Пĕрремĕш класрах ӳкерме ӳнер кружокне, юрлама хора, алăпа ăсталама аэрокружока тата автокружока, кĕрешме спорт секцине çӳреме пуçланă. Мана веçех кăсăклантаратчĕ. Кашни кружокнех çур утăм тусанах çитме пулатчĕ. Кайран – Мускаври патшалăх университечĕн механикăпа математика факультечĕ. Эпĕ пур япалапа та интересленекен хавхалануллă çын. Çавна пулах çӳле кармашма пултартăм. Ачăрсене хушма занятисене, секцисене çӳреме ан чарăр. Вĕсем паян ахаль те кахалланса-юлхавлан са пыраççĕ, компьютерĕ хăйне иртĕхтерет.
Мария Сулейманкина, виçĕ ача амăшĕ:
— Ачасене килĕшекен кружок суйласа илме хăйсене ирĕк памалла. Аслисем, хăвăр кăмăлăра ан хистĕр юратнă пепкĕрсене. Вĕсене ют чĕлхесем килĕшеççĕ, эсир пăр çине эрешлесе ярăнма сĕтĕретĕр, теприсем сăрăпа ӳкересшĕн – эсир ташлама, юрлама йыхăратăр. Ачăрсем пысăк ĕнтĕ. Пăртак тĕрĕслесен, ыйтса пĕлсен – çитет те.
Петр Ефимов, вĕрентӳçĕ:
— Ачăрсене пĕчĕкрен кĕнекепе туслашма пулăшăр. Аслисенчен 50 проценчĕн тĕпренчĕкĕсене кунне çур сехет те уйăрма вăхăчĕ çук. Тен, кăмăлĕ те. Эпĕ пĕчĕк Ваççука калаçма вĕреничченех кĕнеке юратма вĕрентрĕм. Пур япала çинчен те унта хыпар пур: чемпионсем, спортсменсем çинчен вулама пуçласан çăварне карсах итлет. Еплерех аталанни куç умĕнче – вăл спорт секцине çӳрет, çитĕнӳсем тăвать, медальсемпе дипломсем çĕнсе илет.
Елена Иванова, менеджер:
— Вĕсене кружока çыриччен малтан филармоние концерта, футбола…илсе çӳремелле. Курса киленччĕр. Хăйсен куçĕпе курнине мĕн çиттĕр, килĕшсен ӳнер шкулне е спорт секцине хăйсемех ыйтма пуçлаççĕ, интересленсе каяççĕ.Тен, яланлăхах.
 
: 765, Хаçат: 49 (1245), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: