Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăл 1911 çулхи ака уйăхĕнче Мелекесра çуралнă. Унăн ашшĕ – Фёдор Мусоров — йĕтĕнрен пусма тĕртекен фабрикăн пуçлăхĕ пулнă.
Шкул пĕтерсен (халĕ 9-мĕш шкул) Мария Куйбышеври мединститута вĕренме кĕнĕ. Хăюллă хĕре тӳрех комсорга суйлаççĕ. Вăл пурăнакан пӳлĕмре час-часах пĕрле вĕренекенсем пуçтарăннă, кĕнеке-журнал вуланă, сӳтсе явнă. Çакăнта вăл пулас мăшăрĕпе Алексей Кадышевпа паллашать. Вĕренсе тухсан вĕсем çемье чăмăртаççĕ. Аслă вăрçă тытăнать. Упăшкине вăрçа илсе кайсан Мария та хăй ирĕкĕпе çăршыва хӳтĕлеме тухса каять. Унран çырусем 1942 çулчченех килеççĕ. Çĕнтерӳ хыççăн тепĕр тăватă çултан хăрушă хыпар килет – Марийăна Пруссири Ортельсбург хули çывăхĕнчи концлагерьте асаплантарса вĕлернĕ. Марийăн ашшĕ патне Дефи ятлă çын çыру янă, конверт ăшне Марийăн çӳç пайăркине хунă. Çырăвĕ тӳрех ашшĕ патне лекмест, малтан «Комсомольская правда» хаçатра пичетленсе тухать. Франци çынни çырура тыткăна лекнисем мĕнле тамăкра пурăнни çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Унпа пĕрле асапланнă Ленинград хĕрĕ Екатерина Захарова Марийăн тăванĕсене шыраса тупать, ывăлĕпе хăнана килет. Вăл Марийăн шăпи çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парать. Ывăлне çуратма ăна концлагерьте Мария пулăшнă иккен.
Мария лагерьте йывăр чирленĕ. Концлагерĕн тĕп тухтăрĕ хĕрарăма госпитале ĕçлеме куçарнă. Сывалсан вăл чирлисене пур майсемпе те пулăшма тытăннă. Пĕр салтака хĕне-хĕне тĕпченĕ хыççăн витене пăрахаççĕ. Лешĕ нумай юн çухатать. Мария ăна хăйĕн 400 грамм юнне парать. Унсăр пуçне вăл тăшмансен кирлĕ докуменчĕсене вăрласа тĕп тăвать. Лагерь пуçлăхĕсем унăн ĕçĕсем çинчен пĕлеççĕ те ăна тĕпчеме тытăнаççĕ, асаплантараççĕ, выçă тытаççĕ. Мария пĕр сăмах та каламасть. 1944 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче тăшмансем ăна наркăмăшлă укол туса вĕлереççĕ. Марийăна Ортельсбурграх пытараççĕ.
Унăн ячĕпе халĕ Ульяновск тата Димитровград хулисенчи урамсем, Мулловкăри ачасен канупа сиплев лагерĕ хисепленсе тăраççĕ. Димитровградра ăна халалласа бюст лартнă.
 
: 799, Хаçат: 49 (1245), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: