Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн килте çăмламас кушак аçи пур. Вăл икĕ çулта. Ăна ман ывăла икĕ çул каялла пулас арăмĕ çуралнă кун ячĕпе парнелерĕ. Эпĕ хирĕçчĕ. Ывăл çак çăмламас чĕр чуна ачаранах кăмăлланипе килĕшмех тиврĕ. Пĕчĕк çураран часах пысăк кушак пулса тăчĕ. Паха ăратлăскер, чăнах та питĕ илемлĕ, анчах кăмăлĕ питĕ кăра.
Пĕррехинче килти йĕркене пăснăшăн эпĕ ăна вăрçса илтĕм. Вăл таçта тарса пытанчĕ. Тепĕртакран сиксе тухрĕ те ураран хытă çыртса илчĕ. Тавăрчĕ пулать. Ура самантрах шыçса кайрĕ.
Хулари тĕп пульницари травматолог патне кайрăм. «Сирĕн вырăнта пулсан эпĕ ку кушака пăвса вĕлерĕттĕм»,- терĕ çамрăк тухтăр ман урана пăхнă май. Сурана çыхса ячĕç те пульница хучĕ тыттарса малалла участокри хирург патĕнче пăхăнса тăма хушрĕç.
Тепĕр кунне 3-мĕш поликлиникăри хирург пулĕмĕ умне пырса черет йышăнтăм. Халăх нумай. Хирургĕ (50-55 çулсенчи арçын) кашни çур сехетре пирус туртма тухать те 10-15 минута çухалать. Эпĕ, сакăр сехет тĕлне пынăскер, вуннă тĕлнелле тин хирург пӳлĕмне кĕтĕм.
-Мĕн пулчĕ?— ыйтрĕ вăл пуçне çĕклемесĕр темĕн çырса.
-Кушак çыртрĕ,- тетĕп.
-Хуçи мĕнле – кушакĕ те çавнашкал,- терĕ тӳрккессĕн.
Унтан вăл алăри пациент карточкине илсе уçкалама тытăнчĕ. Хуплашки çинче эпĕ ăçта, кам пулса ĕçлени пирки çырнине вуламасăрах:
-Ăçта ĕçлен?» - тесе ыйтрĕ.
- «МедиаЦентрта»,- тетĕп.
-Кам пулса?
- Журналистра.
-Да-а-а?- тинех пуçне çĕклерĕ тухтăр.
-Да,- терĕм эпĕ те.
-Вара эпĕ мĕншĕн санпа «грубо» калаçатăп-ха?
-Пĕлместĕп, ахăртнех, эсир çапла калаçма хăнăхнă, - тетĕп.
-Эсĕ вара халĕ ман çинчен начар çырса кăларатăн-и?-тет.
-Пĕр илемлетмесĕр. Тĕрĕссине,- хуравлатăп хăйсах.
-Уруна кăтарт,- терĕ тинех хăйĕн тивĕçĕ çинчен аса илсе.- Суранна кайса çыхтар, кайран каллех кунта кĕр.
Суран çыхмалли пӳлĕме кĕме тата сехете яхăн ларма тиврĕ. Çыхтарнă хыççăн тухтăр патне шикленерех таврăнтăм.
-Ну, мĕн çырма шутларăн-ха эсĕ ман пирки?- каллех çак ыйту патне таврăнчĕ хирург.
-Шутлама ĕлкĕреймерĕм-ха,- тетĕп лăпкăн.
-Кала, атту эпĕ халĕ сана хытă çыртса е чавса илетĕп. Вара ман патăма тата икĕ эрне çӳреме тивĕ,- терĕ кĕтмен çĕртен шурă халатлă этем.
Тĕлĕннипе эпĕ чĕлхесĕр пулса лартăм. Кам пĕлет, тен, çыртса та илĕ… Хăтланăвĕсем пĕрре те ăнлă-пуçлă çыннăн пек мар та. Эпĕ урăх ним те чĕнмерĕм. Хăрарăм. Çут тĕнчере çур ĕмĕр ытла пурăнатăп – кун пеккине курманччĕ. Коридора тухсан тинех çăмăллăн сывласа ятăм. Тенкел çине ларса хутсене сумккана майласа чикме пикентĕм. Ман хыççăнах хирург тухрĕ, аллинче – пирус. Черетрисем çине куçлăх айĕн тинкеререх пăхрĕ те, ахăртнех, пĕр палланă çыннине асăрхарĕ.
-Ты что здесь сидишь? Иди в кабинет, я сейчас приду,- тесе коридорпа малалла утрĕ.
Лешĕ уксахласа кабинета васкарĕ. Черетрисем пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхса илчĕç — нимĕн те чĕнеймерĕç. Ку хирург мĕнлерех çын пулнине пĕлеççĕ ахăр, сăмах чĕнме хăраççĕ.
Ку мыскара çакăнпах вĕçленмерĕ-ха. Пульница хутне хуптарма кайрăм. Ирех килсе малтан сурансене çыхакан пӳлĕме черет йышăнтăм. Коридорпа аллине папка тытнă хирург килет. Ман тĕле çитсен тăп чарăнса тăчĕ.
-Ты что сидишь? – терĕ шăтарасла пăхса.
-На перевязку пришла,- тетĕп.
-Атя, пульница хутне пар,- тесе пӳлĕме кĕрсе кайрĕ. Часах алă пуснă хута илсе тухрĕ те, киле кайма пултаратăр терĕ.
-Эсир урана пăхмастăр та-и?- ыйтрăм тĕлĕнсе.
-Мĕн пăхмалла унта? Шыçă чакнă. Эсир сывă,- тесе хучĕ.
Эпĕ хам ура çине шеллесе пăхса илтĕм те уксахласа килелле утрăм. Кушак çыртнă тăватă шăтăк пӳрленсе тăратчĕ-ха. Ура сывалнă теме иртерехчĕ. Çула май маç кĕрсе туянтăм. Сурансене тата пĕр уйăха яхăн хам тĕллĕн сиплерĕм. Урана пăхмассерен çак хирурга аса илетĕп те – кулас килет. Вăт хирург тăк хирург…. Вăт чирлĕ çынна сиплеме тупа тунă çын…Эпир хамăр сывлăха çакăн пек çынсене шанса паратпăр вĕт…
 
: 956, Хаçат: 49 (1245), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: