Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Пуçламăшĕ 46-48-мĕш номерсенче.)
 
Нидерланд
Ку çĕршыва Голланди тесе те калаççĕ, анчах вăл тĕрĕсех мар. Мĕншĕн тесен Голланди Нидерланд патшалăхне кĕрет, вăл унăн чи пысăк регионĕ. Кунта Пĕрремĕш Петĕр 16-мĕш ĕмĕрте карап тума вĕренме килнĕ пулнă. Шăпах çакăн хыççăн Раççей çыннисем Нидерланд çĕршывне Голланди теме пуçланă.
Нидерланд «низкие земли» (аял çĕрсем) тени пулать, мĕншĕн тесен унăн 40 проценчĕ тинĕс шайĕнчен 2 метр аялта ларать. Урăхла каласан çынсем ку çĕре 15-мĕш ĕмĕрте алăпа дамбăсем, каналсем туса, типĕтсе тинĕсрен туртса илнĕ. Ун пек çĕр Ульяновскра та пур – Анат Терраса.
Паян ку çĕршывра 16 миллион ытла çын пурăнать, территорийĕ Мускав облаçĕ пысăкăш. Ăна Европăн чечек пахчи теççĕ. Вăрмансем çук, анчах çĕрĕ питĕ тулăх, мĕншĕн тесен тинĕс тĕпĕ çинче вырнаçнă. Хăйсем ун пирки: «Пирĕн çĕршыв селёдка шăммисем çинче вырнаçнă», - теççĕ. Тĕп халăхсем – нидерландсем тата фризсем. Чĕлхи нимĕçсенне аса илтерет. Сăмахран, гоэдэ даг тесе сывлăх сунаççĕ (нимĕçсем – гутен таг), данк у тесе тав тăваççĕ (нимĕçсем – данке). Нидерландсем тĕнчери чи çӳллĕ халăх, çав вăхăтрах тĕне ĕненменнипе чи малта тăраççĕ. Шурă çӳçлисем нумай. Халăх спортпа туслă, патшалăх ун валли питĕ лайăх майсем туса панă. Çынсем ниçта та васкамаççĕ, çав вăхăтрах перекетлĕ пурăнаççĕ. Патшалăх вара ĕçлемесен те укçа парать, кунта нимрен те хăрамалла мар. Нумайăшĕ çак пособипех пурăнать. Эрнере пĕрре Амстердамри пысăк залра халăх валли классика е джаз музыкин тӳлевсĕр концерчĕ пулать. Кĕр те кур.
Шкулта шывра ишме вĕрентеççĕ, шкул хыççăн вара шыв айĕнче ишме хăнăхтараççĕ. Нидерланд Çурçĕр тинĕс хĕрринче вырнаçнă – тем те пулма пултарать. Январьти вăтам температура - 2 градус ăшă.
Пире Амстердама илсе çитерчĕç. Унта кĕрес умĕн туннеле кĕрсе кайрăмăр. Пире гид: «Ку туннель шыв айĕнчен тухса каять, пирĕн пуç тăрринче халь кӳлĕ»,- тет. Хула ячĕ хăй ларакан Амстел юхан шывĕнчен тата «дамба» сăмахран пулса кайнă.
Чи малтан пире алмаз фабрикине илсе кĕчĕç — кунта чулсене хырса-якатса бриллиантсем тăваççĕ. Пĕтĕм ушкăна пĕр пӳлĕме кĕртрĕç, алăка питĕрсе илчĕç. Темле ялтăртатакан, темле тĕслĕ чул та кăтартаççĕ, хаклă мар, чи йӳнни сирĕн укçăрпа 40 пин тенкĕ кăна теççĕ. Туристсем фотоаппарачĕсене туртса кăларчĕç, ӳкерме тытăнчĕç. «Атя ӳкерĕр, ӳкерĕр, эпир те сире ӳкеретпĕр», - тет кулса пире каласа паракан çамрăк çын. Литовец хăй, кунта çуралса ӳсрĕм тет, анчах вырăсла питĕ таса калаçать. Пӳлĕмре пире темиçе видеокамера сăнаса тăрать. Урамсенче те вĕсем питĕ нумай.
Хулара «Гринпис» органи-зацийĕн тĕп çурчĕ вырнаçнă. 1470 (!) çулта тунă йывăç çурт пур, унта халĕ музей.
Амстердама иккĕмĕш Венеци теççĕ, мĕншĕн тесен вăл шыв çинче ларать. Кунта çулсерен 4 миллион çурă турист пырать. Çурчĕсем пурте сăвай çинче, тайăлнисем те сахал мар. Ĕлĕк сăвай валли ятарласа Раççейрен лиственницăсем илсе килнĕ, вĕсене 10-20 метр тарăнăшне çапса хунă. Халĕ тимĕрпе бетонран тăваççĕ, 30-40 метра çапса хураççĕ. Хула урамĕсем – каналсен çыххи. Каналсен тăршшĕ 100 çухрăм, тарăнăшĕ 2-3 метр, пурĕ 1200 кĕпер. Шыв çинчи баржăсем çинче пурăнакансем те пур, ун пеккисем 2 пин çурă çемье. Унта пурăннăшăн сахалтарах тӳлемелле. Çавăнтах акăшсем ишсе çӳреççĕ. Хулара 800 пин çын пурăнать, вĕсен 465 пин велосипед, мĕншĕн тесен машинăсемпе çӳреме кунти çулсем меллĕ мар, питĕ тăвăр. Велосипедсем икĕ урапаллисем те пур, виççĕллисем те. Вĕсене çӳреме ятарлă çул туса панă, унта çуран çӳрекенсен кĕме юрамасть. Ун çинче велосипед сан çине пырса кĕрсен е сана пула çĕмĕрĕлсен — юсавшăн эсĕ тӳлетĕн.
Вокзал питĕ интереслĕ, нумай тĕллевлĕ: унта пĕр харăсах хулари метро пуйăсĕсем те, инçе çӳрекен пуйăссем те, автобуссем те килсе каяççĕ. Ку çĕр сахаллипе çыхăннă. Урамра тăнă чухне будкăллă автомашина çуртсем çумĕпе пыракан пĕр енлĕ çул çинчен пăрăнса кĕпер çине кĕресшĕн, анчах кĕпер айкки çине пĕри велосипедне сăнчăрпа çыхса хăварнă — вăл машинăна пăрăнма чăрмантарать. Шофёрĕ анса та пăхкаларĕ, велосипедне те чышкаларĕ, çапах та иртме пуçласан велосипед урапине лектерсе аврĕ. Ку та çулсем хĕсĕккипе пулса иртрĕ.
Чечек пасарĕнче те курса çӳрерĕмĕр. Тюльпансен çĕршывĕ те-ха ку. Анчах вĕсем кăна мар кунта, мĕнли кăна çук: чечекĕсем, тымарĕсем, вăррисем… Пĕр лавккана илсе кĕрсе сыр тутантарса пăхтарчĕç. Тен, туянакансем тупăнĕç теççĕ пулĕ. Пурне те илсе пĕтерейместĕн ĕнтĕ. Эпир сыр туянма кайман вĕт.
Нидерланд çĕршывĕ пĕчĕк те — тĕлĕнмелли нумай. Кунти çынсем пире кăна мар, кӳршĕ çĕршывсенче пурăнакансене те чылай тĕлĕнтереççĕ. Дискриминацие хирĕç кĕрешетпĕр, демократиллĕ патшалăхра пурăнатпăр тесе ыттисене ĕнентерес çулпа питĕ инçе кайнă вĕсем. Казино таврашне патшалăх тытса тăрать. Йытă туйĕсене çынсенни пекех шавлăн та чаплăн ирттереççĕ. Амстердамра çăмăл наркотиксем сутаççĕ. Чирпе нушаланакан çын килне тухтăрсем чĕнтерсе хăйне вĕлерттерме пултарать, ăна эвтанази теççĕ. Хĕрарăмсен 24 эрнеччен (6 уйăха яхăн) ача пăрахма ирĕк пур. Хĕрарăмпа хĕрарăм, арçынпа арçын туй туса, çырăнса пĕрлешме пултараççĕ. Хĕрарăмсем арçынсен туалетне кĕрсе шăма пултараççĕ – ун валли аптекăна кĕрсе ятарлă хатĕр туянмалла çеç. Проституцие саккуна кĕртнĕ, урамра проститутка палăкĕ те пур. «Красные фонари» текен кварталти çуртсенче ясар ĕçпе аппаланакан çурма çарамас хĕрарăмсем кĕленче алăкран урампа пыракан кашни арçын çине тĕмсĕлсе пăхаççĕ: «Ман пата кĕмест-ши?» Кунта пульницара операци тутарса арçынран хĕрарăм пулнисем те пур теççĕ. Чуна çӳçентерет!.. Вĕсем пӳлĕмшĕн кунне 150 евро (Раççей укçипе – 6 пин çурă тенкĕ) тӳлеççĕ, медицина енчен тĕрĕсленсе тăраççĕ. Ку хĕрарăмсен ĕç стажĕ пырать. Вĕсем патне пĕрре 15 минута кĕрсе тухма – 35-50 евро икĕ пин тенкĕ ытла). Ку кварталта фотоаппаратпа е видеокамерăпа ӳкерме юрамасть, хĕрарăмсем тухса ăна туртса илеççĕ. Полици килсен вара шавах вĕсем майлă пулать. Пирĕн ушкăнри пĕр хĕрарăм фотоаппаратне мăйĕ çине çакса, аллипе тытса пынă. Унччен те пулмасть – алăкран пляжра çӳремелли тумпа çамрăк мар, мăнтăр негритянка сиксе тухрĕ те ун фотоаппаратне тăпăлтарма тытăнчĕ, ăна икĕ хут аллипе çапрĕ. Пирĕн хĕрарăмсем вĕсене сырса илчĕç – фотоаппаратне тытса тăраççĕ, памаççĕ. Пĕр-икĕ минутран негритянка кĕрсе кайрĕ, ĕç полици патнех çитеймерĕ. Пире гид: «Кунтан часрах каяр, фотоаппарăтăрсене пытарăр», - тет.
Каналсем тăрăх пăрахутпа çӳренĕ вăхăтра та тĕлĕнмелли тупăнчĕ. Эпир Çурçĕр тинĕсе тухакан (унта çитме 27 çухрăм) Эйсселмер заливĕпе пыратпăр. Пĕр катерпа çамрăксен ушкăнĕ пиртен иртсе кайрĕ. Пăхатпăр та — пĕри йĕмне антарчĕ те чӳречерен купарчине кăтартрĕ, ăна аллипе шаккаса пырать! Ун çине хĕрлĕ сăрпа пысăк тута ӳкерсе хунă. Ытти каччисем кăшкăрашаççĕ, çухăрашаççĕ, сиккелеççĕ… Пирĕн куçсем çамка çине хăпарса ларманни кăна.
Пĕр кун хушшинче чуна вырнаçман мĕн чухлĕ япала куртăмăр-илтрĕмĕр! Юна мĕн чухлĕ адреналин тухрĕ-ши?
Кăнтăр апачĕ хыççăн автобус çине лартăмăр та Амстердамран тухса кайрăмăр, фу-у! тесе сывласа ятăмăр Ĕнесем, сурăхсем хир тăрăх çисе çӳрени курăнать. Хире вара каналсем çурса пĕтернĕ. Унта шыв тăрать. Кунти ĕнесем çулталăка 10 пин килограмм ытла сĕт параççĕ, кунне — 25-30 литр! Çавăнпа Нидерланд сыр тăвассипе тĕнчипе чапа тухнă та ĕнтĕ. Çил арманĕсем нумай – 1000 ытла, вĕсене сыхлакан общество та пур.
Эпир вара Маас юхан шывĕ урлă каçса кайса, Утрехт, Антверпен хулисен çумĕпе иртсе Брюссель енне вирхĕнетпĕр.
 
(Малалли пулать.)
 
: 522, Хаçат: 49 (1245), Категори: Çулçӳрев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: