Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Икĕ турккă компанийĕ Ульяновск облаçĕнче хăйсен предприятийĕсене тума шутлаççĕ. Кунашкал килĕшĕве нумаях пулмасть пирĕн делегаци ĕçлĕ çулçӳревпе Стамбул хулине кайсан тунă. Ушкăна Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хăй ертсе кайнă.
—Паянхи кун тĕлне регион территорийĕнче икĕ çĕнĕ предприяти çĕклеме пуçламалли пирки йышăну тунă: йывăç ĕçлекеннине тата электрод кăлараканнине. Кашни проектах пурнăçа кĕртме килекен инвестици калăпăшĕ 10-ран пуçланса 20 миллион евро таран пуласси паллă, 100 çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ. Вĕсен ĕç укçи облаçра ыттисем илекен вăтам ĕç укçинчен ытларах пулĕ. Предприятисене 2015 çулта уçма палăртапăр, - тенĕ правительство председателĕн çумĕ, стратегилле аталанупа çĕнĕлĕхсен министрĕ Александр Смекалин. Ун сăмахĕпе, паян вĕсене лартма меллĕ вырăн тупасси интереслентерет. Йывăç ĕçлекен предприяти валли Çĕнĕ Ульяновск хулипе Çĕнĕ Спасск районне пăхса тухаççĕ.
Стамбул хулинче пулнă хушăра пăхса тухнă тепĕр çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл – Ульяновск облаçĕнчи профессипе техника училищисенчен пĕрин никĕсĕнче строительство отраслĕнче ĕçлекен кадрсене, уйрăмах пысăк разрядлă сварщиксене, хатĕрлемелли ресурс центрне йĕркелесси.
Ĕçлĕ тĕлпулусем вăхăтĕнче çитес çулхи çуркунне турккă усламçисен делегацийĕ Бурсы хулинчен Ульяновск облаçне килесси пирки калаçса килĕшнĕ.
Çулсене юсама укçа куçараççĕ
Ульяновск облаçĕн 2014 çулхи çул-йĕр фончĕн укçи-тенкин калăпăшĕ 2, 8 миллиард тенкĕпе танлашĕ.
Ку укçа автомобильсем çӳрекен çулсене çĕнетес ĕçе малалла тивĕçлĕ шайра тăсма, 70 çухрăм çула юсама май парĕ. Çав шутра – шкулсен автобус маршручĕсем, регион тата муниципаллă пĕлтерĕшлĕ трассăсем. Ку ыйтупа Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ятарлă облаçри çулсемшĕн явап тытакан тӳресемпе канашлу ирттернĕ, унта çак тапхăрта регионти автомагистральсене юсаса çĕнетмелли плансене сӳтсе явнă.
Вырăнти çулсене юсама çитес çул область бюджетĕнчен субсиди майĕпе 560 млн тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Ку кăçалхипе танлаштарсан 138 млн тенкĕ ытларах.
Ĕç вырăнĕсем пирки пĕлтерме хушнă
Раштавăн 12-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă çырура йышăнман ĕç вырăнĕсен федераллă базине тăвасси пирки каланă.
-Халăха нумай енлĕ хыпарпа тивĕçтерсе тăмалла, вăл шутра – регионсенче пушă ĕç вырăнĕсем пирки те,- тенĕ Владимир Путин. Облаçри сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ тата социаллă пулăшу департаменчĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн регионта «Работа России» порталта пушă ĕç вырăнĕсем пирки пĕлтерсех тăраççĕ. Облаçра ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессипе 2020 çулччен палăртнă программа ĕçлет. 2013 çулта регионта 21508 ĕç вырăнĕ туса панă.
 
: 950, Хаçат: 50 (1246), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: