Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кунтикавра çуралса ӳснĕ Л.С.Еленкина ачалăхĕ хăрушă вăрçă вăхăтне тӳрĕ килнĕ. Вунпĕр çулта чухнех вăл хирте вир çумлама пуçланă.
 
-Йăрансене пиçен пусса илетчĕ, çавна алла перчетке тăхăнмасăрах çумлаттăмăр. Алла питĕ чикетчĕ. Ĕç кунĕ вĕçленсен кашнине пĕрер стакан çăнăх паратчĕç. Ăна чашкă çине ярса киле илсе каяттăм – мĕнле савăннă ун чух! Анне çăнăха курăкпа хутăштарса тепĕр кун ĕçе кайма пашалу пĕçерсе паратчĕ,- аса илет Лидия Степановна.
Тырра вырса çапнă хыççăн хир тăрăх çӳресе мĕн чухлĕ пучах пĕрерĕн-пĕрерĕн пуçтарнă тата! Ăна вара аслăраххисем тăпачăпа (ялта ăна çап йывăççи тенĕ) çапнă. 15 çула çитсен хĕр утă çулма тытăннă, çава шаккама та вĕреннĕ. Тырă шăтарма кайсан хăйĕнчен те йывăртарах михĕсене иккĕмĕш хута йăтса хăпартнă. Молотилка патне кĕлтесем йăтнă. Лидия ялан пĕтĕм вăйне хурса ĕçлеме хăнăхнă. Кунта вăй хуракан ашшĕ – Степан Гаврилович çакна курса: «Çынла ĕçле-ха, хĕрĕм. Ăçта кайма ăшталанатăн? Куратăн-и çынсем мĕнле ĕçленине? Хăшĕсем ав ялан куçне тăрмаласа тăраççĕ. Эс вара шав кĕлте сĕтĕрен», -тет
Хирте вăкăрпа кĕлтесем те турттарнă хĕр.
-Вăкăра итлеттерме йывăрччĕ, кунĕпе айккинччен сенĕк вĕçĕпе чышса пымалла. Хул питĕ ывăнатчĕ. Шыв курсан вара вăкăра ним те кирлĕ мар, тем тусан та унта каятех. Шыв патне çитсе ĕçсе тăранмасăр нимĕн те тумасть. Бригадăра тăватă вăкăрччĕ. Пире бригадир ăмăртмалла вăкăр кӳлтеретчĕ – кам малтан? Эпĕ йăрăччĕ, ялан тенĕ пекех малтан кӳлсе пĕтереттĕмччĕ, - каласа парать вăл.
Каярах лашапа ĕçлеме пуçлаççĕ колхозра. Хĕр лаша утланма та шикленсе тăмасть, хирте ĕçленĕ чухне çырмана шăварма çӳрет.
1953 çулта март уйăхĕнче ял хĕрĕсене Унтăр вăрманне туратсем пуçтарма илсе каяççĕ. Вĕсем баракра пурăнаççĕ. Лидия тарланă хыççăн чӳрече çумĕнче выртса çывăрса аяк пĕрчине шăнтать, чирлет. Вăл кăна мар, пурте чирлеççĕ, ӳсĕрме тытăнаççĕ. Вăрманта ĕçлекен хĕрсем Сталин вилнине те илтмесĕр юлаççĕ, кайран кăна пĕлеççĕ.
Килне килсен хĕре амăшĕ – Агафия Ильинична çĕр улми пĕçерсе ун пăсĕпе утиял айне кĕрсе сывлаттарса чĕртет.
-Çавăнта шăнни паян та вăхăт-вăхăт ыратать. Ахальтен каламаççĕ иккен хĕр чухнехи чир ватăличчен пырать тесе, - шӳтлет çулланнă хĕрарăм.
16 çулта чухне Лидия Шлёнкина ялти пĕр çулхи каччăпа Георгийпа туслă çӳреме пуçлать. Кăштах вăхăт иртсен вĕсем Ульяновска кайма шутлаççĕ, анчах ял советĕнчен ямаççĕ. Паспорт çук. Хĕр паспорт илес шутпа вербовка майĕпе Мускава тухса каять, çулталăк стройкăра кирпĕч те раствор йăтать. Таврăннă чухне унтан та паспорт парса ямаççĕ, удостоверени çеç.
Георгий вара Мелекеса бухгалтера вĕренме каять. Каччăпа хĕр пĕрлешме шут тытаççĕ, анчах Георгий вĕренсе тухман-ха. Ялта вара чипер хĕре куç хывакансем пулнă. Пĕррехинче каçпа Лидия патĕнчен таврăннă чух Георгие виççĕн кĕтсе тăраççĕ. «Санпа калаçмалли пур», - теççĕ. «Эсир мĕн çинчен калаçассине пĕлетĕп эп. Сирĕн ĕç тухмасть», - тет вăл. Пĕри Георгий патне пырса çапасшăн пулать. Вăл ăна тапса ӳкерет. Тепĕрне пуçпа чышать, лешĕ хыçалалла кайса ларать. Виççĕмĕшĕ вара çывхарма та хăяймасть.
Парăнма парăнман та-ха каччă, анчах вăл шикленме пуçлать: Кунтикавра хĕр вăрлас йăла пур! Пĕр-пĕр кун юратнă хĕрсĕр тăрса юлăн! Çавăнпа Георгий Лидийăна март уйăхĕнче ял советне кайса çырăнма сĕнет, кĕркунне туй тăвăпăр тет.
-Хамăрла вăрттăн çырăнатпăр пек ĕнтĕ. Эп ĕçрен килеп, вăл урамра кĕтсе тăрать. Ял советне кĕтĕмĕр те хут уйăрттамăр. Анне пĕлчĕ те: «Мĕн кĕркуннеччен кĕтмелле? Ни хĕр, ни арăм мар ĕнтĕ эсĕ халь. Атя кала, килĕшме килччĕр — туй тумалла»,- тет. Çапла вара 1956 çулхи май уйăхĕнче туй турăмăр, - аса илет Лидия Степановна
Еленкинсен килĕнче тăватă ача çитĕнет: Анатолий (1957 çулхи), Нина (1959), Зоя (1960), Галина (1968). Шел, пиллĕкмĕшĕ 5 çултах вилет. Кил хуçи хĕрарăмĕ колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурать, 11 çул почтальонка пулать. Георгий Исаакович — колхоз бухгалтерĕ. Ăна темиçе хут та тĕп бухгалтер тума шутлаççĕ, анчах вăл килĕшмест. Юлашкинчен чукун çул çине ĕçлеме куçать.
1972 çулта вара Еленкинсем Ульяновск çумĕнчи Баратаевка ялне куçса килеççĕ. Кил хуçи аэропорта самолётсене заправка тунă çĕре ĕçе кĕрет. Лидия Степановна Баратаевкăри совхоз ферминче чансем çуса тăрать. Мунча-сарай тăваççĕ. Çĕнĕ пӳрт лартма ĕмĕтленеççĕ. Анчах 1981 çулта кил хуçи кĕтмен çĕртен вилсе каять. Кĕçĕн хĕрĕ 13-ре кăна пулнă-ха ун чух. Пӳрт лартас ĕмĕтне пурĕпĕр пăрахмасть тăлăха юлнă хĕрарăм, анчах материалсем çук. Вăл Ульяновск райĕçтăвкомне каять. Унта А.М. Богатова курать (вĕсем пĕр ялтан), унран пулăшу ыйтать. Лешĕ ăна облаçри ĕçтăвкома Пашин патне кайса пăхма сĕнет. Лидия Степановна хăюлăх çитерсе ун патне икĕ хут каять, çапах та тĕллевне пурнăçлатех, кирлĕ материалсем тиесе килеççĕ.
-Пӳрт лартнă чухне нумай ĕç Анатолий çине тиенчĕ, вăл асли-çке. Хăй пӳрт тăррине сӳтме хăпарнă. «Сӳтме алă çĕкленмест, чун ыратать. Тустарса пăрахсан ăçта пурăнмалла?» - тет. Сарайра пурăнтăмăр ĕнтĕ пӳрте лартиччен. Хамăр тăрăшрăмăр, тăвансем нумай пулăшрĕç çĕнĕ çурта кĕме, - аса илет Лидия Степановна.
Тăватă ачи те тĕрĕс-тĕкел пурăнать халь, кашни институт е техникум пĕтернĕ. Пурте вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Амăшне çичĕ мăнук парнеленĕ – пурте ывăл. Халь кĕçĕн мăнукĕ те пур ĕнтĕ. Вĕсем хăнана килсен пысăк пӳрт те тулса каять. Çакă мар-и çыннăн телейĕ? Чăнах та, çак куна юратнă мăшăрĕ курайманни кăмăлне хуçать ĕнтĕ… Анчах çакăн пысăкăш туслă çемье пур çинче хуйхăрма кирлĕ-и? Часах акă вĕсем пурте Лидия Степановна 80 çул тултарнине паллă тума пухăнĕç, хăйсене пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнăшăн ăна тав тăвĕç.
 
: 876, Хаçат: 50 (1246), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: