Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2013 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче Федераллă Пухăва чĕнӳпе тухнă.
Çĕршыв пуçлăхĕн чĕнсе каланинче демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни куçкĕрет. Халăх йышĕ кăрлач-авăн уйăхĕсенче 200 пин çын ытла ӳснĕ. Çемье пуянлăхĕн (капитал) программи 2016 çулччен пурнăçланмалла. «Жильё» наци проекчĕпе ипотека аталанăвĕ вăй илсе пырать. 2013-2014 çулсенче çар çыннисене пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтерсе пĕтермелле. 2010 çул тĕлне çĕршывра 25 млн çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса памалла. Наци политики те тимлĕхре. Кашни этнос, халăх – çĕршыв хӳттинче. Халăх пурăнма урăх вырăна е ют çĕршыва куçнă пулăм миграци саккунĕсемпе пурнăçланать. 2015 çултан Раççей çĕршывне пĕр-пĕр уйрăм çĕршыв паспорчĕпе мар, ют çĕршыв паспорчĕпе кăна кĕме пулать. Раççейре демократи аталанăвĕ вăй илсе пырать. Власть тытăмĕ тасалса та çĕнелсе пыни пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Çĕршыв экономикине малалла аталантарма регионсенчи управлени командисен ĕçне лайăхлатмалла. Пуян та тивлетлĕ çĕршыв пуласлăхĕ оборонăпа промышленность комплексĕ мĕнле пулнинчен килет. Çавăнпа та çĕршывăн экономикăпа социаллă аталанăвĕнче улăпла ӳсĕмсем пулмалла.
 
: 791, Хаçат: 50 (1246), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: