Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çав тери вăрах çывăрса каятăп: темиçе сехет енчен енне çаврăнса выртатăп, тавралăх çутăлма тытăнсан кăна тĕлĕрсе каятăп. Ирпе вара пуçа минтер çинчен çĕклейместĕп. Темиçе çул ĕнтĕ çапла тертленетĕп. Тен, мана халăх медицинин мелĕсем пулăшĕç. Сĕнӳ параймăр-ши?
Алина М.
Ульяновск хули.
Алина, чи малтанах хăвăра лăпкă тытма вĕренĕр. Каç енне сулăнсан йывăр ĕçсем пурнăçлама ан тăрăшăр. Организм канма хатĕрлентĕр.
Ӳркенмесĕрех ятарлă минтер çĕлĕр, ăна мулкач çăмĕпе тултарăр. Халăх сиплевçисем кун пек минтер çинче хăвăрт çывăрса кайма пулать тесе ĕнентереççĕ.
Мулкач çăмĕ пулмасан хăмла тултарнă пĕчĕк минтер çĕлĕр. Минтере пуçăр çумне хурса выртăр.
Каçхи апат вăхăтĕнче сĕт хушса пĕçернĕ рис пăтти çисен лайăх çывăрса каятăн. Выртас умĕн эмел курăкĕн (ромашка аптечная) е мелиссан типĕтнĕ курăкĕсенчен чей хатĕрлемелле, 15 минут лартнă хыççăн сиплĕ чейе пылпа тата çăра сĕтпе ĕçмелле.
 
: 1084, Хаçат: 39 (1131), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: