Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Сайманри пуçламăш шкулта Евдокия Павловна Вахтурова 40 çула яхăн вăй хунă. Çак хушăра унăн чĕри витĕр миçе ача тухман пулĕ, миçе ачана çырма, вулама, шутлама вĕрентнĕ, миçе ачана мухтанă, киревсĕр ĕçшĕн асăрхаттарнă, ашшĕ-амăшне ырă канаш панă.
Евдокия Павловна Чăваш Сайманра 1921 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Çемье питĕ чухăн пурăннă. Ашшĕ Павел Васильевич Захаров Баку хулине ĕçлеме кайсан рабочисен умĕнче аслă çулпуçăмăр В.И. Ленин тухса калаçнине курнă. Кунтах вăл коммунистсен ретне тăнă. Яла таврăнсан та пĕрремĕш коммунист пулса тăрать. Колхозсем чăмăртанма тытăнсан ял халăхĕ ăна «Малалла» колхозăн председательне суйласа лартать. Колхоза йĕркелеме çăмăл пулман. Ялти пуянсемпе хытăрах, чухăннисемпе – çемçерех пулма тивнĕ ăна. Председателе темиçе хут та вĕлерме хăтланнă ялти кулаксем. Пĕррехинче хĕрарăмсем ăна чутах сенĕксемпе чиксе вĕлермен. Çуртне вут тивертсе çунтарасшăннисем те пулнă, кӳршĕре пуян пурăннипе çеç тытăнса тăнă.
Евдокия Павловнан амăшĕ – Прасковья Федотовна – нимĕнле ĕçрен те хăраман, хаваслă, калаçма юратакан хĕрарăм пулнă. Нумай халап-юмах пĕлнĕ, ачасене хаваспах каласа панă. Чăваш юррисене ун пек пĕлекенни урăх пулман та пулĕ. Чи юратнисенчен пĕри – «Хăмла вăрри, палан çырли» юрă. Çамрăк хĕрарăмăн йывăр шăпи çинчен юрланă чух вăл ирĕксĕр качча панă амăшĕн шăпине аса илсе куляннă. Урампа пыракан хĕре пуян патĕнче платникра ĕçлекен самай çулланă арçын асăрханă та хăйĕн арăмĕ тума шутланă. Питĕ начар кăмăллă пулнă вăл. Çамрăк арăмне час-часах хĕненĕ. Çавна пулах хĕрарăм чире кайса хĕрĕхрен иртсенех çĕре кĕнĕ.
Ашшĕн – Павел Васильевичăн – пĕрремĕш арăмĕнчен виçĕ ача пулнă. Прасковья Федотовнапа вĕсен тата пилĕк ача çуралнă. Çемье питĕ килĕштерсе пурăннă. Ялта шкул уçăлсан ачисем вĕренме кайнă. Уйрăмах Георгий тата Евдокия лайăх вĕреннĕ. Чăваш Сайманра çичĕ класлă шкул çеç пулнă, малалла пĕлӳ илме вĕсем çичĕ çухрăмри Топорино ялне çӳренĕ. Çие тăхăнмалли пулман, выçăпа хырăм ыратнă, çапах та вĕренме тăрăшнă. Георгий шкула ылтăн медальпе пĕтерет. Хусанти университетран тухтăра вĕренсе тухать. Аслă вăрçа хутшăнать. Таврăнсан Инçет Хĕвелтухăçĕнче тĕп тухтăрта ĕçлет.
Дуся (пирĕн героя ашшĕ-амăшĕ çапла чĕннĕ) шкула кĕмĕл медальпе пĕтерет. Аслă вăрçă тытăнсан лайăх вĕреннипе хĕре Поспеловкăри вăтам шкулта нимĕç чĕлхи вĕрентме сĕнеççĕ. Вăрçă хыççăн Евдокия Павловна Сызраньти педучилищĕре вĕрентӳçĕ профессине илет, Чăваш Саймана таврăнса пуçламăш шкулта ĕçлеме пуçлать. Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ ача çуратса ӳстереççĕ. Ачисем ӳссе лайăх пĕлӳ илеççĕ. Василий çар училищине пĕтерет, Лидия тата Татьяна бухгалтера вĕренсе тухаççĕ.
Евдокия Павловна çинчен мана Лидия Сергеевна Татарова (хĕрĕ) каласа пачĕ. Хĕрĕ те амăшĕпе кукамăшĕ пек пултаруллă. Вăл вĕсенчен нумай юрă вĕренсе юлнă, вырăнти чăваш фольклор ушкăнне çӳрет.
Евдокия Вахтурована вĕренекенĕсем халĕ те ырăпа аса илеççĕ.
- Евдокия Павловна тĕплĕ вĕрентетчĕ, хытă ыйтатчĕ, питĕ тӳрĕ кăмăллă çынччĕ. Вĕренме талпăнакансене уйрăмах пулăшатчĕ. Шкул уявĕсене мĕнле интереслĕ йĕркелетчĕ тата…Эпир ăна аннене юратнă пек юрататтăмăр,- аса илет Любовь Измайлова (Гарькуша).
Ялти вĕрентӳçĕн шăпи чăваш халăхĕн тата çĕршывăмăрăн историйĕпе тачă çыхăннă. Нумай йывăрлăх тӳснĕскер халăх нушине чĕрипе ăнланнă, хуйхи-суйхине пĕрле пайланă.
Евгения Павловна çамрăк ăрушăн чăн-чăн тĕслĕх.
 
Николаевка районĕ.
 
: 433, Хаçат: 50 (1246), Категори: Астăвăм

Комментарисем:

Arti (2014-05-08 19:32:28):
I have exactly what info I wantĕ CheckĔ pleaseĕ WaitĔ it's free. Aweemos!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: