Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тереньга районĕнчи Патуел вулавăшĕ пысăках мар, кивĕ çуртра вырнаçнă. Кунта общество аталанăвĕн паллă шайĕ – цивилизаци тени – çитеймен-ха.
Пӳлĕме йĕри-тавра çӳхе тимĕрпе «ытакласа» илнĕ каланккăпа ăшăтаççĕ. Темиçе ретлĕ кĕнеке çӳлĕкĕсем те кивĕ. Кунта колхозсем тунă вăхăтри хăтлăх хуçаланать. Тепĕр енчен пăхсан – çав çулсенчи ĕмĕтленӳллĕ те çĕкленчĕк кăмăлпа пĕр-пĕр мероприяти ирттерме те кăмăллă. Ăсра çакăн пек пулăм çуралать: каланккăри вутă пуленкисем шартлата-шарлата çунаççĕ; пӳлĕм хаçат-журнал, кивĕ кĕнеке тусанĕн шăршипе тулнă; эрешлĕ ал шăллисемпе илемлетнĕ таврапĕлӳ кĕтесĕнче йĕс сăмавар чашкăрса ларать; ун йĕри-тавра Михаил Шолоховăн «Лăпкă Дон» романне тишкерме пуçтарăннă вулакансем лараççĕ…
Çакăн пек мероприятисем кунта чăнахах та иртеççĕ. Вĕсене Нина Николаевна Калемалькина йĕркелет.
Вăл Малăкла районĕнчи Çĕнĕ Çарăмсан посёлокĕнче вăрман хуçалăхĕнче вăй хуракансен çемйинче çуралса ӳснĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă та 1970-1972 çулсенче Ульяновскри культурăпа çутĕç училищин вулавăш уйрăмĕнче пĕлӳ илнĕ. Çавăнтанпа Патуел вулавăшĕнче вăй хурать. Çак ял ачипех – «Молвинский» совхозăн тĕп инженерĕпе Алексей Васильевич Калемалькинпа - çемье çавăрнă. Паян вăл Тереньгари «Народный хлеб» предприятийĕн инженерĕ. Вĕсен икĕ ывăлĕ те çар çыннисем: Евгений – Ярославль хулин çар коменданчĕ, майор; Николай – Карели тăрăхĕнче контракт мелĕпе хĕсметре тăрать, прапорщик.
- Вулавăш фондĕнче 7620 кĕнеке, - каласа парать хăйĕн хуçалăхĕ çинчен Нина Николаевна. – Вĕсенчен сакăр çĕрĕшĕ чăваш литератури. Вулакансем те сахал мар – 500 çын тăтăшах килсе çӳрет. Чăваш халăх йăли-йĕркине, юрри-кĕввине ятарлă кружокра тишкеретпĕр. Çулталăк календарĕнчи хĕрлĕ датăсене, халăх тата тĕн уявĕсене халалланă мероприятисем ирттеретпĕр. Ĕç планне малтан çулталăкшăн, кайран уйăхсерен палăртатăп. Юлашки вăхăтра «Уважайте свой народ, почитайте свою Родину» ыйтупа кружок ĕçне йĕркелерĕмĕр. И.Я.Яковлев кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ – яланах тимлĕхре. Вулакансем халĕ ăру-йăх историйĕпе кăсăкланма тытăннипе вĕсене пулăшмалли ĕç-хĕл илсе пыратпăр. Шел, вулавăш фончĕ çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланаймасть, уйрăмах ача-пăча литературипе.
Çакна та палăртса хăварас килет: вулавăшра вырăнти çыравçăсен кĕнекисем çукпа пĕрех – «Шевле çути» кăларăмсăр пуçне.
Вулавăшçă мĕн пуррипе ĕçлет. Чунне парса. Малашлăха талпăнса.
 
: 869, Хаçат: 50 (1246), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: