Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăта Тимĕрçен вăтам шкулĕнче ачасен апатланăвне кирлĕ таран тимлĕх уйăраççĕ. Апат пĕçерекенсем пысăк çĕкленӳлĕхпе ĕçе килеççĕ. Сăлтавĕ те пур: вĕсен патне практикант килнĕ. Çăмраклăх ахаль те хăй илемлĕ. Кунта тата пике çĕнĕ рецептсен кушелĕпе килсе çитнĕ. Пуçарулăхĕпе хастарлăхĕ «вĕресе» тăрать унра. Мĕнпурĕпе кăсăкланать Ольга Белозёрова, хăй пĕлнине çынсене каласа пама хатĕр.
Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен пики технолог пулас килнипе Ульяновскри техника колледжне вĕренме кĕрет. Паян виççĕмĕш курс студентки вăл. Хавхаланса апатлану технологийĕн специальноçне ăса хывать. Тăван шкула практикăна килме май пуррине пĕлсен чунĕнчен савăнать.
Акă халь юратнă шкул ытамĕнче вăл. Хăй мĕн вĕреннине ĕçре туптать.
—Колледжра пире апата пĕçернĕ чухне мĕнле технологие пăхăнмаллине, мĕнле савăтра хатĕрлемеллине вĕрентеççĕ,- каласа парать Ольга Николаевна.- Вĕренӳ юхăмĕ çăмăл иртет. Тантăшсем нумай. Ушкăнра хĕрсем те, каччăсем те пур.
Сарпике вĕренӳ тулашĕнчи ырă ĕçсене хутшăнать, Ульяновскри ятарлă вăтам профессилле пĕлӳ илекен çамрăксем йĕркеленĕ «Альфа» организацире тăрать. «Студентсен кĕр кунĕ», «Колледж сарпики» конкурссенче пĕрре çеç хутшăнман вăл. Пур çĕре те ĕлкĕрет чăваш пики, «тăваттăпа» тата «пиллĕкпе» вĕренет.
— Юратнă ĕçсенчен тепри вăл – ӳкересси,-терĕ Оля.- Эпĕ çуллă сăрăпа, акварельпе, кăранташпа ӳкеретĕп. Уйрăмах сăнсемпе ĕçлеме кăмăллатăп. Мана портрет живопиçĕ тыткăнлать.
Ольга çаврăнăçуллă спортсменка та. Çăмăл атлетикăпа колледж чысне хӳтĕлет. Нумаях пулмасть хулари профессилле вăтам пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсем хушшинче ирттернĕ эстафетăра вĕсен ушкăнĕ виççĕмĕш вырăн йышăнать. Чи çывăх юлташĕ – шкулта пĕрле вĕреннĕ Надежда Чундерова. Вăл Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлӳ илет.
Пултаруллă пике пĕлĕвне малалла ӳстерме ĕмĕтленет. Аслă шкула вĕренме кĕресшĕн, ӳкерӳ ăсталăхне аталантарасшăн.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 772, Хаçат: 50 (1246), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: