Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ПЫР ЫРАТСАН
Пыр ыратнине çăмăллатма кунне темиçе хутчен пилĕкшер минут çак шĕвексемпе чӳхемелле:
- ăшă шыв тата кишĕр сĕткенĕн хутăшĕпе (пĕр пек виçепе илмелле), 200 грамм шĕвеке 1 апат кашăкĕ пыл хушмалла;
- çур литр вĕретнĕ ăшă шыва çуршар чей кашăкĕ апат содипе тăвар ямалла, лайăх пăтратмалла, ун хыççăн 2-3 тумлам йод тумлатмалла;
- пан улми уксусĕ тата вĕретнĕ ăшă шыв хутăшĕпе (пĕр пек виçепе илмелле);
- шупка кĕрен тĕслĕ çĕр улмин тин хатĕрленĕ сĕткенĕпе;
- лимон, шур çырли е кĕтмел сĕткенне шывпа хутăштармалла, ăшăтмалла, сыпкăмăн-сыпкăмăн ĕçмелле. Кашни икĕ сехетрен çак сĕткенсемпех пыра 3-шер минут чӳхемелле. Сĕткен хатĕрленĕ хыççăн юлнă çимĕçе 100 грамм спирта ямалла, кăкăр çине каçсерен компресс хумалла;
- 200 грамм шур çырли сĕткенне 3 апат кашăкĕ пылпа хутăштармалла, пыра чӳхенĕ хыççăн 2 апат кашăкĕ хутăш ĕçмелле, ăна малтан çăварта кăштах тытмалла.
ГАЙМОРИТРАН
Америкăри тухтăрсем çакнашкал пĕтĕмлетӳ тунă: тикĕт курăкĕн (гвоздика) çыххипе чăрăш, кедр, хыр турачĕсем гайморитпа чирлесен сăмса хăвăлĕсене питĕ лайăх тасатма пулăшаççĕ. Тĕрĕссипе, гайморит сунаса вăхăтра сиплеме «ӳркеннипе» пуçланать.
Эмелсĕр сипленмелли ансат мел сĕнер-ха. Тарăн тирĕке е кастрюле 1 литр вĕренĕ шыв ямалла. Унта çур чей кашăкĕ апат соди, 1 апат кашăкĕ пыл хушмалла. 1-2 тумлам эвкалипт çăвĕ тумлатмалла. Çывăрма выртас умĕн лайăх пĕркенсе çак хутăшпа 5-7 минут сывламалла, ун хыççăн тӳрех выртмалла. Ӳт температури ӳссен кун пек сипленме юрамасть.
ВИТАМИНСĂР ПĔР КУН ТА АН ПУРĂНĂР
Йӳç кăшманпа шур çырли (клюква) сĕткенĕ.
Йӳç кăшмана тёркăпа хырмалла, Шур çырли сĕткенĕ, ӳсен-тăран çăвĕ хушмалла, тăвар сапмалла, пăтратмалла. Пĕр сехетрен çиме пултаратăр. Пĕр йӳç кăшман, 2 апат кашăкĕ шур çырли сĕткенĕ, 1 апат кашăкĕ ӳсен-тăран çăвĕ, кăштах тăвар кирлĕ.
Йӳç кăшман, кишĕр тата пан улми салачĕ.
Йӳç кăшмана, кишĕре, пан улмине шултра тёркăпа хырмалла, пăтратмалла. Вăтетнĕ укроп, тăвар сапмалла, хăйма хушмалла. Пĕрер кишĕр, пан улми, 3 апат кашăкĕ хăйма, укроп, тăвар кирлĕ.
Йӳçĕтнĕ купăста салачĕ.
Пĕр кишĕре тёркăпа хырмалла, 3 апат кашăкĕ йӳçĕтнĕ купăста, пĕрер апат кашăкĕ купăста шывĕ, тёркăпа хырнă йӳç кăшман, аçтăрхан мăйăрĕ (10) вĕтетсе, икшер чей кашăкĕ ӳсен-тăран çăвĕпе шур çырли сĕткенĕ хушмалла. Туранă 30 грамм çĕр улми хушма юрать.
ХАМĂР ПУХНĂ КУРĂКСЕМПЕ
Халăх медицининче грипран сыхланмалли чей рецепчĕ сахал мар.
Пĕр пек виçепе шур чечек (ромашка), çăка чечекĕ, сар çи ути (зверобой), шăлан çырли илмелле, хутăштармалла. Пĕр апат кашăкĕ курăксен хутăшне вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, ăшă япалапа витсе 20 минут пиçĕхтермелле. Ун хыççăн вĕреме кĕрсен вăйсăр çулăм çинче 5 минут пĕçĕрмелле, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2 хут пыл ярса çуршар стакан ĕçмелле.
Ачасем валли «тутлă» рецепт.
Хурăн çырли çулçинчен чей хатĕрлемелле, пыл, лимон хушмалла. Кунне 3-5 стакан ĕçмелле.
Палан çырлине нимĕрле-мелле, пылпа хутăштармалла (пĕр пек виçепе илмелле), вĕретсе сивĕтнĕ шыв ямалла. Апат хыççăн кунне 2-3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Вăй кĕртет, чирлесен хăвăрт сывалма пулăшать.
БЕЛОКСЕМПЕ УГЛЕВОДСЕНЕ УЙĂРМАЛЛА
Чир çывхарнине туйсан апатланăва улăштармалла: белоксемпе углеводсене хутăштармалла мар. Белоклă апатсене (аш-какай, пулă, çуллă яшка, çăмарта, баклажан, кăмпа, шалча пăрçи, мăйăр, хĕвел çаврăнăш) углеводсемпе (çăкăр, çĕр улми, кĕрпе, сахăр) çиме юрамасть. Ăша пĕр вăхăтра ярсан вĕсене ирĕлтерме яланхинчен 5-10 хут ытларах вăй-хал кирлĕ. Грипп вăхăтĕнче вара вăл чирпе кĕрешме кирлĕ. Белока углевод хыççăн 2-3 сехетрен çиме юрать. Ешĕл çимĕç, улма-çырла, сĕткен, пахча çимĕç (çĕр улмисĕр, баклажансăр, дыньăсăр пуçне) белоксемпе те, углеводсемпе те «килĕштереççĕ».
Ан чирлĕр, сывлăхлă пулăр!
 
: 745, Хаçат: 50 (1246), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: