Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нина Владимировна Казакова (хĕр хушамачĕ Быкова) пĕчĕкле пит шухă ача пулнă. Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралнă хĕр ачаранпах тетĕшĕ, аппăшĕ футболла, волейболла вылянине, вĕсем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннине сăнанă. Хăй те вĕсем тавра сиккелесе çӳренĕ. Шкула çӳреме тытăнсанах спортпа иртекен мĕнпур мероприятисене хутшăннă. Ытларах вăл çуран тата йĕлтĕрпе чупма юратнă. Аслă классенче 3-5 çухрăм йĕлтĕрпе чупса районта та ăна çитекен пулман. Облаçри первенствăна та лекет хĕр, анчах малта пыраканнисем çула тĕрĕс мар кăтартса янипе финиша çитеймест.
- Шкулта физкультурăпа Геннадий Фёдорович Ванюшкин вĕрентетчĕ. Вăл манпа пĕрле вĕренекенсенчен нумайăшне спорта явăçтарчĕ, ăна юратма вĕрентрĕ. Учитель ачасемпе ĕçлеме ӳркенместчĕ, шкулта час-часах ăмăртусем ирттеретчĕ, мала тухнисене районти ăмăртусене илсе каятчĕ, походсене илсе тухатчĕ, волейболла, футболла, баскетболла выляттаратчĕ. Спортра хамăн вăя туяттăмччĕ. Ахальтен пире ялта Вăкăрсем (Быков хушаматран) темеççĕ, йăх çыннисем тĕреклĕ, чăтăмлă, çине тăракансем. Спортра кун пеккисем кирлĕ те. Тен, çавăнпа çемьери ултă ачаран пирĕн пурте спортсмен. Эп те шкул хыççăн мĕнле професси суйласа илесси пирки иккĕленмен. Анчах анне тата унăн тетĕшĕ мана унта вĕренме ярасшăн марччĕ. Хĕрарăм ĕçĕ мар, качча каян та сана ку професси кирлĕ пулмĕ, тухтăр кирлĕ пире, çавăнта кай терĕç. Вăл вăхăтра эпир пĕр класра вĕренекен Николай Иванович Казаковпа туслăччĕ. Вăл та çавăнтах вĕренме каясшăнччĕ. Вара эп аннепе аттене итлемесĕр Ульяновскри пединститутăн физкультура факультетне заявлени патăм. Анчах тус-юлташ кĕчĕ, эпĕ кĕреймерĕм. «Искра» завода вырнаçрăм. Пурнăç лайăхчĕ. Ĕç укçи аван, пурăнмалли пур. Канмалли вăхăта спорта параттăм. «Трудовые резервы» спорт обществинче тăраттăм. Хĕлле йĕлтĕрпе, çулла ахаль чупма заводăн ятарлă вырăнĕ те пурччĕ. Спортзалтан тухман. «Искрашăн» хулари ăмăртусене çӳреттĕм. Йĕлтĕрпе чупса пĕрремĕш разряд виçине тултартăм. Икĕ çул çапла ĕçлерĕм. Аннене пулăшу, унăн пенсийĕ 12 тенкĕ кăначчĕ. Вĕренес те килместчĕ ĕнтĕ. Николай Иванович ӳкĕте кĕртрĕ, 1977 çулта вара студент пулса тăтăм. Института кĕрсен нумай та вăхăт иртмерĕ – атте çĕре кĕчĕ. Ман пирки пĕлсе ĕлкĕрчĕ вăл, савăнчĕ. Çемьерен института кĕнĕ пĕрремĕш ачи-çке-ха эп. Ман хыççăн тете Мускаври Знаменский пĕртăвансен физкультура институтĕнче вĕренчĕ, - каласа парать Нина Владимировна.
Студент пурнăçĕ кĕрлесе тăрать: вĕренӳ çумне тренировкăсемпе ăмăртусем хутшăнаççĕ. Лекцисемпе семинарсем хыççăн куллен «Юность» ятлă парка кайса 18 çухрăм чупаççĕ. Чăваш хĕрĕ спортра аван результатсем кăтартма тытăнать, çуллахи многоборьепе область первенствине хутшăнать. Унтан Петрозаводска яраççĕ. Анчах спортри çитĕнӳсем тумалли вăхăтра, виççĕмĕш курсра, Нина Владимировна качча каять. Икĕ çул маларах вĕренме кĕнĕ Николай Казаков Нинăна çухатасран диплом илсенех авланать. Çапла çамрăк хĕрарăмăн спорт иккĕмĕш вырăна юлать. Çемьере пĕрин хыççăн тепри икĕ хĕр çуралать.
-Николай Ивановича 1979 çулта Кунтикава ĕçлеме ячĕç. Эп вĕренсе пĕтертĕм. Кайран Çĕнĕ Ульяновскри тĕрмере ĕçлесе пăхрăмăр. Килĕшмерĕ, пире валли мар вăл ĕç. Вара Ульяновск районĕнчи Ишевкене куçрăмăр. Эп шкулта ĕçлерĕм. Ман ума ялан лайăх çынсем пулаççĕ. Шкулта ачасемпе ĕçлессипе Раççей тава тивĕçлĕ учителĕ Александр Петрович Макаров нумай пĕлӳ пачĕ, ăнлантарчĕ. Вăл хăй те физкультурăпа вĕрентетчĕ. Ачасем пĕчĕк ун чух. Каçсерен çавах пурте пĕрле спортзала сывлăх ушкăнне занятисене çӳреттĕмĕр. Ачасем пирĕн спортзалтах ӳсрĕç. Пĕр-ик çултан çемье сăлтавĕсене пула тăван яла таврăнма тиврĕ. 1986 çулта Чăнлă районĕнче спорт шкулĕ уçăлчĕ, мана унта çăмăл атлетикăпа тренера илчĕç. Кунтикав ачисемпе икĕ ушкăнпа ĕçлеме пуçларăм – аслисемпе тата кĕçĕннисемпе. Паянччен çапла. Занятисем пирĕн уроксем хыççăн пуçланаççĕ. Хут тăрăх спорт секцийĕсенче нумай ача пулмалла мар. Эп килекен пĕр ачана та хăваласа ямастăп, ял ачисен тата ăçта интерес тупмалла? Унсăрăн вĕсем килĕсенче компьютер умĕнче кăна лараççĕ. Ахаль те юлашки çулсенче спортран хăракансем йышланчĕç, - тăсатпăр калаçăва Нина Владимировнапа.
Спорт секцине çӳресе Любовь Парамонова, Пётр Алюков, Сергей, Андрей Парамоновсем, Марина Казакова çăмăл атлетикăпа пĕрремĕш разряд виçисене тултарнă.
Казаковсен Маринăпа Надя хĕрĕсем те спортпа туслă.
Арçын пурнăç тăваканни, хĕрарăм тытса пыраканни теççĕ халăхра. Нина Владимировна 19 çул шкул директорĕн арăмĕ пулнă. Çăмăл мар директор мăшăрĕ пулма. Мĕншĕн тесен ялан шкулшăн тăрăшакан çыннăн килти хуçалăха тимлĕх уйăрма вăхăт та юлман. Килти мĕнпур хуçалăх ĕçĕ Нина Владимировна çине тиеннĕ: выльăх-чĕрлĕхĕ те, пахчи-анкартийĕ те. Тата районти канашлусене, облаçа кайма тивнĕ чухне вăл упăшкин урокĕсене те илсе пынă.
Кăçал Нина Казакован тивĕçлĕ канăва каймалли çулĕ çитнĕ пулин те юратнă ĕçне пăрахма васкамасть вăл.
-Ачасемпе ĕçлени вăй-хал хушнипе пĕрле пурнăçа та тăсать, - тет. - Ачасене куçран пăхсан пурнăç илемне туятăн. Вĕсем шкула çитсенех физкультура урокĕ ăçта пулать тесе интересленме тытăнаççĕ. Кунĕпе тĕрлĕ ыйтупа чупаççĕ спортзала.
Нина Владимировна паянхи кунччен ăмăртусене хутшăнать. Иртнĕ çул Чăнлă районĕнчи пенсири спортсменсем хушшинче йĕлтĕрпе чупса пĕрремĕш вырăна тухнă, "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" спорт уявне те хутшăнмасăр юлмасть.
 
: 917, Хаçат: 50 (1246), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: