Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ирçелĕнче клуб çуккипе халĕ ял столовăйĕ ялти культура центрне çаврăннă темелле. Туй-и, ял уявĕ-и, юбилей-и, вилнĕ çынна асăнмалла-и – столовăй алăкĕсем пурин валли те яри уçă. Нумаях пулмасть кăна-ха «Родники» хуçалăх ертӳçи Николай Сайгушев кунта ял хуçалăх ĕçченĕсене пуçтарса уяв ирттернĕ: кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ ятпа саламланă, парнесем панă.
Ахальтен мар туртăнать кунта халăх. Столовăй заведующийĕ Галина Столярова ертсе пынипе унăн поварĕсем Надежда Таушкина тата Валентина Кашкорова тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ӳснĕ. Ульяновскра поварсен курсне пĕтернĕ. Ял каччисемпе çемье чăмăртаса ача-пăчаллă пулнă. Надежда Таушкинапа Александр Петрович вунă çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсен икĕ ача: асли – 28 çулта, кĕçĕнни – çиччĕре. Аслă ывăлĕ ӳссе тăван килтен кайсан пит кичем пуласран çуратнă ĕнтĕ вĕсем иккĕмĕшне. Çемье пуçĕ хуçалăхра шофёрта ĕçлет.
Валентинапа Александр Кашкоровсен те çемьере йăлтах йĕркеллĕ. Александр тăван хуçалăхра шофёр ĕçĕнче вăй хурать. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен ялти котельнăйра хурал тата пожарнăй тивĕçĕсемшĕн яваплă. Ăна ăçта чĕнеççĕ – пур ĕçе те тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлать вăл. Кашкоровсем пĕр хĕр çуратса ӳстернĕ. Мăнук та пур ĕнтĕ.
Эпĕ пынă кун столовăйра нимĕнле уяв та палăртманччĕ. Апла пулин те икĕ поварĕ те ĕçрехчĕ. Тар тăксах хуçалăх ӳстернĕ пĕр тонна шурă купăстана тасататчĕç: пĕр пайне хĕллене хума, тепĕр пайне тăварлама.
Поварсем мана хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.
-Эпир тăваттăрах тăратпăр. Уйрăмах ĕççи вăхăтĕнче ир тăма тивет. Килти выльăх-чĕрлĕхе пăхса кĕтĕве ăсататпăр та ĕçе васкатпăр. Апат-çимĕç хатĕрлеме майсем начар мар. Çăкăр хамăрах пĕçеретпĕр. Ун валли пĕчĕк пекарня пур. Механизаторсем валли апат хатĕрлеме аш-пăш, сĕт-турăх, пахча çимĕç йăлтах ял хуçалăхĕ уйăрать. Апат талонĕшĕн ял ĕçченĕ 50 пус çеç тӳлет,- пĕр-пĕрне пӳлсе тенĕ пек каласа параççĕ ĕçтешсем.
Хуçалăх правленийĕ поварсен ĕçне те шута илмесĕр хăвармасть. Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн чысланă хастарсем хушшинче вĕсен ячĕсем те пур.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 938, Хаçат: 50 (1246), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: