Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пётр Филиппов Павловка районĕнчи Ирçе Шăмалакра механизатор çемйинче çуралнă. Тăватă ачаран вăл чи асли.
Ашшĕ ĕмĕрех тăван хуçалăхра трактористра тата комбайнерта вăй хунă. Амăшĕ – тĕрлĕ ĕçсенче. Пётр тăван ялти шкулта сакăр класс пĕтерсен малалла Павловкăри вăтам шкула вĕренме çӳрет. Лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Спортра палăрать. Йĕлтĕрпе чупассипе спорт маçтăрĕн кандидачĕ ятне тивĕçет.
1976 çулта çара кайнă. Вăл Германири хими çарне лекет. Кĕске вăхăтрах хăйĕн çирĕп кăмăлĕпе пултарулăхне кăтартать. Чăваш ачине часах сержант звани параççĕ, техника уйрăмĕн командирне суйлаççĕ. Таврăнсан авланать. Арăмĕ – Надежда Ларионова – Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă ялĕнчен. Вăл педагог, Павловкăри ача садĕнче ĕçлет.
Шкул пĕтерсен Пётр штурвальнăйра çӳрет. Икĕ çултан тăрăшуллă качча хăйне комбайн шанса параççĕ. Хуçалăхра малтисен шутĕнче пырать. Ĕçне кура чапĕ тенĕшкел, 1975 çулта ăна «Ĕçре палăрнăшăн» медаль, 1976 çулта – «Пилĕкçуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» ЦК ВЛКСМ ылтăн кăкăр палли, 1980 çулта – «Социализмла ăмăртăвăн çĕнтерӳçи» кăкăр палли, 1983 çулта – 11-мĕш пилĕкçуллăх ударникĕ» кăкăр палли, 1988 çулта – ВДНХ кĕмĕл медальне парса чыслаççĕ. 2012 çулта газ промышленноçĕнче пысăк ӳсĕмсем тунăшăн Тав хучĕпе наградăлаççĕ. Унăн сăнĕ районти Хисеп хăми çинче кашни çулах çакăнса тăнă.
Халĕ вăл "Уренгой-Помары-Ужго род" газ пăрăхĕсен çулĕсене йĕрлесе тăрать.
Филипповсем виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Ирина тата Алексей Самарта пурăнаççĕ. Кĕçĕнни – Николай – Павловкăри технологи техникумĕнче вĕренет.
-Ачасем чăвашла пĕлмеççĕ. Арăмпа калаçкалатпăр. Вулама вара йывăртарах,- тет Пётр Николаевич. – Эпир çĕр çинче ĕçлеме хăнăхнă. Аттен профессине малалла тăснăшăн хĕпĕртетĕп. Телее, ачасем те техникăна юратаççĕ.
 
: 776, Хаçат: 50 (1246), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: