Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
("Телефон мыскари" ярăмран)
 
Ырлăх тинех çитрĕ. Кĕсье телефонне кăларма тытăнсан телевизорти рекламăсене пăхса тĕлĕнеттĕмĕр. Унта ватă çынсем вăрманта кăмпа пуçтараççĕ. Кашнин аллинче телефон. Пĕр-пĕринпе мĕнле кăмпа тупни пирки шăнкăравласа калаçаççĕ.
Халь хамăрăн килте те пурин кĕсйинче пĕрер телефон. Аннене те савăнтарас терĕмĕр. Хăйне ыттисенчен кая ан туйтăр. Телефон парнелерĕмĕр. Халь вăл пире шăнкăравласах тăрать. Эпир, хуларисем, мĕнле пурăннипе интересленет, ялти хыпара пĕлтерет.
Пĕррехинче яла килтĕм те, темскер, анне манпа кăмăлсăр пулнине туйрăм. Куçĕпе айăккăнрах пăхса сăнать хайхискер мана. Калаçасшăнах та мар пек. Пахчара ĕç тукаланă пек уткаласа çӳрет, унта пырса перĕнет, кунта…
-Кил-ха кунтарах, вăрттăн калаçмалли пур санпа, - кăчăк туртрĕ вăл мана пахчара иксĕмĕр кăна тăрса юлсан. Унтан куçран сăнаса пăхрĕ те:
- Калаçăва мĕнрен пуçламаллине те пĕлместĕп ĕнтĕ. Миçе кун кулянса çӳретĕп. Эсир кинпе аванах пурăнатăр-и?- терĕ.
-Аванах, анне. Паян арăм яла килменнипе ыйтатăн-и? Вăл шутсăр килесшĕнччĕ, анчах ĕçрен ямаççĕ вĕсене. Заводра ĕçлет вĕт, колхозра мар. Ялан ыйтса кайсан вăрçаççĕ.
-Эп кун пирки мар-ха. Ăна ĕçрен яманнине сансăрах пĕлетĕп. Мана тепĕр ыйту канăç памасть, - тарăхрĕ вăл. Унтан туйи çине таянса тăчĕ те нумай шухăшлăн ыйтрĕ:
- Эпир аçупа миçе çул шăкăл-шăкăл, пĕр хирĕçмесĕр, паянхи кунччен пĕр-пĕрне хисеплесе те юратса пурăнатпăр-ха? Пĕлетĕн-и?
- Пĕлетĕп. Кĕçех 50 çул пулать. Ылтăн туй тума хатĕрленетпĕр. Эс кун пирки пăшăрханатăн пуль-ха.
- Вăт çав, 50 çул пулать. Эсĕ вара мĕн хăтланатăн? – ман ыйтăва илтмен пек туса малаллах калаçрĕ анне.
-Нимĕн те хăтланмастăп-çке, анне. Эпир те арăмпа аванах пурăнатпăр.
-Аван тетĕн-и-ха? – хĕсрĕ вăл пĕр куçне. Эпĕ çак кунсенче сан патна пилĕк хутчен шăнкăравларăм. Темшĕн-çке телефона эс мар, ялан пĕр хĕрарăм тытать. Эс çук тет. Таçта кайнă тет. Темле зонăра тет. Каярах шăнкăравла тет, - кашни сăмахне пусса та татса каларĕ анне.
Унтан сассине чакарчĕ те:
- Кин сасси мар вĕт вăл. Эп ăна тӳрех уйăрса илетĕп. Улталаймăн. Ялан пĕр сасă вĕт. Çак аван пурăннине пĕлтерет-и? Сирĕншĕн, арçынсемшĕн, аван пуль ĕнтĕ. Хĕрарăмшăн аванах мар вара. Маншăн та, аннӳшĕн, савăнмалли мар.
-Анне, нимĕнле хĕрарăм та мар вăл.
-Эп мĕн, хĕрарăм сассине уйăрайман тăмсай пек туйăнап-им сана? Ухмаха ермен-ха. Кала эс, кам хĕрарăмне ялан телефонна паратăн? Кампа çыхлантăн? Мĕншĕн телефонна хăв тытмастăн? Веçех ăнлантарса пар.
-Анне, хĕрарăм тытмасть телефона, автомат калаçать унта.
-Ăçтан пĕлет вара «автомачĕ» кам шăнкăравланине тата эс темле зонăра çӳренине. Каярах шăнкăравла тесе мăшкăллать тата юлашкинчен. Ан суй! Паллă мĕнле «автомат» калаçни унта.
Аннене урăх ăнлантарса парасси пулмарĕ. Килте пур çĕрте те телефон тытманнине пĕлетĕп эпĕ. Çав вырăна кайса тăтăм.
-Анне, куратăн-и эп кунта тăнине. Халь мана шăнкăравла.
Анне саппун кĕсйинчен телефонне тирпейлĕн кăларчĕ те ĕçпе пиçĕхсе кушăрканă пӳрнисемпе майĕпен ман номере шыраса тупрĕ. Кнопкине пусрĕ. «Абонент вне зоны действия. Перезвонте позже», - илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.
-Э-э-э, эппин, юрать –ха автомат пулсан, - савăнса аллине сулса пӳрте кĕрсе кайрĕ пуриншĕн те пăшăрханакан аннемĕр.
 
: 1011, Хаçат: 50 (1246), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: