Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Курăк шăтсан урамра
Çĕнĕ кас та улшăнать.
Каç пулсан пирĕн умра
Ял çамрăкĕ пухăнать.
 
Çамрăксен юрри-ташши
Вĕçленмест кăвак ирччен.
Çур çĕрте ӳсĕр Арççи
Вăранайрĕ ыйхинчен.
 
Тăрса ĕçрĕ виç черкке
(Кăмăл çукчĕ урăлма).
Тăхăнчĕ шур шĕлепке,
Тухса кайрĕ урама.
 
Арççийĕн пилĕк ача,
Асли çара каймалла.
Çак ялта Арççи хуçа,
Унăн ма хăрамалла?
 
Пуçĕ те ун броня пек
(Юрать, паман мăйрака).
Хытă пуçĕ лекнипе
Ишĕлнĕ-мĕн кăмака.
 
Ак çитет вăйă тĕлне
Арçын пуçне тăратса.
Пырать вăл Çеруш умне,
Купăсне илет туртса:
 
- Ма тататăн ыйăха
Начар кĕвĕ каласа,
Намăс мар-и халăха
Сан кĕввӳпе ташласа?!
 
Кала чăваш кĕввине,
Линкка-линкка тенине.
Кăтартам-ха ташласа,
Çамрăклăх килтĕр аса!
 
Тукасри Иçка Туля
Ак ухать пуç каçăртса:
- Нерв çинче эс ан выля,
Атя ташлар ăмăртса!
 
Ак сăнаççĕ пĕр-пĕрне
Икĕ пуçтах такалла.
Чалт! сиктерчĕç ик енне,
Килĕштерчĕç пулмалла.
 
Купăс пачĕç Çеруша
(Паян унран уйрăлман).
Çаптарать ак ташша
Ялти икĕ утаман.
 
Ал çупаççĕ йĕкĕтсем,
Такмаклаççĕ пикесем.
Ывăнайрĕ Анатуль,
Вăйĕ пĕтсе çитрĕ пуль.
 
Пӳрне чиксе çăварне
Арççи хыттăн шăхăрать.
Ял каччипе ял хĕрне
Хăйĕнпе ташлаттарать.
 
Купăсçа лекнĕ нуша:
Ытла нумай ташлакан.
Халтан кайнă Çеруша
Ярса пачĕç пĕр стакан.
 
Чунне ячĕ ирĕке –
Арççи халь вăйă хуçи.
Пуçĕнче – шур шĕлепке,
Ял патши пекех Арççи.
 
Ура хуçса, шăхăрса
Хĕрсемпе арçын ташлать.
Урăлайрĕ ташласа,
Пашлатса Арççи сывлать.
 
- Вăйăм пĕтрĕ… Пулчĕ… Ух!!!-
Таянать хурăн çумне.
Тул çутăлса килнĕ чух
Таврăнатех вăл килне.
 
Хаш! сывларĕç çăмăллăн
Çамрăксем пуçтах кайсан.
Каç иртет-мĕн кăмăллăн –
Арççипе юлташ пулсан.
 
Ульяновск хули.
 
: 762, Хаçат: 50 (1246), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: