Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Пуçламăшĕ 47-49-мĕш номерсенче.)
 
Бельги
Ку çĕршыв 1831 çулта кăна ытти çĕршывсене пăхăнма пăрахнă. Малтан вăл Бургунди герцогстви йышĕнче пулнă, 16-мĕш ĕмĕртен пуçласа Испани çине кĕнĕ, кайран — Франци тата Нидерланд çине. Унăн ячĕ те Кăнтăр Нидерланд пулнă. Çурçĕр тинĕс хурринче вырнаçнипе Бельгире çанталăк вылянчăк, çĕр тикĕс, чи çӳллĕ сăрт та 600 метр çӳллĕш кăна. Пысăк юхан шывсем – Шельда тата Маас. Кунти вăхăт Мускавринчен икĕ сехет кайра пырать.
Бельги территорийĕ 30 пин тăваткал çухрăм ытла, ку Ульяновск облаçĕнчен 7 пин сахалтарах. Пурĕ 10,8 миллион çын пурăнать. Çӳллĕ çуртсенче пурăнмаççĕ Европăра, йывăç тăрринчен çӳлерех пурăнсан хăйсене лайăх мар туяççĕ. Интереслĕ, хваттер калăпăшне Бельгире тăваткал матрпа мар, кубла метрпа виçеççĕ. Урăхла каласан урай лаптăкне кăна мар, мачча çӳллĕшне те шута илеççĕ. Çĕршывăн çурçĕр пайĕнче фломандсем вырнаçнă (60 процент), вĕсем нидерланд чĕлхипе калаçаççĕ, перекетлĕ халăх. Кăнтăрта вара валлонсем пурăнаççĕ (40 процент), вĕсем французла калаçаççĕ, укçа тăкаклама, илемлĕ пурнăçа юратарах параççĕ. Çапла чĕлхе никĕсĕ тата йăла-йĕркере пĕр шухăшлă пулманнипе ку халăхсем килĕштереймеççĕ. Суйлавсем вăхăтĕнче вара митингсем, демонстрацисем патнех çитет. Кашни енĕ хăйсен çыннисене суйласшăн. Çавна пула нумаях пулмасть Бельги пĕр вăхăт парламентсăр пурăнчĕ. Тӳресен (чиновниксем) патшалăхăн икĕ чĕлхине те пĕлмелле, унсăр ĕçе илмеççĕ.
Ку çĕршывра хулара пурăнакансен шучĕ 97 процента çитет. Арçынсем вăтамран 75 çул пурăнаççĕ, хĕрарăмсем – 82. Пенсие арçынсем 65 çулта каяççĕ, хĕрарăмсем – 64. Бельгиецсем – христиансем, католицизм анлă сарăлнă, протестантсем те пур. Кунта ют çĕршыв çыннисем нумай пурăнаççĕ – 27 процент. Ку акă мĕнпе çыхăннă.
Бельги Европа варринерех ларать. Ун тĕп хулине вара – Брюсселе — Европăн тĕп хули теме те пулать. Кунта чи малтан виçĕ çĕршыв пĕрлешĕвне туса хунă — Бенилюкс (Бельги, Нидерланд, Люксембург). Халĕ Брюссель — Евросоюзăн (унта 27 çĕршыв кĕрет) тата Хĕвеланăç Европа çĕршывĕсен пĕрлешĕвĕн тĕп хули. Кунтах НАТО штаб-хваттерĕ вырнаçнă. Еврокомиссариат та кунтах ларать, кашни уйăхра лару ирттерет. Демократи йĕркипе пурăнатпăр, никама та хĕсĕрлеме юрамасть тени ку çĕршыври лару-тăрăва йăлтах пăлхатса янă. Халĕ ку бельгиецсен чи пысăк йывăрлăхĕ пулса тăнă. Кунта çăмăл пурнăç шыраса Африкăри тата Азири çĕршывсенчен нумай çын килет. Вĕсем ĕç парăр тесе ыйтмаççĕ, пособи парăр теççĕ. Ĕçлемесĕр, çав вăхăтрах вырăнти саккуна пăхăнмасăр пурăнасшăн. Вăрлаççĕ тата ытти преступленисем нумай тăваççĕ. Килеççĕ те Бельгире пурăнма ыйтса документ параççĕ. Вĕсене вара вăхăтлăха пӳлĕм е хваттер, уйăхсерен пособи параççĕ. Докуменчĕсем темиçе уйăх кантурсем тăрăх çӳреççĕ, вĕсене тĕрлĕ комиссисем пăхса тухаççĕ. Хирĕçлесе тавăрса парсан килнĕ çынсем докуменчĕсене тепĕр хут çырса параççĕ, çапла вăхăта вĕçĕмсĕр тăсаççĕ. Ку вăхăтра вĕсем патне хăйсен çĕршывĕсенчен тата тăванĕсем, юлташĕсем килсе тĕпленеççĕ. Çапла вĕçĕ-хĕрри çук. Пособи тата хваттер тӳрех памасан хирĕçлеççĕ, пикет тăваççĕ, пысăк çуртсем е стройкăри çӳллĕ вырăнсене çемйипе хăпарса сиксе вилетпĕр тесе хăратаççĕ. Çавăнпа халĕ стройкăсене хураллаççĕ. Çак пăлхануллă лару-тăрупа националистсем усă кураççĕ, пуçĕсене çĕклеççĕ. Сăмахран, Антверпен мэрне вĕсен çыннине суйланă.
Брюссель авалхи нидерландсен чĕлхипе «шурлăх çинчи ял» тени пулать. Кунта халĕ 1,1 миллион çын пурăнать.1960-мĕш çулсенче хулара кивĕ кварталсене тустарса тимĕрпе бетонран тата кĕленчерен çӳллĕ те илемлĕ çуртсем тума тытăннă. Ăна «брюсселизаци» теççĕ. Вунпĕрмĕш ĕмĕрте туса лартнă собор илемĕ тĕлĕнтерчĕ, ун çӳллĕшĕ 64 метр. Мĕнле хăпартса лартнă ăна çав вăхăтра, пысăк крансем пулман вĕт. Хулан чĕри вара — Гран Пляс текен вырăн (ăна ЮНЕСКО списокне кĕртнĕ), ку пысăк лапам (площадь) тени пулать. Тăршшĕ 110 метр, сарлакăшĕ — 68. Ун хĕрринче 17-мĕш ĕмĕрте тунă çуртсем. Кунтах Король çурчĕ, мэри. Гран Плясран инçе мар Брюссель хулин палли, пĕтĕм тĕнче пĕлекен фонтан – Шăрса тăракан Арçын ача. Ăна 14-мĕш ĕмĕртех тунă. Бронза статуйăна çурт çумне 3-4 метр çӳллĕшĕнче вырнаçтарнă, пысăкăшĕ – 61 сантиметр ( виçĕ шит). Ун пирки нумай сăмах-юмах çӳрет. Пĕрин тăрăх, арçын ача çапла мелпе хулана пушартан сыхласа хăварнă имĕш. Арçын ачан 800 ытла тум, кăнтăрла вăл тумпа, тĕттĕм пулсан хывăнать. Эпир çутăлла пытăмăр – симĕс кĕпепеччĕ, Гран Пляс лапамне кайса киличчен тĕттĕмленчĕ. Килтĕмĕр те – статуя çарамас. Кунта фотоаппаратпа пĕччен лăпкăн ӳкерĕнме те май çук. Акатуйри пек çын. Интереслĕ, хулара Шăрса ларакан Хĕрача статуйи те пур, вăл çур метр, ăна 1985 çулта çеç ăсталанă.
Брюсселĕн чи паллă сувенирĕсем – шăккалат, чĕнтĕр тата чиерен тунă «Крик» ятлă пиво. Пире Украина хĕрĕ хăйсен шăккалат лавккине илсе кĕчĕ, ун историйĕ пирки, мĕнле хатĕрленине каласа пачĕ, пурне те 3-4 тĕрлĕ шăккалат парса тутантарчĕ. Ку хулара пĕрремĕш хут çĕрулмирен фри тума вĕреннĕ. Вафли те тутлă теççĕ. Пылак юратсах каймастăп та – туянмарăм.
Чукун çул вокзалне çитрĕмĕр – пĕр пуйăс та курăнмасть. Вĕсем унта çĕр айĕнчен пыраççĕ иккен, метро пек. Вокзала кĕретĕн те вакунсем патне аялалла анса каятăн. Кĕмелли алăк патĕнче пĕр индус ксилофон текен музыка инструменчĕпе тĕрлĕ кĕвĕсем шăрантарать. Ак хайхи! «Подмосковные вечера», «Калинка» кĕввисем янраса кайрĕç кунта. Пĕр вăхăт ятарласа итлесе тăтăм. Ют çĕрте палланă, пĕлнĕ япалана илтни-курни питĕ тунсăхлă. Хăлхара темĕнччен илтĕнсе çӳрерĕç ку кĕвĕсем…
Эпир паян ирхине Нидерландран хускалнăччĕ, Бельги витĕр тухрăмăр, каç выртма Францири Лиль хули çумĕнчи отеле кĕтĕмĕр. Парижа çитме – 200 çухрăм.
 
(Малалли пулать.)
 
: 923, Хаçат: 50 (1246), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: