Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 36-38-мĕш номерсенче.)
Юратнă мăнукĕ салтакран каялла таврăнасса кĕтсе илеймесрен хăрарĕ Мархва. Пĕр кунхине ватă хĕрарăм упăшкинчен юлнă пурлăха пытарса хунă вырăнтан кăларчĕ. Вунпилĕк ылтăн укçа юлнă унăн хутаç тĕпĕнче.
-Ĕмĕре тулли ирттермелĕх пурлăх хăвартăн пире валли, Лекçей. Ку укçана вăрçă вăхăтĕнче йывăр пулчĕ пулин те сутмарăм, никама та памарăм. Пурĕпĕр усăсăр пĕтетчĕç. Халь ывăлăмсене пайласа паратăп, сана та, мана та асăнччăр. Ку хĕресе вара никама та памастăп. Ылтăн вăчăрине ăçта хунă-ши, астумастăп. Ырă çĕрте выртмалла пултăр сана, Лекçей. Кĕçех эпĕ те сан пата çитĕп,- мăкăртатрĕ вăл хăйпе хăй.
Каçпа килĕнче пурте пухăнсан Мархва Хĕветĕрпе вĕсен икĕ аслă ывăлне кăчăк туртрĕ.
-Атьăр-ха чăлана, каламалли пур,- терĕ.
Хĕветĕр, Кулька тата Петĕр Мархва хыççăн чăлана кĕчĕç.
-Аслаçу патша çарĕнче 25 çул хĕсметре тăнă. Пурлăхне нумай илсе килнĕ. Хамăр нихăçан та ĕçлемесĕр ларман пулин те пурнăç тăршшĕпе ылтăн нумай пĕтрĕ. Халь шутласа пăхрăм та, вунпилĕк ылтăн укçа юлнă. Эп вĕсене сире виçсĕре пĕр пек пайласа парасшăн. Кулька салтака тухса кайиччен пайлас терĕм. Кĕтсе илеймĕп те. Кашнине пилĕкшер ылтăн укçа. Упрăр, пиллесе паратăп. Телей патăр вăл сире, пире нихăçан та ан манăр,- терĕ ватă çын.
-Апай, тавтапуç сана,- терĕ çемçе кăмăллă Кулька ват çынна ыталаса. – Эп пĕрремĕш хут ылтăн куратăп.
-Малашне нумай курмалла пултăр. Çак пиллесе панă укçа сана салтакри йывăрлăхран сыхлатăр,- терĕ Мархва.
Чăнах та, Кулька ылтăна салтаках илсе кайрĕ. Килĕнче пытарса хăварсан тем те пулма пултарасса пĕлет вăл. Асламăшĕ хăйне хытă юратнипе амăшĕ юратмасть аслă ывăлне. Ашшĕне те хĕтĕртсех тăрать.
Виçĕ çултан салтакран чип-чиперех таврăнчĕ Кулька. Тӳрех асламăшĕ патне чупса пычĕ, хăлхинччен вăрттăн:
-Эс пиллесе панă ылтăнсене тĕрĕс-тĕкелех каялла илсе çитертĕм,- терĕ.
Мархва чăннипех юратать Кулькана. Ватăлнăçемĕн ялан Хĕлимун тесе чĕнет.
-Чун тухаймарĕ-ха ман, Хĕлимун. Сана салтакран кĕтсе илеймĕп пуль тенĕччĕ. Кĕтсе илтĕм. Лере кайма ниепле те Турра юрăхлă мар пулмалла. Халь пурнăçĕ те пурнăç мар ĕнтĕ манăн. Хама хам аран пăхатăп, çăваймастăп. Юрать-ха, ураран ӳкмен, çӳретĕп,- каласа пачĕ ват çын.
Чăннипех нушаланса пурăнчĕ Мархва. “Нушапа çуралнă, нушапах вилме тивет ман. Юрать, пурнăçра Лекçей тупăнса 25 çул ырлăх кăтартрĕ”,- шухăшласа çӳрерĕ вăл.
Шухăшламалăх пур çак пурнăçра. Кинĕ хăйне пĕрре те хисеплемест. Пĕрле апат ларса çиме те чĕнмеççĕ ват çынна. Ывăлĕ те арăмĕн сăмахĕнчен иртеймест. Амăшне хисеплемест, арăмĕ кӳрентерни çине лăпкăн пăхать. Пĕр-ик хутчен алă çĕклерĕ амăшĕ çине. Çав вăхăтра кинĕ: “Çап, çап ăна”, - тесе юнашар хĕтĕртсе тăчĕ.
Алли хытса ларнипе ĕçлеймест халь Мархва. Мунчана та пĕччен кайса çăвăнма тивет унăн. Унтан-кунтан тĕккелесе илет çан-çурăмне курăс мучалипе. Ытларах вара лапка çинче тарласа ларать. Тум-юмне те никам та çуса памасть ăна. Витрере ăшă шыв ярса япалисене аллипе çавăрттарать-çавăрт тарать те урама тухса çакать. Йăваласа çума аллисем хускалмаççĕ, веçех хытса ларнă мар-и?
ххх
Аслă мăнукĕ авлансан тепĕр çул çĕнĕ çурт лартрĕ.
-Эп панă ылтăнпа усă куртăн-и? – вăрттăн ыйтрĕ пĕррехинче Мархва Кулькаран.
-Апай, калама та аван мар, ылтăна манне килтен вăрланă. Эп пĕлнĕ тăрăх атте илнĕ. Кунта темле чикан килнĕ тет-и? Çавна манне те, хăйĕнне те ылтăн укçисене парса пӳрт витмелли шăвăçпа ылмаштарнă. Унсăрăн мĕнле укçапа виттĕр вăл пӳрт тăррине. Аттерен ман ылтăн ăçта кайса кĕнĕ тесе ыйтрăм та, малтанах пĕлместĕп терĕ, кайран вара эп ăна чикана сутса ятăм терĕ. Вăт çапла, апай. Эс пиллесе панă япаласăр тăван аттех хăварчĕ мана. Юратмаççĕ мана вĕсем. Аннепе иккĕшĕ те пĕртте телей сунмаççĕ,- терĕ пăшăрханса.
-Ах, - кулянса ӳкрĕ Мархва. Куçĕнчен тапса тухнă куççульне кĕпи çаннипе шăлса илчĕ. - Сана, ман Хĕлимуна çапла мăшкăлашрĕç-и?
-Ялан çапла вĕсем. Аннене тем пулнă, авланнă хыççăн унччен хам тăхăннă япаласене те веçех туртса илчĕ. Пĕрремĕш хут арăмпа мунчана кайсан тăхăнса тухма пĕр япала хăвармарĕ. Хурисемпех тухма тиврĕ. Çийре мĕн пулнă, çавăнпа юлтăм. Юрать-ха, кăçал хамăр çурта туса пĕтертĕмĕр. Унта пурăнма куçатпăр. Арăма та канлĕх çук кунта, пĕтерет, кăшласах ярать анне.
-Пĕлетĕп ĕнтĕ, кине епле кăшланине. Арăмна мана мунчара çунишĕн, япаласене çуса панишĕн курайми пулчĕ аннӳ. Маншăнах лекрĕ ăна,- терĕ Мархва. Унтан пуçне чикрĕ, пăшăлтатнă пек малалла хушса каларĕ. – Тен, мана та хăвăр пата пурăнма илсе каятăр. Йывăр мана хам тăван килте. Сан арăму лайăх,- терĕ.
Тепĕр кун вăл Лекçейрен юлнă пысăк хĕресе пытарнă çĕртен кăларчĕ те Кулькана тыттарчĕ.
- Эпĕ сана асăнмалăх парнесĕр хăварма пултараймастăп. Аслаçуна нихăçан та ан манăр. Пехил сире,- терĕ.
Аслă мăнукĕ патĕнче нумаях пурăнаймарĕ Мархва. Кинĕпе мăнукĕ хăйне валли уйрăм вырăн хатĕрлесе хунă пулин те вăл кăмака хыçĕнчех çывăрса пурăнчĕ. “Мана кунта меллĕрех тата ăшăрах”,- хуравларĕ вырăн çине выртма ӳкĕтлекен мăнукĕпе кинне. Хăш чухне мăнукĕн аслă хĕрне астурĕ.
Пĕррехинче тĕлĕкре Лекçее курчĕ. Савăнчĕ Мархва. Лекçей те хирĕç тухрĕ, ыталарĕ. Çитет манран уйрăм пурăнса, хам пата кил тесе аллинчен тытса таçталла илсе кайрĕ. Ирпе вăрансан Мархва кинĕпе мăнукне каялла хăйĕн тăван килне леçсе яма ыйтрĕ.
Тепĕр кун унăн чунĕ тухрĕ.
 
: 1106, Хаçат: 39 (1131), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: