Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Урхамах пек çулсем вирхĕнеççĕ:
Тен, памасть тулăх пурнăç сисме.
– Сывлăх пултăрччĕ çирĕп! – тееççĕ, –
Пурнăçран сăлтав пулмĕ писме.
 
Шăпана çăлтăрсем палăртаççĕ:
Лаша çулĕ кăçал – ĕç ăнать.
– Пархатарлă та чыслă, - калаççĕ, –
Хуçине парăнса пăхăнать.
 
Чăвашсемшĕн ниме – тĕп уявах,
Ушкăнпа пуçăнсан – ĕç вĕрет.
Пирĕн майлă шăпа, ăна – тавах,
Пĕр-пĕрне ăнлансан – ăс кĕрет!
 
Ытти халăх пиртен тĕслĕх илтĕр
Ĕç тума, юратма, туслашма…
Чăвашсен уявне хапăл килтĕр
Кар тăрса юрлама, ташлама!
 
Урхамах саламне йышăнсамăр:
Ырлăх, сывлăх пире вăл пиллет.
Телее туптакан пулар хамăр,
Ахальтен пурнăç тени – силлет!
 
: 633, Хаçат: 51 (1247), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: