Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп.
Тăвансем, тăвансемех пулар.
Тăнăç пурнăç, малашлăх сунатăп,
Пĕр-пĕрне ыр сунса йăл кулар!
 
Çапла, çул хыççăн çул иртет. Пĕр сисĕнмесĕр. Анчах сирĕнпе пĕрле чухне кăна, хисеплĕ вулакансем!
Эсир пирĕн чи çывăх туссем, тăвансем пулнине 2013 çулта сиртен 350 материал (хыпар, сăвă-калав, сăн ӳкерчĕк…) илни ĕнентерӳллĕн çирĕплетет. Вĕсенчен икçĕр аллăшĕ хаçатăмăрта кун çути курчĕ. Çирĕм пиллĕкĕшĕпе çеç тĕрлĕ сăлтавсене пула усă кураймарăмăр. Ыттисем 2014 çулта пичетленĕç.
2013 çулта «Канаш» хаçатпа çыхăну тытнă хастарсене ытти вулакансем пĕлмеллех. Акă вĕсем: А.Григорьев, А.Агафонов, Е.Арланова, П.Андрихов, Н.Анфимов, В.Андрихова, Н.Антонова, Т.Азанов, В.Архипов, А.Ашкеров, А.Белова, А.Байдеряков, А.Богатов, И.Виноградова, Е.Вергайкина, Н.Васильева, В.Вершилкина, О.Васильева, А.Головина, М.Горячев, Л.Данилов, П.Долгов, С.Дьяконов, Н.Дворов, А.Ефимов, Е.Ермолаева, Н.Еремеев, В.Журавлёв, Г.Желтухин, Н.Зимин, М.Ильин, Н.Иванова, Н.Казаков, Н.Кирюшин, Г.Карсаков, О.Кирхеева, Т.Карсакова, Н.Кушты, С.Казакова, Ю.Кудаков, Т.Казакова, Г.Кондратьев, С.Кочнева, В.Киверова, Л.Краснова, А.Коновалова, Н.Кадебин, К.Краснова, И.Кирпичников, Т.Краснова, Н.Кондрашкин, Н.Лисова, Д.Лахмистров, Н.Литвинова, В.Лысов, Н.Лазарева, Р.Макарова, М.Мискин, А.Макаров, И.Милюшкина, Г.Мадюков, В.Муравьёв, Н.Мулендеев, А.Никонорова, Г.Никитина, Д.Орлов, А.Пешне, З.Портнова, Р.Прокопьева, Л.Петрова, П.Рахманов, Н.Розов, Серте Мишши, В.Станьял, Н.Сайгушева, Н.Смирнова, А.Садовникова, И.Сабиров, Н.Садовников, В.Симаков, М.Селендеева, И.Тарасов, В.Тарават, И.Тенюшев, Г.Улюкин, Д.Ульянова, В.Ульянов, Л.Филиппова, Ф.Хасанова, В.Хвойницкая, Б.Чернов, Р.Чепунов, И.Жамигулова, О.Кашеева, П.Кашеев, А.Юман, А.Юрату, В.Ярухин, Л.Ярославская.
Шел, «Канаш» хаçатăн виçĕ тусĕ – Василий Васильевич Коновалов, Виталий Семёнович Чекушкин, Альбина Михайловна Цырульникова – ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç.
Обществăлла корреспондентсем хаçатăмăр тĕшшине пуянлатма пулăшаççĕ. Туссен йышне пысăклатаççĕ. Вĕсем те хаçат журналисчĕсемпе пĕр тан облаçра, кӳршĕ регионсенче пурăнакан ентешĕмĕрсен пурнăçне çутатса параççĕ. Анатолий Юман, Зинаида Портнова, Нина Антонова, Геннадий Карсаков, Николай Розов материалĕсем хаçатра 3-5 хут кун çути курчĕç. Пётр Рахманов вара вăтăр ытла (!) ентеш кун-çулне çутатса пачĕ, вĕсене хаçат çырăнма пулăшрĕ. Çапла майпа вăл «Канаш» хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ – 2013» ята çĕнсе илчĕ.
Вулакансем сăвă-калав вулама юратни куçкĕрет. Поэзие юратакансемшĕн Серте Мишшин, Анатолий Юманăн, Анатоли Ырьятăн, Андриян Григорьевăн, Нина Васильеван, Василий Журавлёвăн, Николай Ларионовăн, Алексей Ашкеровăн, Лаврентий Даниловăн, Геннадий Карсаковăн, Галина Никитинан, Николай Еремеевăн, Валентина Тараватăн, Николай Дворовăн, Виталий Архиповăн сăввисем пичетленчĕç. «Канаш» хаçатăн поэчĕ – 2013» ята Нина Васильева тивĕçрĕ. ( Конкурссем профессионал мар сăвăçсемпе çыравçăсем валли çеç йĕркеленеççĕ.)
Калав-повесть хайлас ĕçри маçтăрсем – Валентина Тарават, Лаврентий Данилов, Анатоли Ырьят, Йĕлмел Микулайĕ – яланхи пекех вулакансене савăнтарчĕç. Пире хăй тĕллĕн вĕреннĕ çыравçăсен – Екатерина Вергайкинан, Анна Никонорован, Нина Васильеван, Василий Журавлёвăн, Мария Селендееван – пултарулăхĕ ӳссе пыни савăнтарать. Вĕсен хушшинче Анна Никоноровапа Екатерина Вергайкина «Канаш» хаçатăн прозаикĕ – 2013» пулса тăчĕç.
Хаçатра Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕн вĕренекенĕсен – Максим Мискинăн, Артём Макаровăн, Оксана Кирхееван, Снежана Казакован, Татьяна Казакован, Александр Ефимовăн, Алиса Головинан, «Тăхăрьял тăхăмĕ» ушкăн çыравçин – Надя Смирнован, Чăваш Республикинчи Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕсен – Мария тата Настя Даниловасен сăввисемпе хайлавĕсем пичетленни кӳршĕсемпе çыхăну çывăхланса пынине çирĕплетет. Хамăр облаçри Майна районне кĕрекен Чӳрекел шкулĕн вĕренекенĕсем – Денис Лахмистров, Алёна Белова, Вероника Киверова, Дима Орлов, Максим Горячев, Анна Садовникова, Василий Лысов, Иван Сабиров, Дарья Ульянова, Вадим Ульянов, Никита Садовников, Анна Коновалова, Кристина Краснова, Татьяна Краснова, Александр Шкаликов, Сергей Дьяконов, Екатерина Шкаликова – каллех хаçатăн обществăлла çамрăк корреспонденчĕсен йышĕнче. Вĕсем Л.Ф.Ярославская вĕрентӳçĕ ертсе пынипе çырав ĕçĕнче пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ. Екатерина Шкаликова вара «Канаш» хаçатăн прозаикĕ – 2013» ята тивĕçлипе çĕнсе илчĕ.
Таврапĕлӳçĕсен йышĕ çулленех пысăкланса пырать. Николай Кирюшин, Роза Макарова, Пётр Андрихов, Николай Розов, Николай Кадебин ĕçĕсем темиçе хут пичетленчĕç. Николай Кирюшин вулакансен умне сакăр хутчен тухса «Канаш» хаçатăн таврапĕлӳçи – 2013» ята тивĕçрĕ.
Хаçатра вĕрентӳçĕсен ĕçĕсем те курăнкаларĕç. Надежда Сайгушева (Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕ), Валентина Вершилкина (Барăш районĕнчи Сантряпуç шкулĕ), Наталия Иванова (Чăнлă районĕнчи Покровски шкулĕ), Лидия Ярославская (Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕ) вĕрентӳ, воспитани ĕçĕн енĕсене çутатса пачĕç. Малтисен ретĕнче вара кӳршĕсем – Татьяна Карсакова (Тутарстан, Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕ) тата Анатолий Байдеряков (Тутарстан, Теччĕ районĕ, Кăнна Кушки шкулĕ). Вĕсен «Çăкăртан асли çук», «Асамлă уй» вулав тата вăйă урокĕсен планĕсем вĕрентӳ мелĕн тĕслĕхĕсем темелле.
2013 çулта конкурса ярса панă сăн ӳкерчĕксем нумаях пулмарĕç. Анчах Геннадий Улюкин, Зинаида Портнова тата Николай Розов ĕçĕсене палăртса хăвармаллах. Зинаида Портнова «Этем тата çут çанталăк», «Кĕтӳре». «Салтак тӳми – парне пултăр» ĕçĕсемпе мала тухрĕ. Вăл – «Канаш» хаçатăн сăн ӳкерекенĕ – 2013» ята тивĕçрĕ.
Чăваш халăх ăсчахĕсем хăйсен ĕçĕсемпе палăрсах каймарĕç. Николай Розов çеç çулталăк хушшинче пурнăçланă ĕçĕсене хаçатра кун çути кăтартрĕ.
Хаçатра çĕнĕ рубрикăсем – «Чăваш тĕрри», «Пирĕн урамсем», «Шахмат конкурсĕ» - уçăлни вулакансен кăмăлне кайнине туйрăмăр.
2014 çул гороскоп паллипе – Лаша çулĕ. Ку чĕр чун – ĕç выльăхĕ. Чăваш халăхĕ вара ĕç тесен чунне пама хатĕр. Çунатлă урхамах палăртнă тĕллевсене пурнăçлама çунатлантарса, вăй-хăват хушса тăтăр, çирĕп сывлăх та иксĕлми телей парнелетĕр.
 
Пурăнар-ха Çĕр çинче пĕрле,
Пурнăçĕ те пирĕншĕн пĕрре.
Çĕнĕ çул çумăрĕн мерченне
Парнелер-ха ăшшăн пĕр-пĕрне!
 
: 1112, Хаçат: 51 (1247), Категори: Cырусен тишкерeвe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: