Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче шăматкун «Капăр чăрăш» уяв иртрĕ. Ăна УОЧНКА тата Чăваш культура центрĕ йĕркеленĕ. Уява хатĕрлеме УОЧНКА çумĕнчи Çамрăксен канашĕн хĕрĕсем тăрăшнă — вĕсемех ертсе пычĕç.
Пурĕ облаçри чăваш ялĕсенчен нумай ачаллă çемьесенчен тата чăваш чĕлхине шкулта вĕренекен, çаплах сусăр 44 ача килсе çитрĕ. Чăнлă районĕнчи Лянкинсен çемйинчен усрава илнĕ пилĕк ача килнĕччĕ. Çак районти Пухтел, Кивĕ Улхаш ялĕсенчен, Ульяновск районĕнчи Ишевкерен, Симĕс Ращаран та пурччĕ. Чăрăш тавра тăрса пĕрле савăнма Ульяновскри 55-мĕш шкул ачисем те килсе çитнĕччĕ, вĕсем хушшинче тутарсем те пурччĕ. Çапла чăваш уявĕ нацисен хушшинчи уявах çаврăнчĕ.
Ертсе пыракансем тĕрлĕ викторинăсем, конкурссем ирттерчĕç, ачасене канихвет-пĕремĕк парса хĕпĕртеттерчĕç. Пылак япаласене ачасене парнелекенĕсем – «Глобус» фабрикăн учредителĕ А.Н.Кочков, "Авто-Форум" общество пуçлăхĕ Г.В.Майрабеев.
Пĕр уявĕ вĕçленсен тепри пуçланчĕ. Хальхинче чăрăш тавра Ульяновскри Чукун çул районĕнчи УОЧНКА автономийĕн «Килĕшӳ» уйрăмĕ илсе килнĕ ачасем тăчĕç. Чи пĕчĕккисем çулталăк çурăра кăна-ха, аслисем саккăрта. Вĕсем пурте нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенчен. Ачасене районти социаллă хӳтлĕх комитечĕ пулăшнипе пуçтарнă. Вĕсем валли парнесем туянма «Ульяновскмебель» пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн пуçлăхĕ, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ А.Г.Еленкин укçа-тенкĕ уйăрнă.
Çапла вара «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музей кунĕпех ача-пăча сассипе, юрă-кĕвĕпе янăрарĕ.
 
: 920, Хаçат: 51 (1247), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: