Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку сăмахсене Кивĕ Улхашра ĕçлесе пурăнакан ентешĕмĕр Николай Кадебин пиркиех каланă тейĕн. Вăл Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ, РСФСР халăх çутĕç отличникĕ, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ячĕсене тивĕçнĕ. 2006 çулта унăн сăнне Ульяновскри вĕрентӳçĕсен, 2007 çулта – Чăнлă районĕн Хисеп хăмисем çине вырнаçтарнă. Николай Константинович нумай çул Пухтелĕнчи тата Кивĕ Улхашри вăтам шкул директорĕнче вăй хунă. «Старые Алгаши» тата «В бой иду за вас, родные» кĕнекесен авторĕ. Халĕ те вăл доска умĕнчех: тăван шкулта рисовани урокĕсене илсе пырать. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче ентешĕмĕр 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.
Николай Кадебин паян – редакци хăни.
-Николай Константинович, ачалăхăр çинчен каласа параймăр-ши?
-Тĕрĕссипе, мана анне раштавăн 19-мĕшĕнче çуратнă. Тăхăр ачаран эпĕ – асли. Çыртарма кайма укçи-тенки те пулман атте-аннен. Сĕт-çу сутса укçа тусан тин кайса çыртарнă. Çапла халĕ мĕнпур документ çинче манăн урăх дата тăрать. Шкула вара мана çиччĕ тултармасăрах янă. Ачасем сахал пулнипе ĕнтĕ. Пĕрремĕш класа аран-аран пуçтарнă вăл вăхăтра. Эпĕ хăюллă калаçнă, аван вĕреннĕ. Пĕрремĕш чĕрĕке пĕтерсен мана шкул директорĕ Г.Ф. Осипов линейка умĕнче çӳлелле çĕклесе илнĕ те çапла каланă: «Николай Кадебин "пиллĕк" паллăсемпе çеç вĕренет, пĕр кун та шкултан юлман. Çапла вĕренмелле!». Çапла мухтани тата лайăхрах вĕренме хавхалантарнă пулĕ çав. Мана шав шкул тулашĕнчи ĕçсене явăçтаратчĕç. Отряд, унтан дружина председательне суйларĕç. Аван ӳкернипе шкулти стена хаçачĕсене кăларма та мана шанса паратчĕç, пĕчченех калăплаттăм.
-Ӳкерес пултарулăх аçăр-аннĕртен куçман-и?
-Çук. Ӳкерме эпĕ хамăр ял çыннинчен — Александр Пешнерен — вĕрентĕм. Тавах ăна çакăншăн. Шур сухаллă ентешĕмĕр чăвашлăх ĕçне халĕ те хастар хутшăнать-ха. Вăл мана пĕрре Аркадий Гайдарăн сăн ӳкерчĕкне кантăк витĕр йĕрлесе пачĕ. Ӳкерме сăрĕсене те шеллемерĕ. Хăй лайăх ӳкеретчĕ. Çав тери кăмăла кайрĕ мана çак ĕç. Эпĕ ун хыççăн Гайдарăн портретне пĕр 20-30 хут та çаптартăм пулĕ. Танк мĕлкине те ӳкерсе панăччĕ вăл мана. Сăрлама та вĕрентрĕ. Кайран эпĕ класра пурне те ӳкерсе патăм. Танксене касса кăлараттăмăр та вăрçăлла выляттăмăр.
Ас тăватăп-ха, пирĕн патăмăра пĕррехинче Александр Мусяков кĕнĕ. Эпĕ ӳкернине курсан вăл аннене çапла каларĕ: «Ку ачана сирĕн малалла вĕрентес пулать». Шкулта та вăл çакăн пирки калаçнă ахăр. Тытăнчĕç мана ӳкерсе пама ыйтма… Математика, физика, хими учителĕсем ыйтнипе нумай методика материалĕ ӳкерме тиврĕ. Малтан ӳкерчĕке тăваткалласа куçараттăм. Кайран пăхса ӳкерме хăнăхрăм. Майĕпен плакат перовĕпе çырас ăсталăха туптарăм. Килтен шпалер илсе килтĕм, Д.Сандркин саспаллисене вырнаçтарма вĕрентрĕ. Вăл вăхăтра плакатсемпе пур çĕрте те анлă усă куратчĕç. Колхоз валли, суйлав тĕлне те мана çыртаратчĕç. Эпĕ ĕçлени аттен ĕç кунĕ шутне кĕретчĕ.
Салтака кайсан та алăран кăранташпа перо кайман. Мана взвод командирне пулăшаканне суйларĕç. Карттăсем, çар хаçачĕсем ӳкерттеретчĕç. Унтан штаб пуçлăхĕ хăй патне ĕçлеме илчĕ. Салтаксене хатĕрлекен классене илемлететтĕм. Мана сержант звани пачĕç. Виçĕ çул хушшинче виçĕ хутчен отпуска килсе кайрăм.
- Кайран шкул сирĕншĕн иккĕмĕш кил пекех пулса тăнă.
-Çапла. 1968 çулта салтакран таврăнсан шкулта физика, физкультура тата черчени учителĕ кирлĕ терĕç. Эпĕ килĕшрĕм. Ĕçленипе пĕрлех куçăмсăр майпа Шупашкарти патшалăх педагогика институтне художествăпа графика факультетне вĕренме кĕтĕм. Диплома «5» паллăпа хӳтĕлерĕм, патшалăх экзаменĕсене те çавăн пекех аван патăм. 1970-1975 çулсенче хамăр шкул директорĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçларăм. Унтан – виçĕ çул Пухтелĕнчи вăтам шкулăн директорĕнче, 1982-1990 çулсенче Кивĕ Улхаш шкулĕнче директорта. Вăйлă чирлесен мана тухтăр лăпкăрах ĕç суйлама хушрĕ. Çапла эпĕ директор тилхепине теприне патăм.
Шкул маншăн чăнах та иккĕмĕш кил. Юратнă ĕçе пăрахма çăмăл мар. Халĕ эпĕ эрнере виçĕ кун хăнăхнă сукмакпа шкула çӳретĕп. 5-8-мĕш классенче сăнарлă ӳнер урокĕсене, 1-4 классенче — «Изображаем, украшаем, строим» кружок илсе пыратăп. Унсăр пуçне эрнере тата 4 сехет таврапĕлӳ кружокне пуçтарăнатпăр. Вĕренӳ çулĕ пуçламăшĕнче мана ялти чиркӳ настоятелĕ Сергий атте вырсарни шкулĕнче православи культурине вĕрентме сĕнчĕ. Маншăн ку пысăк чыс. Эпĕ нумай шутланă хыççăн килĕшрĕм. Сахал мар литература вуларăм, хама хатĕрлерĕм темелле. Халĕ кашни вырсарникун икшер сехет Европа искусствипе уроксем ирттеретĕп. Паллă чиркӳсем çинчен каласа паратăп. Паллах, Чĕмпĕрти, Чăнлă районĕнчи сăваплă вырăнсемпе те паллаштаратăп. Ку ачасене çеç мар, хама та питĕ интереслĕ.
-Сирĕн шкулта Çар Мухтавĕн музейĕ пур. Ахăртнех, кунта сирĕн ăста аллăр перĕннĕ.
-Музей тума 1978 çулта пуçларăмăр. Чăвашкасси, Çĕнĕ Улхаш, Кивĕ Улхаш, Пухтел ялĕсенче Аслă вăрçăра тата ытти хĕрӳ точкăсенче çапăçса палăрнă, пуçĕсене хунă паттăрсем пур. 2000 çулта пирĕн музей пĕтĕм Раççейри шкул музейĕсем хушшинчи конкурсра лауреат ятне тивĕçрĕ.
- Пушă вăхăтра хăвăра мĕнпе йăпататăр?
-Эпĕ ӳкерме тата йывăçран тĕрлĕ япала ăсталама юрататăп. Пĕренерен тĕрлĕ сăнарсем касса кăлартăм. Умри тимĕр картана урам хуралçисем, паттăр çар çыннисем, пирĕштисем, тухьяллă чăваш хĕрĕ илемлетеççĕ. Хам çуртăн адресне те йывăç хăма çине касса кăлартăм.Ĕмĕтсем тата пур-ха. Таврапĕлӳ ĕçĕ илĕртме пăрахмасть. Манăн «Старые Алгаши» кĕнеке тухнăнăччĕ. Васкасарах кăлартăм пулас. Ăна çĕнетсе кăларас шухăшăм пур. Хушмалли питĕ нумай. Сăвăсене те кĕртесшĕн.
-Паянхи саманара мĕнпе килĕшместĕр?
-Юлашки вăхăтра чун йышăнман, вĕчĕрхентерекен япаласем тĕл пулкалаççĕ. Пуçĕсене хырнă арçынсене, кăкăр таран çарамасланнă хĕрарăмсене, радио тата телевидени дикторĕсем васкаса калаçнине, укçана юратакансене, сутăнчăксене чун сивлет.
Шкулта директорта ĕçленĕ чух хам пекки çуккишĕн пăшăрханаттăм. Эпĕ пĕр кун та таврапĕлӳ ĕçĕсĕр пурăнман: ялан мĕн те пулин çĕннине шыранă. Халĕ укçасăр ĕçлекенсем çукпа пĕрех. Хама эпĕ сăвапшăн ĕçлетĕп теме пултаратăп.
- Тавах, вăхăт уйăрнăшăн, Николай Константинович. Юбилей кĕреки тулăх пултăр, телей хĕвелĕ Сирĕншĕн çунтăр!
 
Чăнлă районĕ.
 
: 1000, Хаçат: 51 (1247), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: