Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 20-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи çыравçăсемпе сăвăçсем «Шевле» ларăвне иртсе пыракан 2013 çула пĕтĕмлетме, хăйсен çулталăк хушшинче пурнăçланă ăнăçăвĕсемпе паллаштарма пухăнчĕç.
УОЧНКА автономийĕнчи çавра сĕтел хушшине Анатолий Юман, Валентина Игнатьева-Тарават (Аслă Нагаткин), Нина Васильева (Каша), Лаврентий Данилов (Ульяновск) тата Владимир Сваев, Николай Ларионов, Анатолий Ырьят, Нина Еграшкина, Елена Мустаева, Елена Алексеева ларса литературăри ырă пулăмсене сӳтсе яврĕç, малашнехи плансем пирки калаçрĕç. Пирĕн хушăра çĕнĕ çын та пурччĕ. Вăл – Василий Журавлёв. Пирĕн вулакансем çак çыравçăн «Канаш» хаçат страницисенче пичетленнĕ хайлавĕсене асăрхама та ĕлкĕрчĕç пуль.
«Шевле» литература пĕрлешĕвĕн ертӳçи, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов хăй сăмахне пухăннисене 2014 çулхи кăрлач уйăхĕнчен хаçат тĕрлĕ тĕспе тухма пуçланă ятпа саламланинчен тытăнчĕ. «МедиаЦентр» учреждени пуçлăхне Дмитрий Иванова тата УОЧНКА ертӳçине Владимир Сваева ку ĕçре пулăшнăшăн тав турĕ, чăвашла çыракан авторсене малашне те ывăнмасăр, хавхаланса ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çитес çул облаçри тата Чăваш Енри литература анине мĕнле улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем кĕтнине те каларĕ Николай Николаевич. «2014 çулта «Тăван Атăл» журнал редколлегийĕ Ульяновск область çыравçисен хайлавĕсен ярăмне хатĕрлесе кăларасшăн. Ульяновскра вырăсла çыракан авторсен çĕнĕ «Литературный Симбирск» журналĕ сиртен илемлĕ хайлавсем кĕтет»,-терĕ вăл. Калаçнă май 2013 çулта кĕнекесем кăларнă ĕçтешĕсене, çивĕч калем ăстисене (Анатолий Ырьята, Анатолий Юмана, Валентина Таравата тата ыттисене) саламласа хăварчĕ.
Анатолий Дмитриев-Ырьят 2014 çулхи чăваш çыравçисен юбилейĕсен календарĕпе (тĕслĕхрен, Кăлаткăпуç районĕнчи Чăваш Кăлаткă ялĕн мухтавĕ Курак Иванĕ çуралнăранпа утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче 125 çул пулать) кĕскен паллаштарчĕ. «Канаш» хаçат редакцине çулталăк хушши çырса тăнă авторсене ырласа, ячĕсене асăнса хăварчĕ.
УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев литературăпа, поэзипе çыхăннă мероприятисем нумай ирттермеллине каларĕ, облаçри пултаруллă чăваш ачисен «Путенепе» «Чăваш ачи, сассуна пар!» фестивальсене сăвă ăмăртăвĕсене çĕнĕрен кĕртессине, вырăнти авторсен чăваш юррисене нумайрах кĕвĕлемеллине, Ульяновск область чăвашĕсене пĕрлештерекен юрă (гимн) пулмаллине каларĕ. «Атьăр-ха, тăвансем, нарăсăн (февраль) 21-мĕшĕнче тăван чĕлхе кунĕнче чăваш поэзийĕн уявне, акан (апрель) 25-мĕшĕнче чăваш чĕлхи кунĕнче чĕлхе уявне кĕрлеттерсе ирттерер, пирĕн пек илемлĕ те янăравлă чĕлхе тĕнчипе те урăх çук»,-терĕ Владимир Ильич.
Лаврентий Данилов публицист тата çыравçă кăçал хаçат-журналта пичетленнĕ авторсене мухтаса хăварчĕ. Çамрăксене литература пĕрлешĕвне явăçтарма «Шевле хастарĕ» кăкăр паллине калăплама сĕнчĕ. «Облаçри шкулсене çыравçă-сăвăçсемпе тухса çӳрессине йăлана çавăрмалла», - терĕ Лаврентий Иванович.
- Ĕçлеме чарăнман-ха, кăçал ман тăватă кĕнеке тухрĕ,-терĕ чăваш тĕнчинчи хисеплĕ шурсухал Анатолий Юман çыравçă.-2013 çул маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ çул пулчĕ. Килес çул тумалли ĕçсем те пайтах-ха.
«Шевле» хăни Василий Журавлёв сăвă-калав çырма мĕн хистенине тата иртнĕ пурнăçне аса илчĕ, Анатолий Ырьятăн «Хамашкал» сăввине тата хăй çырнисене пăхмасăр каласа пачĕ. Василий Ксенофонтович Ульяновскра пурăнать, Çĕпрел районĕнчи Алёшкин-Саплăк ялĕнче (Тутарстан) çуралнă.
Елена Мустаева журналист çитес çул калавсен çĕнĕ кĕнекине кăларасшăн. Ун ячĕпе каланă ăшă сăмахсем нумай янăрарĕç тĕлпулура: ун калавĕсемпе «Крахвине» повеçĕ «Суварта» (Хусан) умлăн-хыçлăн пичетленчĕç, Елчĕкре (Чăваш Ен) «Аннесене каçараççĕ» кĕнекен хăтлавĕ иртнĕ.
- Хавхалану çăлкуçĕнчен шыв ĕçсе, пултаруллă çынсемпе тĕл пулса манăн çунат хушăнчĕ. Малашне тата çĕкленӳллĕрех хайлавсем çырăп. Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп сире, чăвашла вулама юратакансем, çыракансем! - терĕ Василий Журавлёв тĕлпулăва хак пама ыйтсан.
 
: 971, Хаçат: 51 (1247), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: