Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку уяв Сакам (Закамье) тата Уралçум (Приуралье) тăрăхĕнчи чăвашсен анлă сарăлнă. Вăл раштавăн 25-мĕшĕнче (кун таврăнăшĕ) тытăнса пĕр эрне тăсăлнă.
Нартукан уявĕ тури чăвашсен Сурхури тата анатри чăвашсен Хĕр Сăри уявĕсем пекрех иртнĕ. Уяв ирттерме кăçал туса лартнă çĕнĕ çурт суйласа илнĕ. Çуртне çĕкленĕ чухнех çамрăксем хуçа уяв ирттерме хирĕç ан пултăр тесе нимелле пулăшнă. Çак кун мĕнпур шăпăрлан çунашкасем сĕтĕрсе урама тухнă. Катаччи туса е сăрт çинчен ярăннă. Тухуринчен вĕçсе аннă чух Нартукан сăввисене хытă кăшкăрса каланă.
Хĕвел ансан каччăсемпе хĕрсем ушкăнсене пуçтарăнса кам мĕнле çветкă тумне тăхăнмаллине калаçса татăлнă та килĕсене саланнă. Каччăсем – карчăк, хĕрсем – арçын тумĕсене тăхăннă. Вара урам тăрăх пырса кашни киле шакканă. Каччăсене ытларах чух хĕрсем пурăнакан е хăна хĕрĕ килнĕ çуртсем кăсăклантарнă. Вĕсене каччăсем Нартукан иртекен çурта йыхравланă. Кунта çамрăксем юмăç янă, юрланă, ташланă, вăйăсем вылянă. Çакăнта пулас мăшăрĕсене суйласа илнĕ.
 
: 980, Хаçат: 51 (1247), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: