Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ çул каçĕнче вăрттăн ыйтни яланах пурнăçланать теççĕ. Пăртак чăтăмлăх çеç кирлĕ. Енчен те нумай вăхăт кĕтме хал çитермесен тытмалла та çывăх вăхăтрах, хăвăнах, çине тăрса çак шухăша пурнăçлама тытăнмалла, ĕмĕте çывхартмалла. Пăртах тăрăшуллăрах, хăюллăрах пулăр. Вара веçех эсир кĕтнĕ пек пулса тухать! Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе сире, тĕлĕнтермĕше ĕненекенсем! Юратуллă, телейлĕ, сывлăхлă пулăр!
Унăн çĕнтермеллех!
Ачалла ăс-хакăллă, кахал упăшкинчен уйрăлсан Улька виçĕ ачипе (пĕчĕк ывăлпа йĕкĕреш хĕрсем) пĕччен тăрса юлчĕ. Вĕсем ун мĕнпур вăхăтне, вăйне илеççĕ. Ашшĕ тĕпренчĕкĕсене ӳстернĕ çĕрте ним те тумасть, алимент тӳлемест. Пĕрле пурăннă чухне те хăйне çеç юрататчĕ вăл, ĕç укçине те арăмне тыттармастчĕ. Çамрăк хĕрарăм чăтас темерĕ ăна, хăех суда заявлени кайса пачĕ.
Иртен пуçласа каçчен çамрăк аннене пĕрешкел ĕçсем кĕтеççĕ: апат пĕçермелле, çитермелле, вылямалла, ачисемпе уçăлса çӳремелле, тирпейлемелле, аслине ача садĕнчен илмелле. Чирлесен вара чăн-чăн тамăк пуçланать. Вăхăт-вăхăтпа вĕчĕрхенме пуçлать – ваннăйра хупăнса йĕрет, лăплантаракан эмелсем ĕçет. Улька тата ĕçлет те. Вăл юрист. Килĕнче пулăшу парать. Çынсем ун патне нуша-тертпе пĕлĕшĕсем сĕннипе килеççĕ.
Хĕрарăм Çĕнĕ çул уявне паллă тăвасшăн марччĕ. Ачисем çумĕнче хуп туртаканскер çур çĕр çитеспе вăранса кайрĕ. Виççĕшĕ те лăпкăн çывăраççĕ. Бокала хĕрлĕ эрех ячĕ. Кремль куранчĕсем 12 çапас умĕн куçне хупрĕ те пăшăлтатрĕ. «Тархасшăн, ачамсене ӳстерме вăй, укçа-тенкĕ тата чăтăмлăх пар. Тата ухмаха ерсе кайма ан пар»,-терĕ.
Юлашки шанчăк
Санюк тĕкĕр умĕнче явкаланать, хуçкаланать. Хĕрлĕ кĕпи ытла та килĕшӳллĕ ларать ун çинче. Илемлĕ сăрланнă хăй. Ай, хӳхĕм-çке. Çакна пурте асăрхаççĕ, упăшки çеç курмасть.
Ĕлĕкрех арçын ют майрасем патне вăрттăн-карттăн çӳренĕ. Халь пит пытармасть те – арăмĕ тӳсĕмлине пĕлет.
Санюк çамрăк чухне юратнă çынна качча кайса икĕ ача çуратма ĕмĕтленетчĕ. Савнинех качча кайрĕ. Вĕсен хĕрпе ывăл ӳсет. Халĕ те юратать мăшăрне. Хăйне сутакана та юратать, унран уйрăласси те килмест. Юрату вăл – чир.
Халĕ те иккĕш çывăракан пӳлĕмре мăшăрĕ черетлĕ еркĕнĕпе телефонпа калаçать. Çĕнĕ çулпа саламлать, кĕçех тĕл пулма шантарать. Арăмĕ çеç илтмĕше перет. Çуртра веçех йĕркеллĕ пек тытать. Çывăх вăхăтрах хăй ачисен ашшĕ улшăнасса, аскăн кушак аçинчен килти ачаш кушак çӳрине çаврăнасса шанать вăл. Шанăç тени путакан карапсене те тахçанччен ишевре тытăнса тăма май панине пĕлет вăл. Пĕр самант çеç хăйне хисеплеттерсе калаçтарас килет…
Алăкран шаккаççĕ. Çакă тунсăхлă шухăш-туйăмран пăрăнма май пачĕ. Ашшĕпе амăшĕ, юлташĕсем килсе çитнĕ иккен. Сĕтел тулли тутлă апат-çимĕç. Упăшки шампань эрехне уçса пысăк черккесене тултарать. Кăпăклă эрехе тути патне илсе пынă Санюк пĕр япала пирки çеç ĕмĕтленет: «Тархасшăн, çемьере веçех йĕркеленсе кайтăр! Упăшка ют хĕрарăмсем патне çӳреме пăрахтăр!»
Юратăва тĕл пуласчĕ!
Урине иртенпех тунсăхлă паян. Халь вăл заводра тунă суя чăрăш çине кĕленче теттесем çакать. Унăн вара пĕчĕк хваттерĕнче вăрманта ӳснĕ симĕс чăрăш шăршине туяс килетчĕ. Хальлĕхе ăна килсе тăратакан çук çемьере. Вĕсен каллех утмăлти амăшĕпе иккĕшĕн çеç Çĕнĕ çула кĕтсе илме тивĕ. Çемье телейне тупайман хĕрарăм Уринене вăтăр пиллĕкре хăйĕн валли çуратнă. Хĕре ашшĕне курма пӳрмен.
Тĕпелте пысăках мар сĕтел хатĕрленĕ. Телевизор янă. Вĕсем яланхиллех вун иккĕре шампань эрехне ярса ĕçнĕ хыççăн хитре кĕписене хывса çакĕç те концерт курма кайса выртĕç. Уринен вара Çĕнĕ çула шавлă ушкăнра, юратнă çыннипе савăнăçлăн кĕтсе илес килет. Хĕр-тантăшĕн хăйсен çемйисем, ачи-пăчи, юратнă çыннисем. Ун валли вĕсен килĕнче вырăн çук. Пĕччен пурнăç — пурнăç-и вăл? Тен, пике хăйне хитре мар тесе шутланипе çапла пулса пырать. Лапчăк сăмсаллă, мăнтăр ураллă пикесен те телейлĕ пулма ирĕк пур-çке.. Пĕр сăмахпа, ватта юлнă хĕрсен те. Уринен вара еплерех юрату симпылне туйса курас, качча кайса ачасем çуратас килет!
Вун иккĕ çитет. Кремль куранчĕсем çапма пуçласан Урине хут илсе кăмăл-туйăмне хут çине çырчĕ те çунтарчĕ, кĕлне черккене ярса эрехпе пĕрле ĕçсе ячĕ. Ун хыççăн курантсем тата иккĕ çапрĕç. Ĕлкĕрчĕ иккен. Шутлани ку хутĕнче пурнăçланатех! Шуранка пит çăмарти туххăмра хĕрелчĕ, куçĕнче – хĕлхем, чĕринче – савăнăç. Кĕçех унта тата хĕрӳ юрату туйăмĕ кĕрсе вырнаçĕ!
Чи-чи кĕтни
Илемпи упăшки чăрăша илемлетет, теттесем çакать. Хĕрарăм тĕпелте пĕçерет. Çĕнĕ çулччен нумай та вăхăт юлман. Ăна вĕсем кашни çул пĕрешкел кĕтсе илеççĕ. Кĕçех хăнасем килеççĕ. вĕсем тухса кайсан чашăк-тирĕк çумалла, тирпейлемелле.
Уяв каçĕ хыççăн каллех кун хыççăн кун, эрне, уйăх иртĕ. Ача пулайманнинчен сиплекен курссем. Миçе çул ĕнтĕ çапла!
Ытти енчен веçех аван: пысăк тупăшлă, пуян пурнăç, юратакан та тимлĕ упăшки, хăтлă çурт. Вăхăт-вăхăт çеç чунĕнче иккĕленӳ туйăмĕ аталанать: çаплах ача çуралмасан юратнă арçынни урăххи патне каймĕ-ши? Çак шиклĕх туйăмех ăна тухтăр патне кайма, хаклă анализсем пама, сипленме хистет.
Сĕтел хушшинче иртнĕ çула хаваслăн ăсатаççĕ. Сĕтел тулли хăна-вĕрле. Вĕсем Илемпи пĕçернĕ апата мухта-мухта çиеççĕ. «Эх, тутлă та!»-теççĕ. Мĕнле аван-çке юнашар çывăх юлташсем, юратнă упăшка пулсан. Вĕсемпе пур йывăрлăхсене те çĕнтерме пулать.
Çапах та сехет вун иккĕ çапнă чух чунĕнчи чи хаклă ĕмĕтне пăшăлтатрĕ хĕрарăм: «Тархасшăн, çитес çул пирĕн çемьере пепке çуралтăр, тархаслатăп!»
 
: 824, Хаçат: 51 (1247), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: