Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юлашки вăхăтра Ульяновск облаçĕнчи çулсем çинче тӳрех темиçе çын пурнăçне татнă пысăк аварисем пулчĕç. Çулла икĕ машина хире-хирĕç пырса çапăннă, вĕсенче сакăр çын пурнăçĕ татăлнă, çав шутра 3 çулхи ачан. Çаплах палăртман вырăнта çул урлă каçакан амăшĕпе 4 çулхи ачине машина çапса хăварнă. Телее, вĕсем вилмен, анчах вăйлă аманнă. Тепĕр аварире йĕкĕреш паттăр каччăсен пурнăçĕсем татăлнă… Тĕслĕхсене çырса пĕтерме те çук.
Çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркине водительсемпе çуран çӳрекенсене мĕн чухлĕ ăнлантарсан та – инкексем сахалланмаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн облаçра 946 çул çинчи инкек пулнă. Вĕсенче 139 çын вилнĕ, 1178 çын аманнă. Çак цифра хыçне çĕр-çĕр çын куççулĕ пытаннă.
Кашни кун çулсем çинче вырнаçтарнă фото- тата видеоаппаратсем çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркине пăсакан 1100 ытла тĕслĕх палăртаççĕ. Вĕсем пурте аварие лекме пултаракансем е хăйсем авари тăваканнисем.
Облаçри çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн кăтартăвĕпе çулталăк пуçланнăранпа облаçра çул çинче йĕркене пăснă 210 047 тĕслĕх тупса палăртнă (полици сотрудникĕсем асăрхаманнисем те çавăн чухлех пулма пултараççĕ.) Водительсем 168 171 хут йĕркене пăснă, çуран çӳрекенсем – 39 958 хут. Вĕсене пурне те явап тыттарнă.
Водительсем эрех-сăра ĕçсен те руль умне ларнипе юлашки ултă уйăхра облаçра 25 авари пулнă, вĕсенче 6 çын вилнĕ, 26 аманнă.
Хĕрĕнкĕ е ӳсĕр пуçпа руль умне ларакансем çакна полицейскисем ан пĕлччĕр тесе тепĕр преступлени тăваççĕ: авари вырăнĕнчен тарса çухалаççĕ. Кăçал 85 водитель çапла хăтланнă. Вĕсене пула тухнă инкекре 85 çын аманнă, виçĕ çын вилнĕ. Вăхăтра пулăшу панă пулсан вĕсен пурнăçне тухтăрсем çăлса хăварма та пултарнă.
Çуран çӳрекенсен çул çинче асăрхануллăрах пулмалли – пурнăçри аксиома. Ача садĕнчен тытăнса шкултан вĕренсе тухичченех çакна вĕрентеççĕ – çул урлă палăртнă вырăнсенче кăна тата светофорпа каçмалла. Çул айккинче тăнă чухнех (светофор пулсан та) малтан сулахай енне, кайран сылтăм енне пăхмалла. Çуран çӳрекенсене çул урлă каçнă чухне машинасен чарăнса ирттерсе ямалли саккун тухнă хыççăн хăшĕ-пĕри машинасем пуррипе çуккине пăхмасăрах çул урлă каçма тытăнчĕ. Хăвăртлăхпа пыракан машина чарăнса ĕлкĕреймен тĕслĕхсем те пайтах. Çак йĕркене ытларах 18-20 çулхи çамрăксем тата ватăсем пăсаççĕ. Çуран çӳрекенсене пула çул çинче 73 инкек пулнă, вĕсенче 60 ача аманнă, 3-шĕ вилнĕ!
Çул урлă тĕрĕс каçма ачисене ашшĕ-амăшĕн вĕрентмелле. Садикпа шкулта вĕсем çул правилин теори пайне ăса хываççĕ. Анчах амăшĕ ачине çавăтса (яланах васкатпăр-çке!) палăртман вырăнта хĕрлĕ светофора пăхмасăрах çул урлă чупсан тепринче вăл та çур урлă çаплах чупĕ, теорине пĕлнин усси пулмĕ.
Çул çинчи инкеке кăтартакан Раççей статистики пушшех хăрушă. Раççейре çулталăкра çул çинчи инкекрен пĕр вăтам хулара пурăннă чухлĕ çын вилет.
Патшалăх инспекцийĕн официаллă кăтартăвĕпе 2010 çулта Раççейре 199 431 транспорт инкекĕ пулнă. Вĕсенче 26 567 çын вилнĕ, 250 635 çын суранланнă. Авари тунă 11 845 водитель руль умне ӳсĕрле е наркотикпа усă курнă хыççăн ларнă. Эрехе е наркотика пула ӳсĕрĕлнĕ водительсен айăпĕпе 1954 çын аварире вилнĕ, 17 280 çын суранланнă. Çул çинчи инкеке 20 262 ача лекнĕ, вĕсенчен 898-шĕн пурнăçĕ татăлнă.
2011 çулхи пĕрремĕш çур çулта 79 623 транспорт инкекĕ пулнă. Водительсем йĕркене пăснипе – 67 954, çуран çӳрекенсен айăпĕпе – 12 397. Аварисенче 10 166 çын вилнĕ, 100 403-шĕ суранланнă.
Водительсем çул çинчи çакăн пек йĕркесене пăснипе аварие лекеççĕ:
-çул çинче палăртнă хăвăртлăха пăхăнманнипе – 19 612;
-хĕреслĕ урамсенче пĕр-пĕрне çул паманнипе – 10 793;
-хирĕçле çул çине тухнипе – 5 273;
-машина хăвăртлăхне ӳстернипе – 1 031.
Çуран çӳрекенсенчен 8 814-шĕ палăртман вырăнта çул урлă каçнипе, 1267-шĕ çул çине ăнсăртран чупса тухнипе аварие лекнĕ.
Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çул çинчи инкексен шучĕ 3,1 процент чакнă.
 
: 918, Хаçат: 39 (1131), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: