Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ульяновскри наци «Содружество» вулавăшĕнче облаçри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ.
Ульяновск облаçĕнче хальхи вăхăтра чăвашсен икĕ обществăлла организаци – И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи тата УОЧНКА. Облаçри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи – чăвашсен пĕрремĕш обществăлла организацийĕ. Ăна сумлă ватăсем тăрăшнипе 1988 çулта йĕркеленĕ. Вăл вăхăтра общество членĕсем тăрăшнипе вырăнти чăвашсем 1989 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕнчен «Еткер» телекăларăма курма тата 1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчен (декабрь) «Канаш» хаçата вулама пултарчĕç. Общество илсе пынă ытти пысăк ĕçсене шутласа пĕтерме те май çук: И.С. Кирюшкин ертсе пынипе Акатуя çĕнĕрен йĕркелесе ячĕç, облаçри кашни чăваш ялне çитсе çынсемпе тĕл пулчĕç, чăвашсене обществăна илчĕç, хавхалантарчĕç. Общество членĕсен йышĕ 3 пин ытла çынна çитнĕччĕ. Кашни виçĕ çулта отчетпа суйлав съездĕ çӳллĕ шайра иртетчĕ, унта Шупашкартан, Мускавран чаплă та сумлă хăнасем килетчĕç.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи тата «Еткер» фонд 1997 çулта чăвашсен наципе культура автономине йĕркеленсем (учредительсем) пулчĕç.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин правлени председателĕ панă список тăрăх, хальхи вăхăтра обществăра 34 çын тăрать. Отчетпа суйлав пухăвне 12 çын килнĕ. Пилĕк çынран тăракан президиум кун чухлĕ çын пухура йышăну тума çителĕклĕ тесе шутларĕ.
Чи малтан УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев сăмах илчĕ. «Облаçра наципе культура автономине йĕркеленĕренпе И.Я.Яковлев обществин хăвачĕ пĕтрĕ. Пуçĕпех мар ĕнтĕ, таврапĕлӳçĕсемпе академиксем, вĕрентӳçĕсем хастар ĕçлеççĕ. Ĕçĕ пур темелле, общество чăвашсен кашни мероприятиех хутшăннă, анчах палăрса тăракан ĕçсем йĕркелесси çухалса пычĕ. Ниепле те юридици енĕпе килĕшсе обществăн ĕçне йĕркелесе яраймарăмăр. Çавăнпа ку пуху – общество çĕнĕ çынсемпе хастартарах ĕçлеме тытăнмалли тапхăр пултăр. Чи малтан обществăн çут ĕçĕпе – шкулсемпе, ачасемпе, вĕрентӳçĕсемпе - ĕçлемелли пирки манмалла мар, - терĕ.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин правлени председателĕ А.А.Мордовкин отчет тапхăрĕнчи ?2013 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа паянччен% ĕçĕпе паллаштарчĕ:
-Общество УОЧНКАпа тачă çыхăнса ĕçлет. Чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварас, аталантарас енĕпе паллă çынсемпе, ăсчахсемпе, артистсемпе, журналистсемпе, вĕрентӳçĕсемпе тĕлпулусем ирттернĕ. Облаçри 141 шкулта 4249 ача чăваш чĕлхипе культурине тĕрлĕ майпа, 8 шкулта предмет майĕпе вĕренет. Чăваш преподавателĕсене хатĕрлетпĕр. УОЧНКАпа тата Чăваш культура центрĕпе пĕрле «Путене», «Чăваш ачи, сассуна пар», «Сарпике» конкурссем йĕркелетпĕр. Паяна облаçра 48 чăваш пултарулăх ушкăнĕ пур, вĕсенчен 22-шĕ ача-пăчан. Виççĕшĕ вĕсенчен «Халăх ушкăнĕ» ята илнĕ.
Отчет тапхăрĕнче «Симбирская книга» издательствăра вырăнти авторсен 30 ытла кĕнекине, «Атăл юрри» альманах кăларнă. И.Я.Яковлев ячĕпе çыхăннă семинарсем, конференцисем, çавра сĕтелсем, уçă уроксемпе конкурссем, «Кĕрешӳ» федерацийĕ турнирсем ирттернĕ. Наци вулавăшне 605 çын çырăннă, кунта 935 чăваш кĕнеки пур. «Канаш» хаçат редакцийĕ çумĕнче «Шевле» литература пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Облаçри чăваш çамрăкĕсен канашĕ пур, вĕсемпе сывă пурнăç йĕркине сарассипе тата патриотла воспитани парассипе ĕçлетпĕр, «Çар мухтавĕн кунĕсенче» шкулсене тухса çӳретпĕр, лагерьсене çитетпĕр, - терĕ вăл. Çав вăхăтрах ĕçĕнчи çитменлĕхсене палăртса хăварчĕ: чăваш чĕлхине предмет майĕпе вĕрентессине татса парайманни, «Канаш» хаçатăн тиражне тата И.Я. Яковлев обществин йышне ӳстерейменни, И.Я.Яковлев музейĕн ĕçне вăйлатайманни, обществăн расчет счетне çĕнĕрен уçайманни.
Отчета сӳтсе явса ревизи комиссийĕн председателĕ А.П.Власов обществăна çак тапхăрта пĕр пус укçа та кĕмен, мĕнпур документсем пур тесе пĕлтерчĕ. Общество членĕсене çĕнĕлле ĕçлеме, шкулсене тата чăваш халăхĕ хушшине ытларах тухса çӳреме чĕнчĕ.
М.А. Аляпкин та ĕçре çĕнĕлĕхсем çукки пирки каларĕ. Нумай ĕç укçа çуккипе чарăннине палăртрĕ, член взносĕсем тӳлессине чĕртсе яма сĕнчĕ. Н.Г. Кондрашкин председателе лайăх ĕçленĕшĕн тав турĕ, МАБИК организацин грамотипе чысларĕ.
«Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Н. Ларионов обществăна тата унăн членĕсене чăваш хаçачĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнчĕ. Шел, вĕсенчен нумайăшĕ хаçата çырăнмасть. «Чăвашла вуламасан нимĕнле çут ĕç те пулмасть. «Канаш» чăвашсене пĕрлештерчĕ, халĕ те пĕрле ĕçлемелле», - терĕ.
Учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтри наци кабинечĕн методисчĕ В.А. Архипова чĕлхене вĕрентессипе епле майпа ĕçлени пирки каласа пачĕ. Малашне наци уявĕсене тĕрлĕ халăхсемпе тачă çыхăнса тата нацисен пĕрлĕх уявĕсене йĕркелеме сĕнчĕ.
Н.Н.Кирюшин таврапĕлӳçĕ кăçал вунă шкула çитсе хăйĕн çулçӳревĕсем пирки каласа панине палăртрĕ.
Пухăннисем пĕтĕмĕшле И.Я. Яковлев ячĕллĕ общество правленийĕн председателĕн ĕçне «çителĕклĕ» тесе хак пачĕç. Çĕнĕ председателе уççăн сасăлама палăртрĕç. УОЧНКА председателĕ В.И. Сваев А.А.Мордовкинах хăварма сĕнчĕ. Урăх сĕнӳсем пулмарĕç.
И.Я. Яковлев ячĕллĕ общество правленине В.А.Архипована, Н.Г. Кондрашкина, Н.А. Казакова, Н.Н. Ларионова, М.А. Аляпкина, Г.М. Никитинана, Р.В. Макарована, А.П. Емелькина* ревизи комиссине И.М. Кирпичникова, З.М. Рейтера, И.А. Щеголькована суйларĕç.
И.Я. Яковлев обществин пиллĕкмĕш конференцийĕ ăнăçлă вĕçленчĕ тесе палăртрĕç, чи хастаррисене Тав хучĕсемпе чысларĕç.
■ Елена Мустаева.
mustaeva66@mail.ru.
 
: 876, Хаçат: 42 (1289), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: